25 июля 2017 г.
«Восход» СХПКра кăçал хура пусă валли 150 гектар çĕр хăварнă. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ Владимир Буранов çак лаптăка сухаласа кĕр тыррисем акма хатĕрлет.
- Хура пусă хыççăн тырă тухăçлă çитĕнет, - тет районти чи ватă трактористсенчен пĕри. - Эпир кĕрхи тулă 200 гектартан кая мар акма палăртрăмăр. Юхăнма пуçланă хуçалăха çĕклемеллех, Чаткас ялĕн ырă ятне каялла тавăрасчĕ.
Ĕçшĕн чĕререн çунакан çын вăл, Владимир Ильич. Çамрăксем трактор çине ларма кăмăл туманнишĕн çеç хытă пăшăрханать. Кам ĕçлĕ уй-хирте эпир ватăлса çитсен?
Владимир Буранов пек канăçсăр çынсем çинче тытăнса тарать те ĕнтĕ паянхи ялхуçалăхĕ. Вĕсене çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунар.
Ив. АНАТКАС.