Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халь те çырăнман-и? Паянах чуп почтăна!

23 июня 2017 г.

ИРТНĔ ĕмĕрĕн вăтăрмĕш çулĕсенче Шăмăршă ялне пырса кĕнĕ çĕрте икĕ-виçĕ хăлаç тăрăшшĕ хăмач çине çапла çырса çапнă пулнă: «Хаçат-журнал вулăпăр, ăслă-тăнлă пулăпăр! Кам вуламасть «Колхозник сассине» - пĕлмесĕр юлĕ район пурнăçне!» 

Ун чухне район хаçатĕнче ĕçленĕ Николай Осипович Падиаров журналист аса илнĕ тăрăх, «Колхозник сасси» (халĕ - «Шăмăршă хыпарĕ») хаçата ытларах сарассишĕн ял Советĕнче ĕçлекенсемпе учитель- сем, коммунистсемпе комсомолецсем хастар ĕçленĕ. Район хаçатне çырăнман учитель пачах та пулман... 

Вырăнти пичетсĕр мĕнле пурăнмалла-ха, тăванăмăрсем? Хыпар-хăнара, район пурнăçне пĕлмесĕр мăклансах каймăпăр-и? 

Çак шухăшсем çаврăнчĕç ман пуçра район хаçатне кăçалхи иккĕмĕш çур çул валли мĕнле çырăннипе паллашнă хыççăн. Ял хавалĕ темелле-и - пĕр çĕрте хаçата кар тăрсах çырăнаççĕ, тепĕр ялта тем кĕтсе пурăнаççĕ. Çынсемпе сăмахлатăн та, район хаçачĕ пирки япăх калаçакансем çукпа пĕрех. Юлашки вăхăтра «Шăмăршă хыпарĕ» çивĕч статьясем чылай пичетленине, район пурнăçне туллин çутатма тăрăшнине палăртаççĕ. 

«Апла пулсан, мĕншĕн çырăнмастăр-ха?» - тетĕп ял çыннисене. 

«Хаклăрах вĕт-ха, укçа-тенкĕ енчен хĕсĕкрех», - тỹрре тухма пăхаççĕ пĕрисем. 

«Ĕç укçинче мар-ха, яланах хаçат çырăнассине юлашки куна хăварма хăнăхни чăрмантарчĕ», - пĕлтереççĕ теприсем. 

Виççĕмĕшсем тата почтальонсене ỹпкелеççĕ: вĕсем район хаçатне çырăнтарассишĕн тăрăшмаççĕ имĕш, тип çу та кĕпе çумалли порошок сутса çỹренипех çырлахаççĕ. Çырăнсан та хаçата вăхăтра валеçмеççĕ. Ытларикун тухнă номере кĕçнерникун, эрнекунхине вара тепĕр ытларикун çеç валеçсен камăн кăмăлĕ пăсăлмĕ? 

Паллах, пур почтальон пирки те çапла калама çук-ха, районта чунтан тăрăшса ĕçлекенсем те сахал мар. Анчах пĕр кашăк тикĕт те пичĕкери пыла пăсать тенине асра тытар. Район хаçачĕ - район пурнăçĕн хыпарçи вĕт-ха, мĕншĕн ăна халăх хушшинче ытларах сарассишĕн тăрăшмастпăр? 

Ял-ял тăрăх çỹренĕ чух нумай çынпа тĕл пулса калаçма тивет. «Журналист шухăшĕ» рубрикăпа çыракан материал валли те ял çыннисем çĕнĕ темă- сем сĕнеççĕ. «Критика ытларах кирлĕ, пурнăçри çитменлĕхсене пĕр шелсĕр критиклĕр!» - теççĕ пире. Сирĕн сĕнĕвĕрсене шута илĕпĕр, хаклă вулаканăмăрсем. Критикленипе пĕрлех ырă ĕçсем çинчен те нумай çырма тăрăшăпăр. 

Редакцире иртнĕ ĕмĕртенпех упранакан кивĕ портфель пур. Унта эпир хаçатра пичетлеме çырса хатĕрленĕ чи лайăх материалсене хуратпăр. Мĕн кĕтет-ха вулакансене кăçалхи иккĕмĕш çур çулта? Портфеле уçса пăхам-ха, пушă мар-и вăл? Çук иккен, унта тем те пур: тĕрленчĕксем те, çивĕч статьясем те, таврапĕлỹçĕсен асаилĕвĕсем те, сăвă-калав та... Портфель пĕрре те пушанмасть, çĕнĕрен çĕнĕ материалпа тулсах тăрать. Редакцире пултаруллă та хастар журналистсем ĕçлеççĕ, вĕсем район пурнăçне, халăх шухăш-кăмăлне начар мар пĕлеççĕ. Ялсенчи обществăлла корреспондентсем те - пирĕн шанăç. Пĕрлехи вăйпа вулакан кăмăлне каякан лайăх хаçат кăларма пултарăпăр. 

Тăванăм, ял-йышăм! «Шăмăршă хыпарĕ» хаçата паян-ыран çырăнмасан, кая юлăр. Пĕр тăхтаса тăмасăр почтăна васкăр. Шăмăршăра пурăнакансем редакцире е «Чăваш пичечĕ» киоскра та çырăнма пултараççĕ. Енчен те ултă уйăх валли укçа çитеймесен, хальлĕхе виçĕ уйăхлăха çырăнăр. Каярахпа çырăнтарăва тăсма та пулать. Чи кирли - эсир пирĕнпе пулнă, пур, пулатăр, кашни çемье «Шăмăршă хыпарне» çырăнтăр та вулатăр! 

Ив.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика