04 июля 2017 г.
РАЙОН администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов Карапай Шăмăршăри вăтам шкулта иртнĕ сывпуллашу каçне хутшăнчĕ.
Икĕ выпускника «Вĕренỹри чи паллă çитĕнỹсемшĕн» медальпе, пĕр вĕренекене Чăваш Республикин Вĕрентỹпе çамрăксен политики министерствин 1 степень дипломĕпе, темиçе выпускника уйрăм предметсене питĕ лайăх вĕреннĕшĕн Хисеп грамотипе числарĕç. Вĕсемпе шкул тивĕçлипе мухтанать.
Сывпуллашу балĕнче выпускниксем илемлĕ ташă картинче çаврăнчĕç, чуна хумхантарса шкул вальсĕ янăрарĕ...
Унсăр пуçне Шăмăршăри, Палтиелĕнчи тата Пăчăрлă Пашьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулсенче те сывпуллашу каçĕсем иртрĕç.
Л. САБАЕВА.