07 июля 2017 г.
ПИРĔН районти «Колос» ОООн ĕçри çитĕнĕвĕсем чăннипех те савăнтараççĕ. Çак кунсенче кăна-ха Чăваш Республикинчи Ялхуçалăх министерстви «Колос» ОООна республикăри чи лайăх 100 хуçалăх шутне («Агро 100») кĕртнине пĕлтĕмĕр. Пуянкассисем çак списокра - 35-мĕш вырăнта.
Тепĕр савăнăçлă хыпар та пур: Раççей Федерацийĕнчи сахăр туса кăларакансен фончĕ «Колос» ОООна иртнĕ çулхи çитĕнỹсемшĕн 1-мĕш степень Дипломпа наградăланă.
_ Çак пысăк чыс пире тата та тăрăшарах ĕçлеме хавхалантарать, - терĕ пирĕн корреспондента хуçалăх ертỹçи, Чăваш Республикин ялхуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Виталий Захаров.
Саламлатпăр сире, хастар та мал ĕмĕтлĕ ĕçченсем!
Ив.АНАТКАС.