Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Кĕтỹç пушшинчен ан вăтан…"

04 июля 2017 г.

ПУШĂ вăхăт тупăнчĕ те, чăваш халăхне çутта кăларнă И.Я.Яковлевăн пичетленнĕ хăшпĕр ĕçĕсене тепĕр хут уçкаласа лартăм. Çапла миçе хут тытмастăп-ши эпĕ çак кĕнекесене? Çав-çавах аслă вĕрентекенĕмĕрĕн ăслă сăмахĕсенчен тĕлĕнме пăрахаймастăп.

«Çемьере ачана пĕчĕкренех ĕçе юратма хăнăхтармалла,- тенĕ Иван Яковлевич. - Арçын ача чăн-чăн хỹтĕлевçĕ, хĕрача çут тĕнчене илем кỹрекен çын пулса çитĕнтĕр. Вăй çитнĕ ĕç никама та сиен кỹмест, çын ăс-тăнне тата чун пуянлăхне аталантарать çеç. 

Ман пирки: «Вăл кĕтỹç пулнă», - теççĕ. Вара мĕн? Кĕтỹç пушшинчен вăтанмалла мар, юлхавлăхран вăтанмалла. Михаил Ломоносов та пулăç ачи çеç пулнă, анчах ăсĕпе тĕнчене тĕлĕнтернĕ». 

Шел, паянхи хăшпĕр ашшĕ-амăшĕ И.Я.Яковлевăн пĕр кĕнекине те алла тытса курман пуль çав. Вăл ăс парса каланă сăмахсене те пĕлмеççĕ. Ачи вуникке-вунвиççе çитнĕ - алла кĕреçе тытса пахча чавса курман. Вутă çурасси пирки каламастăп та - çуртсене çутçанталăк газĕ ăшăтма тытăннăранпа çак арçын ĕçĕ манăçа тухса пырать. 

Хĕрачасене кĕпе-йĕм çумашкăн вĕрентме те тăрăшмаççĕ амăшĕсем: «пурнăç вăрăм, ĕлкĕрĕ-ха нушаланма». Урай çума, çĕвĕ çĕлеме те хăнăхаймаççĕ хĕрачасем. Ашшĕпе амăшĕ сиссе те юлаймасть _ хĕрупраç ỹссе çитĕнет те качча тухса вĕçтерет. Çамрăк мăшăр пурнăçри пĕчĕк йывăрлăхсене тĕл пулсанах уйрăлса каять. Кам айăплă-ха çакăншăн? Пурте - ашшĕ-амăшĕ те, шкул та, паянхи ăнланма пĕлмелле мар пурнăç та. 

Социологсем çирĕплетнĕ тăрăх, килти хуçалăха тытса пыма хăнăхман çамрăк çемьесен 40 проценчĕ ытла арканать. 

Арçын çемье пуçĕ пулсан, хĕрарăмăн унăн мăйĕ пулмалла. Çемье вăл - пурнăç шкулĕ, хамăрăн ачасем çак шкулта ячĕшĕн çеç ан вĕренччĕр, чăннипех те тарăн пĕлỹ илччĕр тесе тăрăшмалла. 

Ачана вулама-çырма тата шутлама вĕрентни çеç çителĕксĕр, ăна тирпейлĕхе юратма, илемлĕхе савма хăнăхтармалла. 

«Çитĕнекен ăрăва компьютер пăсать, ачасене ĕç хуш- сан та ĕçлесшĕн мар», - çапла каланине илтме пулать хăшпĕр ашшĕ-амăшĕнчен. 

Чăнах та, хальхи ачасене компьютер магнит пек хăй патне туртни паллă. Усăлли те пур, сиенĕ те тем чухлех Интернет «серепинче». Каллех Иван Яковлевич вĕрентсе каланине аса илер-ха: «Ырă çынран ыррине ил, начар çынпа туслашма ан тăрăш. Ялан ăспа çỹресен, ялти ватă ятламĕ».

 Шухăшăма вĕçленĕ май, Шăмăршă районĕн сайтĕнче пичетленĕ кĕске хыпарпа паллаштарас килет сире. Унта полици уйрăмĕ районта «Çул çитмен çамрăк» профилактика операцийĕ ирттересси çинчен пĕлтернĕ. Операци икĕ тапхăрпа - июлĕн 3-13-мĕшĕсенче тата августăн 14-25-мĕшĕсенче - иртет. Рейд бригадисем ял-ял тăрăх çỹресе çамрăксем çĕрлехи вăхăтра ăçта-ăçта пулнине тупса палăртĕç, шанчăклă мар çемьесен пурнăçĕпе интересленĕç.

 

Çул çитмен çамрăксем ăнсăртран тем туса хурасран пурте шикленетпĕр. Кунĕ-кунĕпе урамран урама тĕлсĕр сулланса çỹрекен ачасене те асăрхасах тăрасчĕ. Вĕсем вут-кăварпа ан ашкăнччĕр, ытти хăрушă вăйăсене ан явăçччĕр. Спортпа туслă çитĕнччĕр, аслисене итлесе ỹсчĕр. 

Ив.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика