Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуçлăхсем утă çулчĕç, михĕ йăтрĕç…

04 июля 2017 г.

Июнĕн 30-мĕшĕнче Шăмăршă район делегацийĕ муниципал служащийĕсен Пуçлăхсен кунне халалласа ирттернĕ Xмĕш мероприятие хутшăнчĕ. 

Шупашкар районĕнче пулса иртнĕ пысăк чаплă уява Шăмăршă район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов, район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ, ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн ертỹçи Олег Алексеев, район администрацийĕн ĕçĕсене туса пыраканĕ - организацилле пай ертỹçи Лариса Портнова тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсем хутшăнчĕç.

Уява пухăннисене республика ертỹçи Михаил Игнатьев саламларĕ, муниципалитетсен пуçлăхĕсене, муниципалитет служащийĕсене хăйсене шанса панă ĕçе тỹрĕ кăмăлпа яваплăха туйса пурнăçланăшăн ырласа тав сăмахĕсем каларĕ. Регионта тĕрлĕ шайри влаçра тăрăшакансем пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса тухăçлă ĕçлесе пынипе Чăваш Республики Раççейре инвестици хывмалли чи ăнăçлă регион пулса тăнине палăртрĕ. Чăваш Енре социаллă пурнăç тивĕçлĕ шайра аталанса пырать, экономика кунран кун ырă енне улшăнса пырса ỹсĕмсемпе палăрать. «Районсемпе хуласен пуласлăхĕ ытларах чухне сирĕн пысăк ĕçĕртен те сахал мар килет, малашне те кашниех тăрăшса ĕçлесен çитĕнỹсем тăвасси куçкĕретех пулĕ», - терĕ саламласа Михаил Игнатьев.

Пуçлăхсен кунне йĕркелесе ирттересси ырă йăлана кĕрсе юлчĕ. Çак кун тĕрлĕрен спорт ăмăртăвĕсем иртрĕç, пысăк сцена çинче тĕрлĕ районтан килнĕ делегацисен ушкăнĕ илемлĕ юрă-ташăпа савăнтарчĕ. Район пуçлăхĕсем çавапа утă çулса та ăмăртрĕç. Çакăн евĕрлĕ мероприятисем шăпах та, пурсăмăра та пĕр чăмăра пухса, ушкăнпа килĕшсе тухăçлă ĕçлеме витĕм кỹреççĕ. Йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене пĕрле сỹтсе явма та лайăх тесе каларĕ республика ертỹçи. 

Н.ИЛЬИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика