Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ылтăн пучаха чуптурĕ те, куççульне шăлчĕ…

14 июля 2017 г.

РАЙОНТИ ялхуçалăх производствинче чун-чĕререн тăрăшса ĕçленĕ çынсене манма юрамасть. Чылайăшĕ пирĕн хушшăмăрта çук пулин те ырă ячĕсене аса илсех тăмалла. 

Акă, 1954-1973 çулсенче Патирекри «Искра» колхоза Зейдулла Сейфутдинов пултаруллă ертсе пынă. Профессийĕпе вăл учитель пулнă, Патăрьел районĕнчи Тутар Сăкăт шкулĕнче ĕçлекенскере тăван ял-йыш пĕр саслă пулса колхоз председателĕ пулма суйланă. Патирексем хуçалăх «тилхепине» фронтовика шанса парса пĕрре те йăнăшман: Зейдулла Зарифзянович ĕçленĕ çулсенче «Искра» колхоз районта çеç мар, республикăра та малта пынă. 

Хуçалăхра дисциплина çирĕп пулнă, çавăнпах ĕç те ăнăçнă. Унччен аран-аран «сывланă» колхоз кĕске хушăрах миллионерсен шутне кĕнĕ. Патирексем уйрăмах кантăр çитентерсе чапа тухнă. 

Зейдулла Сейфутдинова район çыннисем Чăваш АССР Верховнăй Советне депутата суйланă. Колхоз производствинчи пысăк çитĕнỹсемшĕн ăна çĕр-шывăн чи пысăк наградипе - виçĕ хутчен Ленин орденĕпе (1966ç., 1971ç., 1973ç.) наградăланă. 

Зейдулла Зарифзянович 1975 çулта çĕре кĕнĕ, ăна пысăк чыспа Патирек масарне пытарнă. Виçĕ хут Ленин орденĕн кавалерне ĕмĕр асăнса пурăнас тесе Патирекри пĕр урама Сейфутдинов ятне панă. 

Иртнĕ ĕмĕрĕн утмăлмĕш-çитмĕлмĕш çỹлĕсенче Чукал тăрăхĕнчи «Волга» колхоз ячĕ те кĕрлесе çеç тăнă. Уйрăмах выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи çитĕнỹсем савăнтарнă. Хуçалăха Александр Николаевич Вершинин ертсе пынă чух çĕнĕ витесемпе ытти объектсем нумай тунă, колхозниксене ĕçшĕн лайăх тỹленĕ. Колхоз ĕçĕн ветеранĕсем Александр Вершинина чи ырă сăмахсемпе кăна аса илеççĕ. 

Тăван çĕршыв Александр Николаевича Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав (1966ç.) «Хисеп Палли» (1971ç.) тата Октябрьти Революци (1973ç.) орденсемпе тата медальсемпе наградăланă.

Александр Вершинин йывăр чирлесе вырнă хыççăн 1993 çулхи мартăн 12-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.

Районта ĕçри çитĕнỹсемшĕн орден илме тивĕçнĕ агрономсем нумай мар. Чи хисеплисенчен пĕри - 1938 çулта Виçпỹрт Шăмăршă ялĕнче çуралнă Валериян Егоров. Вăрнарти совхоз-техникумра агроном специальноçне илнĕскер, ĕмĕрĕ тăрăшшĕпех «Правда» тата «Победа» колхозсен уй-хирĕнче ĕçленĕ. 

Валериян Владимирович çĕрĕç культурине çĕклессишĕн, çĕнĕ сортсене анлă çул парассишĕн нумай тăрăшатчĕ. Вăл ĕçленĕ çулсенче Виçпỹрт Шăмăршă çĕрĕ яланах пысăк тухăçпа савăнтарнă. Тислĕк тăкса тăпра пулăхне ỹстернĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ Валериян Егорова «Хисеп Палли» орденпа (1973ç.) тата медальсемпе чысланă. Валериян Владимирович тивĕçлĕ канăва тухсан нумай пурăнаймарĕ, утмăл пиллĕкрех пиртен уйрăлса кайрĕ. Вилес умĕн çур çул маларах район хаçачĕн журналисчĕсемпе пĕрле уй-хир курса çỹрерĕ, ылтăн тырă пучахне аллине тытса чуптуса илчĕ. Валериян Владимировичăн куçĕнчи çутă куççуль тумламĕ халĕ те асрах тăрать... 

Районти чи паллă ялхуçалăх ĕçченĕсем çинчен çырнă май, Анат Чаткасри «Восход» колхозра мĕн ватăличченех дояркăра ĕçленĕ Полина Казначеевана та манса хăварас килмест. Полина Дмитриевнăна 1979 çулта «Чăваш АССР тава тивĕçлĕ ялхуçалăх ĕçченĕ» хисеплĕ ят пачĕç. Ĕçре малта пынăшăн Тăван çĕршыв ăна Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе (1975ç.) тата 2 степень Ĕç Мухтавĕн орденĕпе (1978ç.) наградăларĕ. Полина Дмитриевна йывăр чирлесе выртнă хыççăн 2010 çулхи чечеклĕ май уйăхĕнче пурнăçран уйрăлса кайрĕ. 

Ив.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика