18 июля 2017 г.
«... Я так говорю, я желаю вам счастья,
Любовь - я не знаю обгатства ценней.
Любовь - это песня, и разве мы властны
Хоть слово единое вычеркнуть в ней»
Çак илемлĕ йĕркесене тутарсен паллă поэчĕ Заки Нури (Заки Шарафутдинович Нурутдинов) çырнă. Пултаруллă лирик, сатирик тата нумай юрă авторĕ Тутарстанри Çĕпрел районне кĕрекен Тутар Тĕкки ялĕнче çуралса ỹснĕ.
Заки Нури пирĕншĕн тăван пекех çывăх - вăл Шăмăршă вăрманĕнче кăмпа-çырла пуçтарса, шăпчăксен юррине итлесе çитĕннĕ, Шăмăршă шкулĕнче çунат илсе пурнăçăн анлă çулĕ çине тухнă. Тĕкĕри мĕнпур тутар ачисем пекех, чăвашла лайăх калаçнă.
«Эпĕ - Тутар Тĕккинчен, Шăмăршă тăрăхĕнчен»,- çапла каласа паллашнă Заки Нури чăваш сăвăçисемпе республикăна хăнана килсен е хăй пирĕн çыравçăсене Хусанта тĕл пулсан.
Лубянкăри вăрман техникумне вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Заки Шăмăршăри вăрман хуçалăхне ĕçе вырнаçать. Анчах объездчикра нумай ĕçлеме тивмест - Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланать. Заки Нури 1941-1945 çулсенче Белоруссири партизансен отрядĕнче разведка начальникĕ пулать. Çапăçури паттăрлăхшăн пирĕн ентеше I степень Отечествăлла вăрçă орденĕпе тата медальсемпе наградăланă.
Сăвă çырма Заки Нури техникумра вĕреннĕ чухнех пуçланă, малтанхи сăввисем «Яш ленинчы» («Çамрăк ленинец») хаçатра пичетленнĕ.
Вăрçă кĕрленĕ çулсенче те Заки блокнотпа кăранташне хăйпе пĕрле илсе çỹренĕ. Фронт линийĕ урлă Хусана сăвă çырса тултарнă темиçе блокнот ярса пама май тупать. Çак сборник 1945 çулта вулакансем патне çитет. Хăйĕн сăввисенче çамрăк поэт совет халăхĕн вăрçă çулĕсенчи паттăрлăхне мухтанă.
Вăрçăран таврăнсан Заки Нурин «Путь славы», «Наш зеленый друг», «Мы живем на Волге», «Откровенный разговор», «Стихи и песни» сăвă кĕнекисем, партизансем çинчен çырнă «И мертвые мстили» калавсен кĕнеки тата ытти хайлавĕсем çутă кураççĕ.
Литературăра хĕрĕх çула яхăн ĕçлесе 40 кĕнеке пичетлесе кăларнă поэт. Унăн чи лайăх произведенийĕсене çĕршыври ытти халăхсен чĕлхисене куçарса вулакансене савăнтарнă. Пилĕк кĕнеки Мускаври «Молодая гвардия» тата «Современник» издательствăсенче пичетленнĕ.
Заки Нури Тутар писателĕсен союзĕн правленийĕн председателĕнче, «Казан утлары» («Хусан çутисем») журнал редакторĕнче нумай çул хушши вăй хунă. Ăна ТАССР Верховнăй Совет депутатне суйланă.
Заки Нури хăй пултаруллă куçаруçă пулнине те çирĕплетсе панă: А.Некрасов, В.Маяковский сăввисене, А.Твардовский, П.Хусанкай, А.Алка поэмисене тутар чĕлхине куçарса пичетленĕ.
Литература ĕçĕнчи çитĕнỹсемшĕн Заки Нурие Тăван çĕршыв «Хисеп Палли» тата «Халăхсен туслăхĕ» орденсемпе, медальсемпе наградăланă. Заки Нури - РСФСР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Тутар халăх поэчĕ, Белоруссири Орш хулин хисеплĕ гражданинĕ - 1994 çулта Хусанта вилнĕ.
Поэт çуралса ỹснĕ Ирçе Тĕкки ялĕнчи пĕр урама Заки Нури ятне панă.
Ив. АНАТКАС.