Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Укçан - куçĕ çук, салатаканăн - пуçĕ çук

27 июня 2017 г.

ÇАПЛА каланă пурнăçра хурапа шурра нумай курнă ваттисем. Вĕсем укçан кашни пусĕ мĕнле нушапа пулнине лайăх ăнланнă, çавăнпа та унпа перекетлĕ усă курма тăрăшнă. Шел, ваттисен ăслă сăмахне, вĕсем вĕрентсе каланине шута илсех каймастпăр çав. 

- Хыткукар, киле кирлĕ япала туянма укçине шеллет! Хăйпе пĕрле шăтăка илсе кĕресшĕн пуль çав! - çапла каласа ятлаçнине илтрĕм пĕр çемьере. Кинĕ хунямăшне хытă çиленнĕ иккен: лешĕ пысăк холодильник туянма укçине хĕрхеннĕ. 

Карчăк хытах хурланнă кинĕн сăмахĕсене илтсен. Урамра тĕл пулчĕ те манпа, куççульне шăла-шăлах çапла каласа пачĕ:

- Холодильникĕ виççĕ те, пĕри те кивĕ мар. Халĕ тата пысăккине - лар текеннине - илесшĕн. Ывăлăм Мускавра ĕçлесе илнине пĕр пус хăвармасăр салатаççĕ. Эпĕ пенсин пĕр пайне вĕсене паманшăн хытă тарăхаççĕ. Вилсен тирпейлесе пытарма та укçа кирлĕ вĕт-ха, эмел туянса та пайтах тăкакланать. Укçана перекетлĕрех тыткаламалли çинчен каланин те усси çук – «пур - бурлакла, çук - кĕлмĕçле» меслетпе пурăнаççĕ пирĕн çемьере. 

ЭХ, мĕн чухлĕ тĕлсĕр саланать-ши пирĕн пурнăçра укçа-тенкĕ? Шутласа кăларма та йывăр. Темиçе çул каялла миллиардшар (йăнăш вуламастăр, чăннипех те çапла!) тенкĕ тăкакласа шыв управĕ тума тытăнтăмăр. Ĕçне вĕçне çитереймерĕмĕр - халĕ çав миллиардсем çĕр айĕнче юрăхсăра тухса выртаççĕ. Патшалăх укçипе усă курма пуçличчен пуç тавра шутламалла марччĕ-и-ха: кирлехчĕ-и пирĕн района çакăн пек пысăк шыв управĕ? Кỹршĕллĕ Тутарстанпа Ульяновск облаçĕнчи районсенче артезиан çăлне тарăн чавса лайăх пахалăхлă шыв уçлаççĕ. Кашни ял тăрăхĕнчех хальхи пурнăç ыйтăвĕсене тивĕçтерекен шыв башнисем вырнаçтарнă. Эпир вара, вăрманти управа шанса, пусă чавма та шутламастпăр, район центрĕнче пурăнакансем пăнтăх шыв ĕçсе сывлăха сиен кỹреççĕ. 

Çулленех çул-йĕр юсама миллионĕ-миллионĕпе укçа тăкакланни те вăрттăнлăх мар. Лайăх пахалăхпа, ГОСТ ыйтăвĕсене çирĕп пăхăнса асфальт сарсан çул яланах шăтса- ванса пĕтмĕччĕ. Халĕ, ĕлĕкхи пек, çул тăрăх ултă-çичĕ метр тăрăшшĕ кĕреш сĕтĕрмеççĕ, кустăрмаллă транспорт тем чул сиенлеймĕ. Анчах апла мар çав: хут пек çỹхе сарнă асфальт сийĕ велосипед иртсе кайсан та тĕпренме тытăнать.

 Укçа, укçа, укçа... Мĕн чухлĕ саланать-ши вăл çапла? Хăнăхса кайрăмăр та, укçа çăлкуçĕ яланах тапса тăрĕ тесе шутлатпăр. Çапах та патшалăх хысни тĕпсĕр пичĕке мар вĕт-ха; унти кашни тенкĕ шутлă пулмалла, тĕллевлĕ тăкакланмалла. 

Перекетлĕхпе тирпейлĕх, ĕçри çирĕп дисциплина кирлĕ паян пире. Паллакан карчăк каланă пек: «пур чух - бурлакла» пурăнас йăларан хăтăлмалла. «Тỹшекĕмĕре кура» урана тăсма хăнăхмалла. 

Акă, район центрĕнчи кафесенче кашни эрнерех тĕрлĕ савăнăçлă мероприяти иртет, туй вăхăтĕнче пурте фейерверк ярса таврана кисретеççĕ. 

Темиçе пин тенкĕ, çулталăкра вара темиçе миллион сывлăша вĕçсе çуха- лать.

Çак укçа тин çеç пурнăç çулĕ çине тăнă çамрăк çемьешĕн ытлашши пулĕччĕ-ши? Çук вĕт, çынран юлас килменнипех чаплăран та чаплăрах пиротехника туянатпăр, шап! та шап!, кĕрĕс! те кĕрĕс! сасăпа туя «илемлететпĕр». 

Çĕрме пуян ачисем çапла ирĕккĕн хăтланнинчен тĕлĕнмен те пулăттăм та, пурнăçа аран-аран сыпăнтарса пыракан ашшĕ-амăшĕ те хăйсен ачисене чаплă туй туса пани хытах шухăшлаттарать. 

Пуян туй çирĕп çемье тенине пĕлтермест çав, пĕлтермест... Рай- онта тин çеç пĕрлешнĕ вунă мăшăртан пиллĕкĕшĕ уйрăлни – вăрттăнлăх мар. Чăн-чăн юратăва укçа парса илеймĕн, чи малтан пĕр-пĕрне шанни, хисеплени, каçарма пĕлни кирлĕ. 

«Ну, юрĕ, сỹпĕлтетсе кайрĕ ĕнтĕ ку - шыв управĕнчен пуçларĕ те туй патнех çитсе ỹкрĕ», - тейĕ вулакан. Каçару ыйтатăп ытлашшине каларăм пулсан. Укçа ыйтăвĕ калаçтарать те пурсăмăра та, хамăн шухăша та уçса парас терĕм. Тĕрĕс мар çыртăм пулсан, каçарăр... 

Ив.САЛАНДАЕВ

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика