11 июля 2017 г.
ЯЛА кермен пек капăр çуртсем илем кỹреççĕ. Пĕринчен тепри чаплăрах лартма тăрăшаççĕ ĕçчен те пултаруллă çынсем. Маттурсене мухтас килет: нушалана-нушалана пулин те савăнмалăх кил-çурт çавăрнă, икшер хутлисем те сахал мар ялсенче.
- Мĕн савăнмалли? - хаш! сывласа калаçрĕ манпа çитмĕл çултан иртнĕ юлташăм. - Пĕтĕм вăй-хала пухса, кивçене кĕре-кĕре çурт лартрăмăр. Пилĕк ачаран пĕри те юлмарĕ вĕт яла. Халĕ карчăкпа иксĕмĕр клуб пек çуртра унталла та кунталла утса çỹретпĕр. Кам валли юлĕ вăл эпир урăх тĕнчене кайсан? Мăнуксем килсе пурăнасси пирки те шанăç сахал. Хальхи çамрăксен хăрах ури - ялта, тепри – хулара...
Çапла, çамрăксене çурт лартса панипе е автомашина парнеленипе атте-анне килĕнче пурăнтараймăн. Акă, кăçал районти шкулсенчен вăтам пĕлỹ илсе тухнă утмăла яхăн каччăпа хĕртен питĕ пысăк пайĕ (92 процент) хулана каясси çинчен пĕлтернĕ. Сакăр проценчĕ - арçын ачасем - малтан салтака кайса килесшĕн, «унтан - куç курĕ» тесе шутлаççĕ иккен.
Вĕренме каякансене хурлама çук-ха: ял валли специалистсем питех те кирлĕ. Шел, çамрăксем хушшинче агроном, ветеринар, инженер, механик, электрик специальноçĕсене суйласа илнисем çукпа пĕрех. Строитель профессийĕ те хисепре мар. Çав вăхăтрах çирĕме яхăн çамрăк юрист пуласшăн. Кирлех-ши пирĕн района çакăн чухлĕ юрист? Ашшĕ-амăшĕ пин-пин тенкĕ укçа тăкакласа вĕрентсе кăларĕ-ха, анчах диплом илсен ĕç тупма пулĕ-ши?
Хĕрсем экономист специальноçне килĕштеререх параççĕ, хальхи вăхăтра Шупашкарти аслă шкулсенче пирĕн районтан 17 хĕр экономиста вĕренни çинчен пĕлтĕмĕр. Вĕсен шăпи мĕнле пуласси те халех шухăшлаттарать. Диплома арчана хума мар, пурнăçра хамăр суйласа илнĕ юратнă профессипе ĕçлеме илесчĕ. Çамрăксене тĕрĕс çул суйласа илме ашшĕ-амăшĕпе учительсен пулăшмалла.
Çак кунсенче кăна-ха район хаçатĕнче Патăрьелĕнчи агропромышленноç техникумĕн пĕлтерĕвĕ пичетленчĕ. Унта кăçал 9 класс пĕтернисене кăнтăрлахи уйрăма вĕренме илесси çинчен хыпарланă. повар-кондитер, автомеханик, тракторист-машинист специальноçĕсене илме май пур. Патшалăх шучĕпе вĕрентсе кăлараççĕ, таçта аякка каймалла та мар.
Çук вĕт, Патăрьел илĕртмест пирĕн район çамрăкĕсене, хуланалла туртăнаççĕ.
Митта Ваçлейĕ сăвăç хăй вăхăтĕнче çапла çырнă:
«Шухă пулнă, шухăшсăр çỹренĕ,
Такăрлатнă Атăл хĕррине.
Кам шутланă, к ам ăна ĕненнĕ
- Чи хакли яш ĕмĕр иккенне!»
Чи хаклă та илемлĕ вăхăта - çамрăклăха - хамăрăн ăс-тăна пуянлатма, тивĕçлĕ професси илме халалласчĕ. «Çамрăк чух вĕренни - чул çинче, ватăлсан вĕренни - шыв çинче», - темен- и-ха ваттисем?
Пурнăç яланах хальхи пек пăрташуллă пулмĕ, район экономикипе социаллă пурнăçĕнче те ырă улшăнусем пулаççех. Ялхуçалăхне аталантарма çамрăк алăсем çав тери кирлĕ. Ытти отрасльсенче те çамрăк- сене кĕтеççĕ. Акă, редакцире те журналист кадрĕсен дефицичĕ хытă палăрать. Кам улăштарĕ пире ыран? Çак шухăш канăç памасть ман чунăма. Тем пек вĕренме ярасчĕ пултаруллă яшсемпе хĕрсене, анчах шкулсенче çамрăк корреспондентсен кружокĕсем ĕçлеменнипе никама суйласа илме те аптăратпăр. Юлашки çулсенче сăвă-калав çыракан ачасем те сахалланчĕç. Шкул сакки çинче ларнă чух çырма хăнăхмасан, университет пĕтернипех чăн-чăн журналист пулаймăн.
ÇАКĂН ПЕК манăн калас тенĕ сăмахăм. «Вĕренни - çутă, вĕренменни - тĕттĕм»,- тенĕ пирĕн асаттесем. Мĕн тери тĕрĕс каланă вĕт-ха: çамрăк чух вĕренсе пĕр-пĕр професси илни пире ĕмĕр тăрăшшĕпех кирлĕ пулĕ, çирĕп ăс-тăн пурнăç çулне çутатса тăрĕ.
Ив.САЛАНДАЕВ.