11 июля 2017 г.
Раççейре çĕнĕ саккун йышăнма сĕннĕ арçынсене арăмĕсене улталасан, е айккине-майккинелле чупсан, штрафлама сĕннĕ. Çак саккун проектне Ленинград облаçĕн Саккун хатĕрлекен пухăвĕн депутачĕ Владимир Петров хатĕрленĕ. Кун пирки Ura.Ru портал хыпарланă. Владимир Петров çак саккуна Патшалăх думинче çемьере намăс сăмахсемпе усă курнишĕн штрафлама сĕннĕ хыççăн хатĕрленĕ. Парламентари шухăшĕпе вара халăха намăс сăмахпа усă курма чарма юрамасть. Апла йышăнсан ĕç тухăçлăхĕ те чарăнĕ, промышленность та ĕçлеймĕ.
Владимир Петров шухăшĕпе арçын арăмне улталанине миравай судьясем пăхса тухма тивĕç. Айăккинелле чупнине пĕлсен айăпа кĕнĕ арçынна е штрафлама, е килтен тухмалла мар йышăнмалла имĕш.
Владимир Петров пĕлтернĕ тăрăх çакăн пек саккунсем йышăнсан арçынсем арăмĕсене улталама та пăрахĕç, вĕсен çăварĕсенчен намăс сăмахсем те тухмĕç.