21 июля 2017 г.
«ÇĂКĂР пурне те пуçлăх, - тенĕ ваттисем. - Çăкăр умĕнче усал йытă та йăвашланать. Çăкăр - пурнăç тĕвви, пурнăç тытăмĕ, пурнăç тăсăмĕ».
Аслă ăру çыннисем çак ăслă сăмахсен пĕлтерĕшне лайăх ăнланаççĕ. Пире мĕн пĕчĕкрен çăкăртан асли урăх нимĕн те çук тесе вĕрентнĕ, çăкăр вĕри тар тăкмасăр сĕтел çине килсе выртмасть тесе каланă.
Шухăшлар-ха, мĕн тери йывăр вĕт вăл çĕр ĕçĕ! Сухаламалла, сỹрелемелле, культиваторпа çемçетмелле, тырă акмалла, калчасене пăхса çитĕнтермелле, тусан çăта-çăта комбайнпа хирти тухăçа пухса кĕртмелле...
Çанталăкĕ лайăх тăрсан юрĕччĕ, енчен те тырра шăрăх вĕтелсен е кăçалхи пек пĕр чарăнми çумăр çусан? Тар тăкса çитĕнтернĕ пуянлăха - пысăк-и тухăç, пĕчĕк-и - хирте хăвараймастăн.
Совет саманинчи пек, халĕ ялхуçалăх кооперативĕсемпе фермерсене хистесех план çирĕплетсе памаççĕ. Сутас килсен - сутатăн, сутас темесен - кĕлетре упратăн.
Фермерсем тепĕр чух гектартан миçе центнер тырă пуçтарса кĕртнине те пĕлмеççĕ. Виçмен те-ха, ăçтан тĕрĕс калайăн? Çав вăхăтрах темиçе çул каялла район кашни гектартан 28-шар цетнер тырă илнипе мухтанаттăмăр. Хут чăтать, ытти районсенчен пĕчĕкрех цифра кăтартсан пире кашни канашлурах ятлĕç. Ялĕ-ялĕпе вара уйрăм çынсен çĕр пайĕпе усă курнăшăн та халăха тырă валеçсе параймастчĕç.
Районта таса пусă хăварса çĕр пулăхлăхне ỹстересси манăçа тухнăччĕ. Кĕрхи çĕртме сухине акăнакан пĕтĕм лаптăкăн çурри çинче те туса хăвараймастăмăр. Çуркунне хытса кайнă тăпрана йывăр сỹрепе шăйăрттарса-чĕртерсе тухнипе çĕре çемçетейĕн-и? Çавăнпах унччен лайăх тухăç панă хирсем те юхăнса кайрĕç: çĕре улталама çук-çке!
Юрать-ха, юлашки вăхăтра районта çĕр ĕçĕн культурине çĕклессишĕн, унччен акăнмасăр пушă выртнă лаптăксене сухаласа пусă çаврăнăшне кĕртессишĕн тăрăшма тытăнни сисĕнет. Кăçал, акă, таса пусă валли хăварнă çĕре сухаласах - кăпкалатсах тăчĕç, хальхи вăхăтра кĕр тыррисем акма хатĕрленеççĕ. Кĕркунне мĕнпур лаптăка сухалама палăртни те çитес çулхи тухăç никĕсĕ хывăнĕ тесе шанма май парать.
Вырма ĕçĕсем йывăр лару-тăрура иртесси халех паллă. Унччен июль вĕçĕнче - августра хирте хĕрỹ ĕç пыратчĕ пулсан, кăçал сентябрьте те тырă пуçтарса кĕртме тивĕ. Çанталăкĕ çеç лайăх тăтăрччĕ. Кашни гектартан миçе центнер тырă илнипе мар, кĕркунне кĕлетсем тулли пулнипе, халăх умĕнчи парăма парса татнипе мухтанар.
Хуçалăхсен ертỹçисемпе, фермерсемпе курса калаçатăп та, вĕсем кашни кунах Интернет урлă çанталăкпа интересленнине, тăтăшах çăвакан çумăр- сем çĕр ĕçченĕсене хытă пăшăрхантарнине пĕлетĕп. Вĕсемпе пĕрле хам та пăшăрханатăп. Вара, эпĕ те хресчен ачи вĕт-ха, тырпулпа çĕрулми шăпи мĕнле пуласси мана та шухăшлаттарать.
Август уйăхĕнче уяр кунсем ытларах пулĕç тесе шантараççĕ синоптиксем. Пĕлĕт «канцелярийĕ» мĕн шутланине никам та пĕлмест те-ха, çапах ыррине кăна кĕтетпĕр. Çĕр ĕçченĕсене нушаллă ĕçре чăтăмлăхпа тỹсĕмлĕх сунар. Хирте çитĕнтернине тирпейлĕн пуçтарса кĕртсен - кĕр мăнтăрĕпе - уявра пĕрле савăнăпăр. «Иккĕн автан çиме, çиччĕн авăн çапма лайăх», - тенĕ те-ха ваттисем, çапах та хăвăр йышăра хаçат çыннине илетĕрех пулĕ тесе шутлатăп.
Сарă тумлă тулăх кĕркунне,
Хăнана чĕнесчĕ туссене.
Чыс-хисеп тăвасчĕ çăкăра,
Пуç таясчĕ сире пурсăра.
Ив.САЛАНДАЕВ.