21 июля 2017 г.
«ЖИЛКОМСЕРВИС» Управляющи компанийĕ» ООО нумай хваттерлĕ 50 çурта, 1288 çын пурăнакан 750 хваттере пăхса-юсаса тăрать. Мĕн ĕçлет-ха çу кунĕсенче çак компани, «укçа çук» тесе хаклă вăхăта ахаль ирттермеççĕ-и?Пирĕн корреспондент «Жилкомсервис» УК» ОООн директорĕпе Алмаз Садретдиновпа тĕл пулсан чăн малтан çак ыйтăва панă.
- Эпир çăва тухсанах çитес хĕл çинчен шутлама тытăнтăмăр, - тенĕ Алмаз Садретдинов. - Хальхи вăхăтра çуртсене хутса ăшăтмалли сезона хĕрсех хатĕрленетпĕр.
- Алмаз Агзамович! Хĕле хатĕрленес ĕç мĕнле пынине тĕслĕхсемпе çирĕплетсе параймăр-ши?
- Тархасшăн. Акă, Шăмăршăри Космовский урамĕнчи нумай хваттерлĕ 8-мĕш çурт валли çĕнĕрен 16 тĕтĕм çулĕ (дымоход) турăмăр. Сентябрĕн 15-мĕшĕччен нумай хваттерлĕ çуртсенчи тĕтĕм çулĕсемпе вентиляци каналĕсене пурне те тĕрĕслесе тухатпăр. Çывăх кунсенче Космовский урамĕнчи нумай хваттерлĕ 7-мĕш, 9-мĕш, 10-мĕш çуртсене, Ленин урамĕнчи 55-мĕш çурта газпа уйрăмшарăн хутса ăшăтасси çине куçарма пуçлатпăр. Котельнăйсене тытса тăма тăкаклă пулнине кура, 2018 çулта нумай хваттерлĕ тата 5 çурта та харпăр-хăй хутасси çине куçарма палăртрăмăр. Çапла вара, район центрĕнчи кашни çуртрах хĕл кунĕсенче кирлĕ чухне ăшă пулĕ.
Кыш бабай (тутарла Хĕл Мучие çапла калаççĕ) кĕтмен çĕртен килсе çитмĕ, эпир хĕле пур енчен те хатĕр пулăпăр.
- Кăçалхи июль уйăхĕнче коммуналлă çăмăллăхсемпе усă курнăшăн тỹлемелли тарифсем ỹсрĕç. Çĕнĕ хаксем пирки халăха тепĕр хут аса илтерни те пăсмĕччĕ...
- 1 кубла метр шывшăн 16 тенкĕ те 59 пус, 1 кубла метр канализацишĕн 37 тенкĕ те 96 пус тỹлемелле. Центрти котельнăйран ăшă илсе тăракан çуртсенче пурăнакансен тĕрлĕрен тỹлеме тивет. Енчен те çурта 1999 çулччен туса лартнă пулсан пĕр тăваткал метршăн 80 тенкĕ те 14 пус, 1999 çул хыççăн тунă çуртра пурăнакансен пĕр тăваткăл метршăн 27 тенкĕ те 76 пус тỹлемелле.
Управляющи компани граждансене коммуналлă çăмăллăхсемшĕн вăхăтра тỹлесе пыма чĕнсе калать. Сирĕн укçăр хăвăр пурăнакан çурта лайăхлатма тăкакланĕ.
Хĕл çывхарнă май, çурт подъезчĕсене юсама, чỹречесемпе алăксене çĕнетме те укçа-тенкĕ чылай кирлĕ.
- Нумай хваттерлĕ çуртсен территорийĕсене тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе мĕн те пулин тăватăр-и?
- Космовский урамĕнчи 19-мĕш, 27-мĕш, 30-мĕш çуртсен кар- тишĕсене асфальт сарса тикĕслес ĕçсем пыраççĕ.
Шăмăршă ял тăрăхĕн администрацийĕ, район администрацийĕ пулăшнипе, ача-пăча площадкин 4 комплектне туянчĕ. Виççĕшне Космовский, Ленин, «Октябрь 50 çулта» урамсенчи нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсенче вырнаçтартăмăр. Çак площадкăсене хута яма ачасен ашшĕ-амăшĕ те пысăк пулăшу панине палăртас килет. Малашне Шăмăршăри нумай хваттерлĕ кашни çурт картишĕ нчех илемлĕ площадкăсем пулĕç.
Тăван район хăйĕн юбилейне хатĕрленнĕ май, пирĕн управляющи компани тирпей-илемшĕн ытларах тăрăшма, мĕн палăртнине пурнăçа кĕртме вăй-хал шеллемĕ.
Ив.САЛАНДАЕВ калаçнă.