Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Турăм, лартрăм шурă çурт…

23 июня 2017 г.

Турăм, лартрăм шурă çурт…

ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИНЧЕ çамрăк çемьесен пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвĕсене татса парас тĕлĕшпе патшалăх программисем ĕçлеççĕ. «Çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси» çумпрограмма федерацин тĕллевлĕ «Пурăнмалли çурт-йĕр» программипе килĕшỹллĕн пурнăçланать.

Çак программăпа 2017 çулта Шăмăршă районĕнчи 7 çамрăк çемье хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатĕ. Июнĕн 20-мĕшĕнче район администрацийĕнче савăнăçлă лару-тăрура çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕр туянма е çĕнĕрен тума социаллă тỹлев уйăрнине çирĕплетекен свидетельствăсем панă. Свидетельствăпа палăртнă пĕтĕмĕшле сумма 3439,8 пин тенкĕпе танлашать, çакăн 1467,8 пин тенкине федераци бюджетĕнчен, 1323,8 пин тенкине республика бюджетĕнчен, 571,8 пин тенкине вырăнти бюджетран уйăраççĕ. 

Федерацин тĕллевлĕ «2014-2017 çулсенче тата 2020 çулчченхи тапхăрта ял территорийĕсене шанчăклăн аталантарасси» программипе килĕшỹллĕн районти ялта ĕçлекен, 35 çулти е аслăрах 1 гражданина, ялта ĕçлекен 3 çамрăк специалистпа çемьене çурт-йĕрпе тивĕçтерме палăртнă. 

Е.БЫКОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика