Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 100 çула çитнисем - çĕр çынна яхăн

04 июля 2017 г.

2016 ÇУЛ кăтартăвĕсем тăрăх Чăваш Республики сывлăх сыхлавĕн тухăçлă ĕçĕпе Раççей субъекчĕсен хушшинче пиллĕкмĕш вырăн йышăннă. Çакăн çинчен Министрсен Кабинечĕн Иван Моторин премьер ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов пĕлтернĕ.

Владимир Викторов республикăра пурăнакансен сывлăхне хаклакан патшалăх доклачĕ пе паллаштарнă - 2016 çула пĕтĕмлетекен интереслĕ кăтартусене пĕлтерчĕ. Республикăра çынсен пурнăçĕн вăтам тăршшĕ ỹссе пырать - пĕлтĕр вăл 71,52 çулпа танлашнă. Чăваш Енĕн 17 пин ытла çынни 85 çултан иртнĕ, 100 çулхи юбилее 98 çын паллă тунă. Чылай енĕпе çынсем вилессин кăтартăвĕсем виçĕмçулхинчен палăртмаллах чакнă. Çапах министр ку енĕпе ĕçлемелли нумаййине те йышăнать. Юн çаврăнăшĕн системин чирĕсене пула вилекенсен шучĕ çав-çавах пысăк. Çавăн пекех тулашри сăлтавсене, усал шыçăсене пула та нумай çын пурнăçран уйрăлать.

 Халăх сывлăхне çирĕплетес, упрас енĕпе пуçламăш медпулăшу тытăмне аталантарса пыни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çакăнта 2013-2016 çулсенче республикăра çĕнĕ йышши 125 фельдшерпа акушер пунктне хута янин витĕмĕ пысăкки куç кĕрет. Çитес виçĕ çулта 75 ФАП тума палăртнă.

Чăваш Енĕн «тĕп медикĕ» ача çуратассин, пепкесен сывлăхне сыхлассин ыйтăвĕсем тавра та тĕплĕ чарăнса тăчĕ. Чăваш Ен пепкесен вилĕмĕн чи пĕчĕк кăтартăвĕсемпе Раççейре те лидер шутланать. 2016 çулта çак кăтарту татах чакнă - чĕрĕ çуралнă кашни пин ачаран 3,2-шĕн пурнăçĕ татăлнă. ЭКО мелĕпе ача çуратма пулăшас тĕлĕшпе пысăк ĕç пурнăçлаççĕ. 

Кăçал çакнашкал пулăшу калăпăшĕ 1,5 хут пысăкланнă. ЭКО мелĕ 300 ытла пепкене çут тĕнчене килме май панă та ĕнтĕ.

Юлашки вунă çулта халăха пысăк технологиллĕ медпулăшу кỹрес енĕпе те курăмлă улшăнусене çул панă. Паян çакнашкал пулăшăва республика тулашне каймасăрах илме май пур. Калăпăр, 2006 çулта çакнашкал пулăшупа пин ытла пациент усă курнă, 2017 çулта вара - çичĕ хут ытларах. Пациентсен 80% Чăваш Ен территорийĕнчех сипленнĕ.

Медицина организацийĕсенчи кадрсен дефицитне пĕтересси çине те алă сулман. «Земство тухтăрĕ» пограммăна пурнăçланă май ялсенче çамрăк 316 специалист ĕçлеме тытăннă. Çак йышăн çуррине яхăн пайĕ -  пуçламăш сыпăкри врачсем. Медпулăшу халăха çывăхрах пултăр тесе кăçал куçса çỹрекен консультаци поликлиники ĕçлеме тытăннă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика