07 июля 2017 г.
«КИЛТИ çăкăр пĕтсен, çын çăкăрĕпе тутă пулаймăн»,- тенĕ ваттисем. Ман шутпа, çак каларăшăн пĕлтерĕшĕ кил, ял, район шайĕнчен чылай çỹлерех тăрать - республика, çĕршыв пĕлтерĕшлĕ калаçу теми темелле пулĕ.
Çак кунсенче кăна-ха Раççей телевиденийĕпе çĕршыври ялхуçалăх министрĕ Александр Ткачев тухса калаçрĕ. Министр çанталăк условийĕсем япăх пулнине кура кăçал малтан палăртнă чухлĕ тухăç пухса кĕртме май çукки çинчен уççăн пĕлтерчĕ.
Çанталăкĕ пире те савăнтармарĕ-ха: малтан çирен куртка хываймарăмăр, халĕ атă тăхăнмасăр хире кĕме çук. Тар тăкса çитĕнтернĕ тухăçа пуçтарса кĕртмелли тапхăр - августпа сентябрь уйăхсем - мĕн кăтартĕ-ши тата? Лайăххине кăна кĕтетпĕр те, анчах урăхла лару-тăру та пулма пултарать вĕт-ха. Хирти тырă кĕлетри маррине манар мар.
Халĕ самани урăхла, иртнĕ ĕмĕрĕн утмăлмĕш-çитмĕлмĕш çỹлĕсенчи пек йĕпе тырра ял клубĕн урайне сарса хурса типĕтеймĕн. Фермера çапла тума никам та ирĕк памĕ. Урăхла май шырама тивĕ. Пурне те çĕмĕрнĕ-аркатнă тапхăрта АВМ-семпе сушилкăсене те тĕп турăмăр. Урăхран тырă акмăпăр терĕмĕр-ши? Е урăх патшалăхсем пире çăкăр çитерессе шантăмăр? «Ют çĕршыв - амаçури»,- тесе ахальтен каламан çав ваттисем. Тĕнче айăн-çийĕн çаврăннă вăхăтра пирĕн хамăр çине кăна шанма тивет.
Тырă типĕтекен агрегатсем питех те кирли çинчен республикăри тĕрлĕ канашлусенче сахал мар калаçаççĕ. Ăçтатăр сушилкăсем туяннă тата вырнаçтарнă, пирĕнни пек пĕчĕк районсем вара яланах хĕвеллĕ те типĕ кĕркунне пулĕ тесе ĕмĕтленеççĕ.
Кĕлетсемпе сарайсене те тырă хума халех хатĕрлеме тытăнмалла. Июль уйăхĕн пĕрремĕш вунăкунлăхĕ вĕçленсе пырать - чылай çĕрте йĕтем çинче нимĕнех те туман-ха. Кунта вара ĕçлемелли сахал мар: тырă тасатакан машинăсене юсамалла, шăтса-çĕмĕрĕлсе пĕтнĕ картише йĕркене кĕртмелле, склад çивиттине сапламалла...
Кĕлетсене дезинфекци тума та манмалла мар. Тырă тĕрлĕ чир-чĕрпе ан сиенлентĕр.
Турпула пуçтарса кĕртекен техникăна юсасси - чи çивĕч ыйту. Ялхуçалăх машинисем, çын пекех, «ватăлаççĕ». Чăтайĕç-ши вĕсем кăçалхи йывăр вырма ĕçĕсенче? Çĕмĕрĕлсе ларсан, саппас пайсем çийĕнчех тупма пултарăпăр-и?
Чуна ыраттараканни - хирте техникăпа ĕçлекен çынсем пенси çулне çитсе пыни е тивĕçлĕ канăва кайни. Комбайнер ĕçне çамрăксене вĕрентесчĕ, вĕсене тивĕçлипе тỹлесен Мускаври стройкăсене кайса нушаланмĕччĕç. Анчах кивĕ техникăпа ĕçлес кăмăллă каччăсем нумай мар çав, кашни каçалăк тухмассерен çĕмĕрĕлекен комбайна юсаса камăн тертленес килтĕр?
Чукал тăрăхне кайсан «АгроТрансПорт» ООО механизаторĕсемпе курса калаçрăм. Пурте - çирĕмри-вăтăрти çамрăксем. Çĕнĕ те хăватлă техникăпа савăнсах ĕçлеççĕ вĕсем, ĕç укçине те аванах илеççĕ. Эпир вĕсен шайне хăçан çитĕпĕр-ши? Тепĕр чух Тутарстан хирĕсенче ĕçлекен комбайнсем çине пăхатăп та, çапла шутлатăп: кỹршĕсем ялхуçалăхĕнчи аталану шайĕпе пиртен миçе çул малта пыраççĕ-ши?
Çĕнĕлле ĕçлекенсен паха опычĕ пире те тăрăшма хистемелле, кивĕ çĕклемпе нумай мала каяймăпăр, ентĕшсем.
Ив.САЛАНДАЕВ.