18 июля 2017 г.
ÇЫН çуралсан тăватă ураллă, çитĕнсен икĕ ураллă, ватăлсан вара виçĕ ураллă тенĕ халăхăмăр. Ватăлсан, алла патак тытсан, чăнах та, виçĕ ураллă пулатпăр. Çын аллинчи патак вăл, çумри юлташ пекех, ялан пĕрле. Патак тĕрев парать çеç мар, йыт-качкаран хỹтĕленме те пулăшать. Сахал-им халь вĕсем, ирĕкре чупса çỹрекен Хураçкасемпе Шариксем? Ним мар туласа тăкма та, алăри апат-çимĕç хутаçне туртса çурма та пултараççĕ?
Кашни кунах куратăп Шăмăршă урамĕсенче алăри патаклă карчăксемпе стариксене. Больницăна, аптекăна е ытти тĕрлĕ кантура васкаççĕ вĕсем. Нумайăшне палласа илсе сывлăх сунатăп. Вара, вĕсем тахçан çамрăк пулман-и? Колхозра е пĕр-пĕр предприятире вăй хунă, район экономикине аталантарассишĕн тăрăшнă. Хальхи хăшпĕр çамрăксем пек: «Кун ирттĕр те пысăк укçа тỹлеччĕр»,- темен. Чунтан ĕçленĕ.
Ватлăх савăнăç мар, унтан ыратать, кунтан... Тепĕр чух кăмăл пусăрăнать те, пуçа йывăр шухăшсем явса илеççĕ: «Ватăлтăм çав, ватăлтăм, ыттисемшĕн ытлашши çын мар-ши эпĕ?». Çакăн пек пăшăрха- нуллă шухăшсенчен хăтăлас тесех килте ларасшăн мар ватăсем. Район центрĕнчи çĕнĕлĕхсене курса çỹресе савăнаççĕ, çĕнĕ лавккасене кĕрсе тухаççĕ, çав вăхăтрах унччен палланă çынсене тĕл пулсан кăмăл туличченех сăмахлаççĕ.
Эй, çамрăксем! Лавкка черетĕнче ватă çынсем тăраççĕ пулсан вĕсене ырă сунса мала ирттерĕр, аптекăра вĕсен ыйтăвне чăн малтан тивĕçтерччĕр, больницăра та кирлĕ тухтăр пĕр чăрмавсăрах йышăнтăр. Ыратакан урапа вунă минут черетре тăрасси те асап, пуç çаврăнсан, чĕре чиксе ыратсан вăй-хал та юлмасть.
Патшалăх тỹре-шарин (чиновникĕсен), уйрăм çын тытса тăракан кантурсенче ĕçлекенсен те ватă çын килнине курсан тарса пытанмалла мар. Чăнах та, карчăксемпе стариксене вăл е ку ыйтăва ăнлантарса пама йывăртарах пуль, тен, хăшĕ-пĕрин хăлхи те мăкарах, апла пулин те ватă çынна кỹрентерес марччĕ. Ăшшăн калаçса, килнĕ çынна ăнланма тăрăшса ĕçлесчĕ.
Шел, тепĕр чух чуна пăшăрхантаракан тĕслĕхсем те тĕл пулаççĕ-ха. Акă, иртнĕ кунсенче редакцие ахлата-ахлата ватă карчăк кĕчĕ. Космовский урамĕнчи шăтăк-путăклă тротуарпа утнă чухне такăнса урине хытă ыраттарнă иккен.
«Хĕлле пăр çине шуса ỹксе чутах ал-урана хуçаттăмччĕ, çулла, акă, шыв кỹлленчĕкĕнчен пăрăнса мăшкăл куртăм. Хăçан юсама шутлаççĕ-ши Шăмăршăри тротуарсене? - пăшăрханса калаçрĕ ĕç ветеранĕ.
Çул юсасси, паллах, укçа-тенкĕпе çыхăннă. Массăллă информаци хатĕрĕсем Шупашкарта çĕр-çĕр метр çул сарни, тротуарсем туни çинчен хыпарласах тăраççĕ. Мĕншĕн бюджет укçине Шупашкара çĕнетсе илемлетме кăна тăкакламалла-ха? Шăмăршăра Раççей çыннисемех пурăнмаççĕ-и вара, е инçетри района чăн юлашкинчен кăна пулăшас йĕрке республикăра çирĕп йăлана кĕчĕ-ши?
Район центрĕнче ĕçмелли таса шыв ыйтăвне татса парассишĕн те тăрăшакан çук. Гигиена нормативĕсемпе шыври тимĕр хисепĕ 0,3 мг\дм ытла пулмалла мар пулсан, пирĕн шывра тимĕр виçи 2,1м\дм шутла- нать. Тен, хăшĕ-пĕри шывра тимĕр хисепĕ виçерен пысăк пулни инфарктпа инсульт пулас хăрушлăха темиçе хут ỹстерни çинчен пĕлмест те пулĕ. Пỹрепе пĕвер чирĕсем те çак шыва ĕçнипех пуçланаççĕ. Тухтăрсем çирĕплетнĕ тăрăх, тимĕр хисепĕ ытлашши пысăк шывпа тăтăш усă курни онкологи чирĕсемпе чирлесси патне те илсе çитерме пултарать. Çавăнпа та пирĕн шыва фильтр - обезжелезиватель витĕр кăлармасăр тата вĕретмесĕр ĕçме те юрамасть.
Шел, çак çивĕч ыйтусене çамрăксем мар, аслă ăру çыннисем çĕклеççĕ, вĕсем çамрăксен сывлăхĕшĕн пăшăрханаççĕ. «Миллиардшар тенкĕ тăкакласа тунă шыв управĕ хăçан хута каясси те паллă мар, пуçлăхсем шантарнă «шăнкăр-шăнкăр тăрă шыв» ялсене çитиччен пирĕн мĕн ĕçсе пурăнмалла-ха?» - теççĕ вĕсем. Лавккара пилĕкшер литр кĕрекен савăтпа сутакан ĕçмелли шыва пенси укçипе нумай туянаймăн.
Халăха ĕçмелли таса шывпа тивĕçтерес ыйтăва район хăй тĕллĕн татса параймасть, укçа-тенкĕ сахал мар кирлĕ пулать. Çынсем республикăран пулăшу ыйтаççĕ, тархаслаççĕ. Тен, çак çивĕч проблемăна экологи çулталăкĕнче вырăнтан тапратма май килĕ?
Тăрă шыв ĕçсен, таса сывлăша сывласан, усăллă апат çисен ваттисем ытларах пурăнĕччĕç, çамрăксем вара сахалрах чирлĕччĕç. Çапла мар-и-ха, тăванăмăрсем?
Ив. САЛАНДАЕВ.