Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Авăтать куккук, янăрать вăрман

04 июля 2017 г.

Йĕркене пăсакан çул çитмен çамрăксемпе профилактика ĕçне туса пынипе килĕшỹллĕн июнĕн 8-мĕшĕнче районти полици уйрăмĕ, район администрацийĕн опекăпа попечительство пайĕ тата çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен комисси кунта учетра тăракан çул çитмен 20 ачана «Чăваш вăрманĕ» Наци паркне экскурсие илсе кайрĕ.

 Ачасем хаваспах «Упа патĕнче - вăрман ăшĕнче» Экологи сукмакĕ тăрăх хатĕрленĕ вăййа хутшăнса çутçанталăкăн нумай интереслĕ пулăмĕсемпе паллашрĕç, тĕрлĕрен ыйтусем çине хурав тупрĕç. Ĕçсене ăнăçлă вĕçлесе ывăннă, хырăмĕсем выçнă хыççăн ачасем «Çăкалăхри уçланкăна» канма пуçăнчĕç. Кунта вĕсем вĕри апат çирĕç, тутлă чей ĕçрĕç. Ачасене экскурси çав тери килĕшни пичĕсенчи савăк кулăра та палăрчĕ. 

Çакăн евĕрлĕ çутçанталăк ырлăхĕнче савăнса канни ачасен чунĕсенче чи илемлĕ туйăмсем çуратасса шанас килет.

Н. ТЕПИТОВ, Шăмăршă районĕн ОУУП тата ПДН ОП начальникĕ, полици майорĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика