11 июля 2017 г.
Тунтик ун район администрацийĕнче ВИЧ сарăласран асăрханас тĕлĕшпе ĕçлекен районти комисси ларăвĕ иртнĕ, ун ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов, район прокурорĕ Сергей Егоров, Шăмăршă больницин тĕп врачĕ Ирина Смирнова, ял тăрăхĕсемпе учрежденисен ертỹçисем хутшăннă.
Ирина Смирнова ВИЧ енĕпе районти лару-тăрупа паллаштарнă. 2016 çул вĕçĕнче ВИЧ инфекцине çаклатнă 22 çын учетра тăнă. Шута илнисенчен иккĕшĕ район тулашне куçса кайнă, тăваттăшĕ вилнĕ. 2016 çулта ВИЧ инфекциллĕ 4 пациент (3 хĕрарăмпа 1 арçын), 2017 çулта 1 пациент тупса палăртнă.
Ларура ВИЧ инфекцийĕ сарăласран çав тери тимлĕ пулмаллине, уйрăмах çамрăксем хушшинче профилактика ĕçне лайăхрах туса пымаллине палăртса хăварнă.