16 июня 2017 г.
Ваттисем авалах каланă: «Пĕчĕк ача - пĕчĕк хуйхă, пысăк ача - пысăк хуйхă». Чăнах та, пĕчĕк ачана ашшĕ-амăшĕ пур енчен те асăрхаса тăма тăрăшать. Вăхăтра çитерет, çăвăнтарать, кĕпе-тумне улăштарать, çывăрма вырттарать. Ача чирлес пулсан, сыватас тесе, кунне-çĕрне пăхмасăр тăрăшать. Унпа пĕрле савăнать, унпа пĕрле хурланать.
Вăхăт иртнĕçемĕн ача çитĕнсе пырать. Пурнăç çине хăйĕн куçĕсемпе урăхларах пăхма тытăнать. Интернет ĕмĕрĕнчи пурнăç, юлташ-тантăшĕ хушшинчи тĕрлĕ илĕртỹллĕ интерессем тыткăнлаççĕ. Çитĕнекен ача пур пулăмсене хăйĕн куçĕпе курса, хăйĕн чунĕпе туйса курасшăн. Анчах та çак пулăмсем пур чухне те ырă енпе палăрса тăмаççĕ. Пирус туртасси, эрех ĕçесси, çитĕннĕ çынсен пурнăçĕпе пурăнса курасси питĕ илĕртет. Нумай ашшĕ-амăшĕ çак улшăнусем ачисемпе пулса иртнине ытларах чухне асăрхаймасть. «Манăн ача маттур, ĕçчен, килте те пулăшать, нихăçан та сивĕ сăмах каламасть», - тесе савăнаççĕ вĕсем.
Çитĕннĕçемĕн ачасем пушă вăхăчĕсене ытларах юлташĕсемпе пĕрле ирттерме тытăнаççĕ. Кун пек улшăнусем пулни питĕ лайăх. Ача хăйĕн яваплăхне ытларах туйма пуçлать, пурнăçра хăй тĕллĕн пурăнма хăнăхать. Çакăн пек самантсенче ашшĕ-амăшĕн питĕ тимлĕ пулмалла. Ачан юлташĕ камне пĕлмелле, пушă вăхăта вĕсем мĕнле ирттернипе интересленмелле. Тепĕр майлă каласан, ашшĕ-амăшĕн ачисемшĕн чи çывăх юлташ пулса тăмалла. Кашни савăнăç, пăшăрхану пирки пĕр-пĕринпе калаçмалла. Ачисен анчах мар, ашшĕ-амăшĕн те хăйсен савăнăçне, хуйхине ачисемпе пĕрле пайламалла. Çакăн пек туслăха пĕр уйăх хушшинче туптама çук. Мĕн пĕчĕкрен ачан пурнăçĕпе интересленсен, унăн савăнăçĕшĕн савăнсан, хуйхине çурмалла пайласан кăна уншăн чи çывăх юлташ пулма пулать.
Ача çитĕнсе пынă май ашшĕ-амăшĕпе чуна уçса калаçни питĕ кирлĕ. Пысăк çыншăн ача-пăча йывăрлăхĕсем нимĕн пек те туйăнмаççĕ. Ытларах чухне илтме пулать: «Сан йывăрлăхусем манăннипе танлаштарсан каламалăх та çук». Ача ашшĕ-амăшĕнчен пĕрре, тепре çавăн пек хурав илтет. Виççĕмĕшĕнче хăйне ăнланакана урăх çĕрте шырама пуçлать. Кам тĕлне пулма пултарать вăл ача, ăна никам та пĕлмест. Ырă çын тĕлне пулсан - ырă тума вĕренĕ, хура чунлă çын тĕлне пулсан - усал тума вĕренĕ.
Ашшĕ-амăшĕ! Сирĕн йывăрлăхсем хăвăршăн мĕнле йывăр, сирĕн ачасемшĕн те вĕсен йывăрлăхĕсем çав йывăрăшпах танлашаççĕ. Сирĕн ачасем пурăнма вĕренсе кăна пыраççĕ-ха, тĕрлĕрен йывăрлăхсене те çĕнтерме вĕренеççĕ. Эсир вĕсене ăшă сăмахпа пулăшни, вĕсен тĕрлĕ ыйтăвĕсене ăнланса пыни, ачасене пурнăçра çирĕпрех, хăюллăрах пулма пулăшать. Йывăрлăхсенче тĕрĕс çул тупсан, тỹрлетейми йăнăшсенчен асăрхансан, пурнăç çулĕпе тỹррĕн те çирĕппĕн утма пулать.
Нумай ашшĕ-амăшĕ манпа килĕшĕç, анчах вăхăт çукки, укçа-тенкĕ ĕçлесе илесси малти вырăнта тăни пирки те манмалла мар тейĕç.
Тĕрĕсех. Укçа-тенкĕ пирĕн пурнăçра сахал мар вырăн йышăнать. Анчах та укçана çемьерен, ачасенчен мала хуни кирлех-ши? Укçана ĕçлесессĕн тума пулать. Анчах та ачана вăхăтра воспитани парса çитĕнтернине нимĕн те çитмест. Вăхăчĕ иртсе кайсан каялла нимĕнлете тавăрса тỹрлетме çук.
Тĕрлĕ çемье тĕрлĕрен çитĕнтерет ачисене. Хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ ачисене ытларах вăрçать, сăмахпа каласа кỹрентерет, тĕрлĕ айăп тусассăн хĕнет. Йывăр е çăмăл ĕçне пăхмасăр килти пур ĕçе те ĕçлеттерет. Ун пек ачасем тарçă шутĕнче пурăнаççĕ. Çитĕнсе çитсен те хăюсăр, çын умĕнче хăйсен шухăшĕсене калама вăтанакан пулаççĕ.
Тепĕр çемьесем ачан кашни ыйтăвне пурнăçлама тăрăшаççĕ. Çемье пурнăçĕ çак ача тавра анчах çаврăнать. Çакăн пек ачасем питĕ ачаш, вĕсем «çук» тенине ăнланманскерсем, эгоистсем пулса çитĕнеççĕ. Пурнăçра çынна ăнланман, хăйсен ответлăхне туйма пĕлмен çынсем пулаççĕ. Çав хушăрах тата хăш-пĕр çемьесемшĕн ачисем те пур, те çук. Мĕн пĕчĕкрен хăйсем тĕллĕн çитĕнеççĕ. Пурăнан пурнăçра лай- ăхпа япăха уйăрма вĕрентекен те çук вĕсене. Çитĕнсе çитсен те пурнăç тăршшĕпех тĕрлĕ йăнăшсем тăваççĕ.
Ача пĕчĕкрен мĕнле пурнăçпа пурăнать, çитĕнсен те çав çулпах утать. Хăш-пĕрисем кăна хăйсен пурнăçне улăштарма пултараççĕ.
Ашшĕ-амăшĕ! Хăвăр ачăрсене телейлĕ çитĕнтерсен, эсир те пурнăçра телейлĕ пулăр. Ачăрсене ырă сăмах, чун ăшши парнелесен, çак ырлăх сирĕн пата каялла таврăнĕ. Ваттисем: «Ырă туни ырăпа таврăнать, усал туни - усалпа», - тени тĕрĕсех.
Л.НИКОЛАЕВА, педагог-психолог.