11 июля 2017 г.
ВИÇПỸРТ ШĂМĂРШĂРА çуралса ỹснĕ Тихон Муравьев граждан вăрçинче хĕрлĕармеец пулнă, пĕр çапăçура йывăр аманнă хыççăн госпитальте выртса сипленнĕ. Кунта вăл хитре те ырă кăмăллă, ялан кулса çеç тăракан санитаркăпа - Анна Герман полячкăпа - çывăх паллашать. Чăваш каччипе Польша пикин чĕрисенче хĕрỹ юрату вучĕ йăлкăшма пуçлать. 1921 çулта Тихон Савельевич хитре арăмпа тăван ялне таврăнать.
Польша хĕрĕ пулнине пăхмасăр, Муравьевсем ăна кăмăллăн йышăнаççĕ, чăвашла «Анюк кин» теме пуçлаççĕ. Алĕç тума та, апат-çимĕç хатĕрлеме те ăста пулнă Анюк, госпитальте ĕçленĕрен медицинăра та ăнланнă. Пĕр çулталăкран Анна Герман чăвашла лайăх калаçма вĕренет, туй-çĕнĕ хăта вăхăтĕнче чăваш юррисене те шăрантарать.
Тихонпа Анюкăн хĕр çуралать, ăна Санюк ят параççĕ. Шел, хĕрĕ вунă çула çитсен Анна Герман йывăр чирлесе çĕре кĕрет. Тихон Савельевич Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçне хурать.
Муравьевсен хĕрĕ - Александра Тихоновна - Шăмăршăра вăтам пĕлỹ илнĕ хыççăн Шупашкарти медицина училищине кайса кĕнĕ. Пулăшакан çуккипе вĕренмешкĕн пăрахма тивнĕ. Тĕне кĕмен чăвашсем пурăнакан Чăвашкасси йĕкĕчĕпе (çак ял Ульяновск облаçĕн Чăнлă районне кĕрет) паллашать те, часах çамрăксем туй туса пĕрлешеççĕ.
Миша Афанасьев (Санюкăн савнă тусне çапла чĕннĕ) Шупашкарти музыка училищинче вĕреннĕ, сĕрме купăс лайăх каласа студентсем хушшинче палăрнă. Унпа пĕр парта хушшинче ларнă Герман Лебедев кайран чăвашсен паллă композиторĕ пулса тăнă.
Миша Афанасьева вара композитор е музыкант пулма пỹрмен - Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан виççĕмĕш кунхинчех ăна фронта илнĕ. Çартан вăл 1946 çулта çеç таврăннă. Çемьеллĕ арçын урăхран Шупашкара вĕренме каяйман.
1955 çулта Михаил Ивановичпа Александра Тихоновна тата вĕсен хĕрĕсем Розăпа Зоя Чăвашкасси клубĕнче чаплă концерт йĕркеленĕ, Михаил Афанасьев сĕрме купăс каласа çынсен куçĕсене шывлантарнă. Александра Тихоновна амăшĕнчен вĕренсе юлнă поляк юррине - пĕрремĕш юрату çинчен хывнине - çав тери илемлĕ шăрантарнă.
ÇАК историе эпĕ Чăвашкасси ялне хăнана кайсан Афанасьевсенчен илтрĕм. Вĕсем тĕнчипех чапа тухнă Анна Герман юрăç хăйсен кукамăшĕн - Виçпỹрт Шăмăршă кинĕн Анна Германăн тăванĕ тесе шутлаççĕ. Тĕрĕс-ши çакă, çирĕплетсе калама çук.
Ив.САЛАНДАЕВ.