11 июля 2017 г.
Çемье, юрату тата шанчăклăх пирĕн пурнăçа паха пĕлтерĕшпе пуянлатаççĕ. Çак сăмахсенче çын телейĕн никĕсĕ, пурнăçĕ, çемье çирĕплĕхĕ... Пĕрне-пĕри ăнланса тата пулăшса пырсан кăна çирĕп çемье çавăрма пулать.
Иртнĕ эрнере Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне халалласа республикăра та, пирĕн районта та савăнăçлă мероприятисем иртрĕç. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăра пурăнакансене, мăшăрсене çемье йăлисене çирĕп тытса пынăшăн тата ачасене тивĕçлĕ воспитани парса ỹстернĕшĕн чĕререн тав туса саламланă. Чăваш Республикин Указĕпе килĕшỹллĕн, çемье институтне çирĕплетес тĕлĕшпе тунă пысăк çитĕнỹсемшĕн 130 çемьене «Юратупа шанчăклăхшăн» орденпа наградăланă.
Пирĕн районта та çак уява халалланă мероприятие Кивĕ Шăмăршăри Культура çуртĕнче чаплăн паллă турĕç.
Кивĕ Шăмăршăра пурăнакан Михаил Павловичпа Клавдия Митрофановна Яковлевсем çемье çавăрса пурнăç çулĕпе пĕр сукмакпа утма пуçлани 50 çул та иртнĕ ĕнтĕ. Çемье çирĕплĕхне çак мăшăр вăхăтпа тĕрĕсленĕ. «Çемье çирĕп пултăр тесен пĕр-пĕрне ăнланма тата каçарма пĕлмелле», - теççĕ вĕсем пĕр-пĕрин çине ăшă кулăпа пăхса. Яковлевсем пилĕк ача çуратса ỹстерсе пурнăç çулĕ çине тăратнă. Çемье пуçлăхĕ Михаил Павлович «Ялти хисеплĕ гражданин» ята илме тивĕç пулнă. Кил-çурт таврашне те тирпейлĕ те таса тытса тăраççĕ Яковлевсем, Кивĕ Шăмăршăри чи лайăх кил-çурт та вĕсенех шутланать. Çак кун вĕсене уяв ячĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов саламларĕ, «Юратупа шанчăклăхшăн» медаль çакса чысларĕ.
Палтиелĕнчи Долговсен çемйи те пуриншĕн те тĕслĕх пулса тăракан çемье шутланать. Çак мăшăр çемье çаврăнăранпа 25 çул пулать. Питĕ килĕшỹллĕ сăпайлă мăшăр Николай Геннадьевичпа Татьяна Николаевна 3 ача пăхса ỹстереççĕ. Çак туслă çемьене районта пĕлмен çын та çук пулĕ. Юрра-ташша ăстасене пурте юратаççĕ, хисеплеççĕ. "Кашни çемьере яланах савăнăç, ача кулли, юрату, пĕр-пĕрне сума уни тата килĕшỹллĕх хуçаланччăр", - теççĕ Долговсем йăл! кулса.
Çакăн пек хастар, маттур çемьесем пулсан район чапĕ тата та çỹллĕ шая хăпарĕ, çĕршывăмăр та пуян та тĕреклĕ пулĕ.
Çемье тăçлăхĕпе çирĕплĕхĕ çине юлашки çулсенче патшалăх та пысёк тимлĕх уйăрни куç умĕнчех. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов çемьесене саламланă май çакна хăйĕн сăмахĕнче палăртрĕ. Чăнах та пулăшу курăмлă: федерацин тата республикăн амăш капилалĕсем, пособисем, тỹлевсĕр çĕр лаптăкĕ, çамрăк çемьесене пурăнмалли условисене лайăхлатма пулăшакан программăсем... Йĕркеллĕ те лайăх пурăнас текен çамрăк çемьесем валли çакă пысăк пулăшу. Анчах та пирĕн хушăра эрех ĕçсе çемьесене йĕркесĕр туса яракан çынсем те пур. Куыйту район администрацийĕнче тĕрлĕ шайра иртекен ларусемпе канашлусенче кун йĕркинчен тухмасть, мĕншĕн тесен район администрацийĕ çирĕп çемьесем нумайрах пулччăр, ачасем ырă ỹсчĕр тесе нумай тăрăшать.
Уяв ячĕпе çемьесене чăваш эстрада çăлтăрĕсем Светлана Яковлевапа Александр Васильев илемлĕ юрăсем юрласа саламларĕç.
Н.ИЛЬИНА.