Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юратнă вăл çĕр-аннене

04 июля 2017 г.

«Алран кайми аки-сухи!

Асран кайми атти-анни!

Аки-сухинчен уйрăлас çук,

Атти-аннине, ай, манас çук», - 

Чăваш Патшалăх Гимнĕнчи çак сăмахсене илтмессерен куç умне районти колхоз-совхоз уй-хирĕнче ырми-канми ĕçленĕ паттăр çынсем тухса тăраççĕ. 35-40 çул каялла вăйпитти те харсăрччĕ-ха вĕсем, гусеницăллă е кустăрмаллă тракторпа суха тăватчĕç. Трактор кабинине юнашар ларса мĕнле ĕçлени çинчен ыйтса пĕлнĕ, хирти апат вăхăтĕнче вĕсемпе пĕрле пăсланса тăракан пăрçа яшкине вĕре-вĕре çинĕ...

Пĕрмай хирте явăнса çỹренĕрен-и, журналистсене трактористсем çывăххăн туятчĕç. Илемлĕ тĕрленчĕксемпе очерксем те хиртех çуралнă, вĕсен геройĕсемпе чуна уçса калаçни пирĕн ăсталăха туптама пулăшнă. 

Астăватăп-ха, хĕрĕх çул каялла эпĕ районта пуринчен малтан «Чăваш АССР тава тивĕçлĕ механизаторĕ» ята илнĕ Николай Фоминпа тĕл пулса калаçнăччĕ. Николай Леонтьевич «Гвардеец» колхозра çеç мар, районта та куккурус çитĕнтерес тĕлĕшпе чапа тухнăччĕ. Силослăх çеç мар, тĕшĕ валли те акса ỹстернĕ çак культурăна. Темиçе сорт сăнаса пăхнă: «осетинская белая зубовидная», «краснодарская», «успех», «славгородская», «безенчукская»... 

- «Осетинская» сорт виçĕ метр ытла çỹллĕш ỹсетчĕ, - хавхаланса калаçнăччĕ звеньевой. - Юланутпа кĕрсен те çын курăнмастчĕ. Антонина Харитоновна Зайцева агроном: «Çак куккуруса пуртăпа касмасăр та пуçтарса кĕртеймĕпĕр ĕнтĕ», - тесе пăшăрханатчĕ. Антонина Харитоновна ертсе пынипех тĕшĕлĕх куккурус - «квадратно-гнездовой» меслетпе - çитĕнтертĕмĕр. Гектартан 70 центнера яхăн тĕшĕ пуçтарса кĕртни Чăваш АССРĕпе те рекордлă тухăç пулчĕ. Колхоз председателĕ Дмитрий Ильич Чеменев район хаçатĕнче çапла çырнăччĕ: «Кукуруза пачĕ усă, тăрантарчĕ фермăна». 

Николай Фомин механизатор «уй-хир пикин» агротехникипе те паллаштарнăччĕ. Чăн малтан, кĕрхи çĕртме сухи туса хăвармалла, çĕре 27-30 сантиметр тарăнăшне сухаламалла. Тăпрана çĕрнĕ тислĕк хыв- малла. Çуркунне çĕре сỹрелемелле, культиваторпа 10-12 сантиметр тарăнăшне çемçетмелле. Пĕр эрнерен каллех сỹрелемелле, татах культиваторпа 6-8 сантиметр тарăнăш çемçетсе тухмалла. 

«Квадратно-гнездовой» меслетпе акнă хирте пĕр «йăвара» икĕ ỹсентăран хăварма тăрăшнă. Кун пек чухне початкăсен йышĕ нумайрах пулать иккен. 

«Чăваш АССР тава тивĕçлĕ механизаторĕ» ята Николай Фомина 1962 çулта панă. Ку вăхăт тĕлне Николай Леонтьевичăн ĕç опычĕ самаях пуçтарăннă пулнă ĕнтĕ: 1947 çулта Шăмăр- шăри МТС çумĕнчи курсран вĕренсе тухнăскер, СХТЗ-НАТИ гусеницăллă тракторпа та, кустăрмаллă МТЗ-2 тракторпа та ĕçленĕ. 

- Пĕлетĕн-и, эпĕ малтан атăçă пулма вĕреннĕччĕ вĕт, - кула-кула аса илетчĕ Николай Леонтьевич. – Вăрçă вăхăтĕнче мана вăйпах Челябинск хулинчи ФЗОна янăччĕ. Атă-пушмак çĕлеме вĕрентсе кăларчĕç. Çук, чĕре ялах, çĕр патнех туртрĕ. Вĕренни вара çăкăр ыйтмасть: ачасен пушмакĕсене саплама-юсама пултаратăп. 

Мăшăрĕпе - Федосия Трофимовнăпа - 55 çул пĕр-пĕрне юратса пурăннă, 6 ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. 

- Хамăн пурнăçра виçĕ çурт лартрăм, - аса илетчĕ Николай Леонтьевич. – Яланах колхозра ĕçленĕ, отпуск мĕнне пĕлмен. Килти хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх усранă. Акă, сывлăх япăхланнипе тракторист ĕçне пăрахрăм та, улăх-çарана шăваракан агрегата ĕçлеттеретĕп. Лаша та усратăп. Мăнуксем те пирĕн çиччĕ - мĕншĕн пуян темелле мар-ха Фоминсен йăхне? 

Çакăн пек хастар та уçă кăмăллă çынччĕ Николай Леонтьевич. Юлашки çулсенче куккурус сумсăра тухнишĕн, колхозсене вăйпах аркатнишĕн хытă пăшăрханатчĕ.

 Районти паллă çĕр ĕçченĕ, чăн малтан «Тава тивĕçлĕ механизатор» ята çĕнсе илнĕ Николай Леонтьевич Фомин 2007 çулта çĕре кĕчĕ. Пурăннă пулсан, кăçалхи август уйăхĕнче 90 çул тултармаллаччĕ. 

«Аки-сухинчен уйрăлас çук,

Атти-аннине, ай, манас çук», - çак сăмахсене тупа тунă пек каларăмăр эпир Николай Леонтьевичăн ывăлĕпе Василий Николаевичпа ашшĕне аса илсе ларнă чух. 

Ив.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика