18 июля 2017 г.
КАРАПАЙ ШĂМĂРШĂРИ Владимир Алексеев фермер çамрăк-ха. Апла пулин те лайăхпа палăрма ĕлкерчĕ: фермер хуçалăхĕ тырпул тухăçĕпе те, выльăх-чĕрлĕхрен продукци илессипе те районта малтисен шутĕнче.
Володьăпа эпĕ Дон-1500 комбайна юсанă вăхăтра тĕл пулса калаçрăм.
- Хĕвелпе пĕрле тăратăп та, кун тĕттĕмленмесĕр те киле кĕрейместĕн,- терĕ фермер. - Кунĕсем ылтăн пек хаклă-çке! Телее, 10 гектар çинчи нумай çул ỹсекен курăксемпе 4 гектар çинчи пĕр çул ỹсекен курăксене çумăр айĕнче вырттармарăмăр.
- Утă нумай хатĕрлерĕр-и вара?
- 500-шер килограмлă рулонсем - 30. Люцернăна иккĕмĕш хут çулсан утă саппасĕ нумайланĕ-ха.
- Выльăх-чĕрлĕх йышлă усратăр-и?
- Сăвакан ĕнесем - 7, пушмак пăрусем - 2 тата 5 вăкăр тытатпăр.
- Техникăпа хăвах ĕçлетĕн пуль?
- МТЗ-82 тракторпа хам ĕçлетĕп, ГАЗ-53 автомашинăпа атте утă турттарса тăчĕ.
- Вырма ĕçĕсем те çывăхараççĕ. Пухса кĕртмелли нумай-и?
- Кĕр тыррисем - 40, çурхи пĕрчĕллĕ культурăсем - 120 гектар йышăнаççĕ. Пучахсем шултра, тухăç аван пуласса кĕтетпĕр. Çанталăк ан чăрмантартăрччĕ кăна.
- Дон - 1500 комбайн «капитанĕ» те хăвах ĕнтĕ.
- Çапла. Хама пулăшма Виктор Нямаева чĕнтĕм. Иккĕн ĕçлеме лайăхрах.
- Кĕр тыррисем акма та вăхăт çитсе пырать. Çĕр хатĕрлеме тытăннă-и-ха?
- Кĕр тыррисене 50 гектар акма шутлатпăр. Хальлĕхе 20 гектар ытла çĕр хатĕр.
Техника валли çунтармалли-сĕрмелли материалсем çитеççĕ. Кĕр акине минерал удобренийĕпе усă курса ирттересшĕн.
- Ăнăçу пултăр, Володя! Вырма кунĕсенче уяр çанталăк тăтăр, йĕтеме типĕ тырă çеç кĕтĕр.
- Çапла пултăрччĕ!
Ив. САЛАНДАЕВ калаçнă.