Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван турттăр тăвалла

21 июля 2017 г.

РАЙОН хаçачĕн июлĕн 14-мĕшĕнчи номерĕнче Иван Саландаев журналист çырнă «И мĕн пуян, тăван, çынлăх пуян» статья пичетленсе тухсан, чун-чĕререн хумханса вуларăм. Автор пирĕн обществăра «укçа чирĕ» сарăлни, çынлăхпа тăванлăх туйăмĕ чакса пыни çинчен çав тери тĕрĕс çырать. 

Эпĕ - çамрăк çын мар, ĕлĕкрех çынсем ырăрах та сăпайлăрах пулнине, пĕр-пĕрне пулăшма тăрăшнине лайăх астăватăп. Пире асаттесем çынпа килĕштерсе пурăнма, тăвана чăн малтан пулăшма хушса хăварнă вĕт-ха. 

Шел, юлашки çулсенче çак ырă йăла-йĕрке манăçа тухма пуçлани хытă пăшăрхантарать.

Хăш чухне ялти ватăрах çынсемпе калаçатпăр та, вĕсем те «укçа чирĕ» ял пурнăçне пăсса янине, укçасăр пĕр-пĕрне пулăшма пăрахнине палăртаççĕ. Мĕн патне çитсе ỹкĕпĕр-ши капла?

 Паллах, кашни çыннах пĕр картпа виçме çук, тепри тем пек тăрăшсан та пуяймасть. Вара, укçи çук тесе, ăна тăванĕсен сумсăра кăлармалла-и? «Тăванăн хăйĕн тăванне тăвалла туртмалла», - тесе вĕрентнĕ вĕт-ха ваттисем.

Манăн çакăн пек сĕнỹ пур: çакăн пек тарăн шухăшлă статьясене шкулта, класс сехечĕсенче сỹтсе явмалла, ачасене телей укçара мар, тỹрĕ кăмăлпа ĕçлесе пурăннинче тесе ăнлантармалла.

Çын çĕр çине хăналăх кăна килет. Эпир - иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш - 70-мĕш çулĕсенчи ачасем - колхоз ĕçĕнче воспитани илнĕ. Çу кунĕсенче ир пуçласа каçчен ĕçре пулнă.Хальхи ачасем пĕрлешỹллĕ хастар ĕç мĕнле иккенне те пĕлмеççĕ, кунĕ-кунĕпех Интернет умĕнче ларса хирти ылтăн пучахсен пăшăлтатăвне, тăри юррине итлемесĕрех ỹсеççĕ. Енчен те çын тăван çутçанталăк илемне курмасть - асăрхамасть пулсан, вăл хăçан та пулин ырă ĕç тăвасси питĕ иккĕлентерет. 

Хальхи çамрăк ашшĕ-амăшĕ хăйсен ачисене те çапла вĕрентеççĕ: «Çын айне ан пул, сана пĕрре çапсан хирĕç иккĕ çап». Кунта туслăхпа тăванлăх туйăмĕ пачах та палăрмасть. Пире вара урăхларах воспи- тани панă: «Ухмахпа ухмах пулаймастăн, начар çынсенчен нихăçан та тĕслĕх ан ил, лайăх юлташ туп». Эпир ваттисене пулăшнă, субботниксенче хавхаланса ĕçленĕ. Укçа пулмасан та, савăнăçлă пулнă. Ачасем Павел Корчагинран, Александр Матросовран тата ытти паттăр çынсенчен тĕслĕх илнĕ. Хальхи вĕренекенсем камран тĕслĕх илеççĕ-ха? Пуян çынсенчен-и? Мĕн ачаран укçана çеç юратма хăнăхни пыра-киле çынлăхпа тăванлăха тĕп тăвать те ĕнтĕ. Шăпах çак шухăш çаврăнчĕ ман пуçра Иван Саландаев журналистăн статйине вуласан. «Шăмăршă хыпарĕ» хаçат редакцине çакăн пек усăллă статьясем пичетленĕшĕн чĕререн тав тăватăп. 

В.ЮМАНОВ, Пуянкасси ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика