Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » И мĕн пуян, тăван, çынлăх пуян

14 июля 2017 г.

ТАХÇАН-ТАХÇАН, иртнĕ ĕмĕрĕн çитмĕлмĕш çулĕ-сенче, пирĕн хаçат редакцийĕнче Чăваш халăх писателĕ Илпек Микулайĕ хăнара пулнăччĕ. Эпир унран «Хура çăкăр» роман идейи мĕнле чăмăртанни çинчен ыйтнăччĕ.

«Манăн патриархаллă чăваш ялне «капитализм кулавкки» мĕнле майпа пăнтăхтарса янине, ăна аркатса пынине çырса кăтартас килчĕ»,- терĕ вăл ун чухне. 

Илпек Константин Ивановăн «Нарспи» поэминчи çак йĕркесе илсе кăтартрĕ: «Укçапала эрехех çынна ăсран кăларать».

Унтанпа самани те улшăнчĕ, çĕнĕрен çĕнĕ ăрусем ỹссе çитĕнчĕç. Халĕ - хĕрĕх çул ытла вăхăт иртсен - Илпек мĕн тери тĕрĕс каланине ăнланса илтĕм. «Нарспи» поэмăпа «Хура çăкăр» романăн тĕп тĕшши «Çакă çутă тĕнчере вайли çак та этемрен...» тенинче мар, «Укçапала эрехех çынна ăсран кăларать» тенинче иккен. 

Эпĕ пуян пурнăçа нихăш енчен те хирĕç мар-ха. Анчах та çын тени чи малтан ăс-хакăлтан пуян пулмалла тесе шутлатăп. Мулĕ вара хăех ун патне туртăнма пуçлать. Укçа-тенкĕ ăс-тăнран малта тăма тытăнсан нихăçан та ырри пулмасть. 

Ман шутпа, çынлăхпа ырă кăмăллăха тата чунлăха пĕтерекенни - укçапа эрех хуçаланакан тĕнче. Эпĕ - таçти çĕршывран килнĕ çын мар, хамăр халăх ачи, ял çынни. Шухăшласа пăхар-ха: укçа патша пулса тăмарĕ-и халĕ? Унсăрăн пурнăçра нимĕн те тăвăнмасть, укçа тỹлемесен сана тăвану та пулăшасшăн мар. Тăван кăна-и? Хăв çуратса ỹстернĕ ачу-пăчу та укçа «чирĕпе» чирлеме пуçлани вăрттăнлăх мар. 

Ĕлĕкрех, вăтăр-хĕрĕх çул каялла, пĕрре те апла марччĕ вĕт-ха. Çынсем ырăрахччĕ, сăпайлăрахччĕ, чунлăрахччĕ. Енчен те çурт-йĕр çавăрма шухăш тытсан çур ял ытла нимене пыратчĕ. Пулăшнăшăн никам та укçа ыйтман, укçа сĕнсен сана çиленнĕ те. 

Хĕллехи вăхăтра автомашинăпа инçе çула тухсан, ăнсăртран техника çĕмĕрĕлсе ларсан е бензин пĕтсен, хирĕç килекен автомашина водителĕ сана пĕр сăмахсăрах пулăшнă. Тỹрех юсама май килмесен буксирпа сĕтерсе пĕр-пĕр хулана е яла илсе çитернĕ, термосри вĕри чейпе хăналанă... 

Халĕ вара? Иртнинче Пăчăрлă Пашьел çынни Самар хулине кайсан мĕнле нуша курни çинчен чунне ыраттарса каласа пачĕ.

- Бензин пĕтсе ларчĕ те, пĕр çамрăк водительтен заправкăна çитсе ỹкмешкĕн пилĕк литр ыйтрăм,- терĕ вăл. - Тархасласан-тархасласан бензин пачĕ-ха, анчах пилĕк литршăн пин тенкĕ укçа ыйтрĕ. 

Ним те тăваймăн, çул çинче шăнса вилес килмесĕр пин тенкĕ кăларса памах тиврĕ.

Тата тепĕр истори пирки те каласа хăварас килет. Шупашкартан Шăмăрша килекен автобусра пĕр хĕрарăм чĕре ыратнипе аптăраса ỹкнĕ. Водитель автобуса чарсах пассажирсенчен: «Нитроглицерин çук-и камăн та пулин?»- тесе ыйтнă. Пĕр чипер майран çак эмел пур иккен, «укçа тỹлемесен памастăп», - тесе шалт та палт хирĕçленĕ. Укçа пуçтарса панă-ха ăна, анчах çынсем умĕнче пĕрре те намăсланмарĕ-ши çак майра? 

Мĕн ĕлĕкрен ял çынни кил хуçалăхĕнчи унти-кунти ĕçе йышпа тунă. Пỹрт çивиттине витмелле-и, мунча пури пурамалла-и, нỹхреп чавмалла-и - тăвансем хапăлах пынă пулăшма. Çак ырă йăла мĕншĕн манăçа тухрĕ-ши? Каллех укçа «чирĕ» айăплă мар-и? Пыра - киле, укçа тỹлемесен, такăнса ỹкнĕ ватă карчăка та çĕклесе тăратмĕç, çын йывăр аптăрани çинчен васкавлă пулăшу уйрăмне те шăнкăравлама ỹркенĕç. 

Çакăн патне çитес марччĕ, тăванăмăрсем. Ырă ĕçе ахалех, уншăн пĕр пус укçа илмесĕрех тума тăрăшасчĕ. Ĕлĕкрех çапла туслă пурăнатчĕ те ял халăхĕ. «Пур - пĕрле, çук - çурмалла»,- тенĕ пирĕн асаттесем. Çын нушана лексен яланах пулăшнă. 

Укçа-и? Укçа вăл хут татки кăна. Пурнăçран уйрăлса кайнă чух ылтăн-кĕмĕле никам та хăйпе пĕрле леш тĕнчене илеймест. Çынна ырă туни, ĕçпе те, ăшă сăмахпа та хавхалану кỹни – пулăшаканшăн сăвап та чыс. 

Аслă ăру çыннисен - пурнăçра нуша курнисен - çамрăксене çынлăхпа чунлăха упрама вĕрентмелле. Телей - укçара мар, телей - ял-йыш сана хисепленинче, эсĕ кама та пулин пулăшни çынна савăнăç кỹ- нинче. Ваттисем: «Ырă çын пурлăхпа мар, ăс-тăнпа хисеплĕ», - тесе каланине яланах асра тытар. 

Ив. САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика