Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçсĕр çын эс ан шыра

11 июля 2017 г.

- Икçĕр килĕллĕ ялта

Ĕçсĕр çын эс ан шыра,-

Терĕ Микулай хăта.

- Ялĕпех халь - утăра!

Çапла , ял çынни паян çанталăкăн ылтăн пек хаклă саманчĕсемпе туллин усă курма тăрăшать. Пĕлĕт пăкки таçта тухса ỹкнĕ те, ăна тем пек шырасан та тупаймастпăр. Çăвать те çăвать çумăр, çĕрулми йăранĕсем хушшине те кĕме çук ĕнтĕ. Чи пăшăрхантараканни - выльăх çими хатĕрлеме йывăрри. 

- Уяртнă самантсемпе усă курса пĕр автомашина лавĕ чухлĕ утă хатĕрлерĕмĕр-ха,- пĕлтерчĕç Кивĕ Чукалти пĕлĕшĕмсем. - Тата çакăн чухлĕ виççĕ кирлĕ - хĕл хырăмĕ ай-вай пысăк-çке! 

Халăхпа калаçатăп та, пĕри те ĕнине сутса яма шутламанни савăнтарчĕ. Ялта ĕнесĕр мĕнле пурăнмалла-ха? Юр-вар çисе ỹсекен ачасем çирĕп сывлăхлă, сĕт-турăх ваттине те кирлĕ. Çемьерен ытлашшине сутса укçа тума пулать. Вăрман хĕрринчи Патирек ялĕнче пурăнакансем, акă, кашни кунах виçĕ тонна ытла сĕт сутаççĕ. Ултă-çичĕ пуç ĕне усракансем те пур.

 - Çанталăк çеç лайăхлантăрччĕ,- теççĕ ял çыннисем. - Çулмалли курăк нумай, хĕл каçма утă çителĕклех хатĕрлĕпĕр. 

Тракторпа та, автомашинăпа та, лашапа та, мотоблокпа та турттараççĕ курăка. Кил умне сарса хурса, тавăра-тавăра типĕтеççĕ те, каçхине сарай маччине хăпартаççĕ. 

Ялта кашни кунах мунча хутаççĕ. Тарлă ĕç хыççăн çăвăнса тасалатăн та, пĕчĕк ача пек тутлăн çывăрса каятăн. Ыран ирех тăрса утă çулма васкамалла. Çумăрĕ çеç ан çутăрччĕ. Тен, пĕлĕт пăккине шыраса тупса хуплама май килĕ? Ял çынни шỹтлеме пăрахман-ха, апла пулсан ырă ĕмĕт-шухăш пурнăçа кĕретех!

Ив.АНАТКАС.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика