Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Утатчĕ тырă пуссипе…

21 июля 2017 г.

Утатчĕ тырă пуссипе…

«ИЛЬЯ, тытнă ĕçе тĕплĕ тумалла, намăс ан пултăр, - тетчĕ атте. Ун сăмахне пурнăç тăрăшшĕпех асра тытатăп...» 

Çапла калатчĕ кăмăлĕ уçăлнă чух Илья Михайлович Абсалямов - ỹт-пĕвĕпе кĕреш пек патвар пулсан та ача пек уçă чунлă хастар чăваш. Эпир унпа районти колхозсем тăрăх тăтăшах çỹреттĕмĕр, фермăна е уй-хире çитсе ял ĕçченĕсемпе тĕл пулаттăмăр. Хисеплетчĕç çынсем Илья Михайловича, ун патне туртăнатчĕç. «Пурнăçа ăнланать, хăйне халăхран пысăка хумасть», - çакăн пек калаçнине эпĕ ял хушшинче темиçе те илтнĕ. 

Илья Михайлович Виçпỹрт Шăмăршă ялĕнче çуралса ỹснĕ. Мĕн çамрăкран «Правда» колхоз ĕçне хутшăннă, пиллĕкмĕш-улттăмĕш класра вĕреннĕ чухнех лаша кỹлме, трактор çỹретме хăнăхнă. Салтак çулне çитсен çар тивĕçне чыслăн пурнăçланă. Яла таврăнсан хăш-пĕр юлташĕсем пек хулана каяс темен - тăван колхозра слесарьте, трактор бригадин бригадирĕнче, машинăпа трактор паркĕн заведующийĕнче ĕçленĕ. Водителе вĕренсе тухсан шофер та пулнă. 

Астăватăп-ха, техникăна çураки валли мĕнле хатĕрленине тĕрĕслемелли смотр вăхăтĕнче «Правда» колхоза яланах лайăх енчен çеç палăртаттăмăр. Хуçалăх вырма ĕçĕсене те юсавлă техникăпа кăна тухнă. Çакăнта, паллах, машинăпа трактор паркĕн заведующийĕн Илья Абсалямовăн тỹпи пысăк пулнă. 

Ĕçленĕ хушăрах Илья Михайлович Чăваш ялхуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухрĕ. Ял халăхĕ ăна колхоз председателĕ пулма шанчĕ. Пултаруллă специалиста районтисем те асăрхарĕç - 1996-2001 çулсенче вăл район администрацийĕн ялхуçалăхĕпе апат-çимĕç управленийĕн начальникĕнче ĕçлерĕ. Пĕр вăхăтрах район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ те пулчĕ. Ăçта ĕçлесен те, Илья Михайлович хăй хыççăн ырă ят çеç хăварнă. Хăйĕнчен те, хăйне пăхăнса тăракансенчен те çирĕп ыйтатчĕ, çапах та çукшăн-пуршăнах çынна кỹрентерсе пĕтермен. Район экономикипе социаллă пурнăçне аталантарассишĕн чунтан тăрăшнă. Унпа пĕрле ĕçленисем Илья Михайловичăн ырă кăмăлне, çынна пулăшма яланах хатĕр пулнине тата вăл шỹтлеме юратнине палăртаççĕ. «Ирпе ĕçе пырсан çĕнĕ шỹт каласа кăмăла уçатчĕ те, тăрăшас хавхалану та ỹссе каятчĕ», - аса илет халĕ Пуянкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче ĕçлекен Аркадий Кузьмин. 

Район центрне куллен ĕçе çỹресен те, чĕри тăван ялтах пулнă çав унăн. Ахальтен мар ĕнтĕ «Карлинская» Агрофирма» ЗАО йĕркелесен генеральнăй директор ĕçне çаннисене тавăрсах пуçăнчĕ. Йывăр вăхăтра та акционерсен пĕрлешĕвне юхăнма памарĕ, пĕтĕм вăй-хăватне хуçалăха çĕкленĕ çĕре ячĕ. 

2010 çулта Илья Абсалямов депутата район депутачĕсен Пухăвĕн Председателĕ - район пуçлăхĕ пулма суйларĕç. Йывăр та пысăк яваплă ĕçре Илья Михайловичăн организаторла пултарулăхĕ тата та ытларах палăрчĕ. 

ПУРĂНМАЛЛА та пурăнмаллаччĕ-ха унăн, ĕçлемелле те ĕçлемеллеччĕ - анчах йывăр чире пула Илья Михайловичăн кунçулĕ питех те ир татăлчĕ. Аллă виçĕ çула çеç кайнă патвар арçын хура çĕр айне кĕрсе выртни пĕтĕм районшăн çав тери пысăк хуйхă пулчĕ. 

Илья Михайловича юлашки çула ăсатнă чух уй-хир ем-ешĕлччĕ, çỹлте тỹпере каçса кайсах тăри юрлатчĕ. Темшĕн, Илья Михайлович халь-халь тупăкран сиксе тăрассăн, чĕрĕ чухнехи пек хир хĕррипе утса, калча хỹхĕм çитĕннине курса чунтан савăнассăн туйăнчĕ... Унăн юратнă юрри халĕ те пуçра тăрать: 

«Выходил на поля молодой агроном,

Говорил, что земля в наряде цветном.

Хороша земля - мой край дорогой,

Люблю тебя всей русской душой!»

Ив.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика