Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сармантейĕн сар чăххи е ăна тилĕ тытса çимĕ-и?

20 июня 2017 г.

Сармантейĕн сар чăххи е ăна тилĕ тытса çимĕ-и?

ЯЛ  ÇЫННИН пурнăçĕнче килти хуçалăх паллă вырăн йышăнать. Ĕне усратăн - юр-вар пулать, сысна тытатăн - аш-какайсăр лармăн. Хур-кăвакал, чăх-чĕп, кролик усрани те çемьешĕн лайăх. Ĕçĕ çăмăл мар та ĕнтĕ, анчах ялта пурăнакан çын йывăрлăхсенчен хăраса тăмасть. Ир тăрать те ĕнине кĕтĕве хăвалать, хур-кăвакала пĕве е çырма хĕррине илсе çитерет, каçхине вĕсене кĕтсе илет. Çавăн пек вăл ял пурнăçĕн йĕрки: ỹркенмен çыннăн кĕреки те пуян, ĕне усраканăн тути те çуллă. 

Выльăх-чĕрлĕхпе чăх-чĕппе чир-чĕр çулăхасран та сыхă тăмалла. Ветеринари ĕçченĕсем кун пирки асăрхаттарсах тăраççĕ. Çĕпĕр язви, чума, кайăк грипĕ... Тем тĕрлĕ мур та хăратать килти чĕрчунсене. 

Халĕ тата тăватă ураллă çăткăн ерчеме пуçларĕ. Сăмах кунта чее тилĕ пирки пырать. Чаткас тăрăхĕнче пурăнакансем ăçта кăна шăнкăравламаççĕ-ши? Тилĕсем вун-вун чăхха тĕп тунă ĕнтĕ, хăйсен ирсĕр ĕçне малалла тăсаççĕ. Хур-кăвакала та тиркесе тăмаççĕ.

«Васкавлă мера йышăнмасан, тилĕсем ялта пĕр чăхха та хăвармĕç», - çапла пăшăрханса калаçрĕ ĕнер телефонпа Анат Чаткас çынни Михаил Тихонов. Çак тискер чĕрчун Патирекре те, Палтиелĕнче те, Улмаллăра та, Чукалта та хытах ашкăнать иккен. Сармантейĕн сар чăххи сар çăмарта тăваймасăрах тилĕ çăварне çакланать. 

Ял çыннисен пăшăрханăвне Чăваш Республикин çуçанталăк ресурсĕсемпе экологи министерствинех çитертĕм. Вĕсем министерство ячĕпе официаллă çыру çырма, çак ыйтăва ăнăçлă татса парсан сунарçăсене тилĕ тытма ирĕк парасси çинчен пĕлтерчĕç. Çырăвне ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çырмалла. Çак питех те кирлĕ ĕçе вăраха ямасăр (унта тилĕсем мĕн чухлĕ сиен кỹнине те уçăмлă кăтартмалла) пурнăçласчĕ. 

Тилĕн сиенĕ чăхсене тытнипе çеç пĕтмест, çак тискер кайăк уртаракан чир сарас хăрушлăх та пысăк. Сунарçăсем каланă тăрăх, яла килекен тилĕ нимĕнрен те хăрамасть, çынна çыртма та пултарать. Йытăсене тулласа çыртнă тĕслĕхсем темиçе те. 

Тилĕсене тытма ятарласа лицензи илнĕ сунарçăсене çеç ирĕк параççĕ. Çавăнпа та хăвăр тĕллĕн çак тискер кайăка вĕлерсен пысăк штраф тỹлетереççĕ. Енчен те урамра е пахчара тилĕ çỹренине асăрхасан çийĕнчех ял тăрăхĕн администрацине тата Шăмăршăри ветстанцие пĕлтерме васкăр. 

Кунта пĕр путишле истори аса килчĕ. 30 çул каялла «Гвардеец» совхоз тимĕрçи Петр Кузнецов пысăк мăлатукпа çапса лаçă патне килнĕ тилле вĕлермеллех амантать. Çакăн çинчен эпир район хаçатĕнче çырса кăларнăччĕ. Хайхи пирĕн хаçата республикăри çутçанталăка хỹтĕлекен обществăра ĕçлекенсем вуланă иккен. Тискер кайăка вĕлернĕшĕн тимĕрçе штраф тулеттерчĕç. Эпир ăна тилĕ тытнăшăн мухтасшăнччĕ, анчах сиен турăмăр. Петя тете редакцире ĕçлекенсене хытах çиленнĕччĕ. 

«Ну, тупнă та хытă пăшăрханмалли, тилĕ вăл ĕмĕрех пулнă», - тейĕ хăшĕ-пĕри.Çапла каланипе пĕрре те килĕшес килмест. Ĕлĕкрех вăрманта лесникре ĕçленисем аса илнĕ тăрăх, ун чух тилĕ çын куçĕ умне курăнма хăранă, яла пырса чăх-чĕп тытнă тĕслĕхсем те сайра пулнă. Хальхи тилĕсене ăнланма çук, вĕсен ăс-тăнĕ улшăннинчен ученăйсем те тĕлĕнеççĕ. Çак тискер кайăк ача-пăча çумне те çулăхма пултарать. Апла-тăк, пăшăрханмалли пурах: тилĕсенчен асăрханмалла, вĕсене яла килсе çỹреме чармалла. 

Паллах, сунарçăсемсĕр тилĕрен хăтăлаймăпăр. Пысăк инкек пуличчен тискер кайăка «çăварлăхласчĕ». Тиллĕн вăрманта пурăнмалла, йыттăн - ялта. Çутçанталăк саккунне пăсни ырри патне илсе çитермĕ. 

... Ак, çĕрле татах вăл килĕ,

Чăхсене тытайĕ тилĕ.

Кăшкăрсан та хăрамасть,

Вĕлермешкĕн юрамасть.

Эй, сунарçă, кил яла- 

Халăха пулăшмалла!

Ив. САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика