Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кулли чуна ăшăтать

25 июля 2017 г.

Кулли чуна ăшăтать

Тĕлĕнмеллипех тĕлĕнетĕн тепĕр чух чăваш хĕрарăмĕ çине пăхсан. Мĕн тери сăпайлă, ĕçчен вăл. Çав вăхăтрах çирĕп кăмăлĕпе тỹсĕмлĕхĕ унăн такам валли те çитет. Ялти хĕрарăмăн тивĕçĕ тата та нумай. Апла пулин те пур çĕре те ĕлкĕрет вăл, нăйкăшса лармасть. Ахальтен мар ĕнтĕ ваттисем ĕлĕкех «хĕрарăм çуртăн виçĕ кĕтесне тытса тăрать», тенĕ. 

Кил ăшши, çемье тыткăчи пулма та хĕрарăма Турриех пилленĕ пулĕ. Çавăнпа та ĕнтĕ çак паха енсем хĕрарăмсене кил-çурта хăтлăрах тума, çемье вучахĕн ăшшине сыхласа упрама, ачасене ăс парса ỹстерме, мĕнпур ĕçрех çитĕнỹ тума пулăшса пыраççĕ.

Çакăн пек маттур хĕрарăмсенчен пĕри вăл - Шăмăршăра пурăнакан Елена Сорокина. Хаваслă ачалăхĕ вара унăн Анат Чаткас ялĕнче иртсе кайнă. Çак ялтах 8 çул вĕренмелли шкула лайăх паллăсемпе вĕренсе пĕтернĕ вăл. Шкулта та маттур та хастар хĕрача пулнă Лена. Комсомол организацийĕн секретарĕн тивĕçне туса пынă май, шкулта пулса иртекен нихăш мероприятирен те тăрса юлман, комсомол ĕçне вăйлă ертсе пынă. 

Анат Чаткасри Василий Трофимовичпа Роза Петровна Ильинсен ĕçчен те туслă çемйинче Елена иккĕмĕш юратнă хĕрĕ пулнă. Çăмăл та пулман пулĕ те 5 хĕре пурнăç çулĕ çине тăратма, çапах та вĕсем нихăçан та йывăр тесе алă усса ларман. Çурт çĕклесе хăпартнă. Çынран начар пурăнман. Василий Трофимович нумай çул хушши МСОра фермăсем, гаражсем тунă çĕрте вăй хунă, Роза Петровна вара мĕн ĕмĕр тăршшĕпех «Восход» хуçалăхра дояркăра ĕçленĕ. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраса пурнăç çулĕпе малаллах пурăнас тесе ăнтăлнă. Шел, паян вĕсем пирĕнпе пĕрле çук, йывăр чирĕсене пула пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕç. 

- Атте-аннене эпир нихăçан та ỹпкелемен, вĕсен умĕнче нăйкăшса тăман. Вĕсем пире ĕçе юратма, çемьешĕн тăрăшма вĕрентнĕ. Çавăнпа та атте-аннене хамăн ачалăхшăн та, çамрăклăхшăн та тав тăватăп кăна. Шел, паянхи кун вĕсене çак сăмахсене куçран пăхса, юратса калама çук...- шăкăл-шăкăл калаçать Елена Васильевна. 

Хĕрарăм телейĕ - ачасенче тетпĕр. Мăшăрĕпе, Владимир Петровичпа, икĕ ача, хĕрпе ывăл çуратса пурнăç çулĕ çине тăратнă Елена Васильевнăпа Владимир Петрович Сорокинсем. Мăшăрĕ унăн Палтиел ялĕнчен. «Мăшăрăм манăн питĕ ăслă-тăнлă сăпайлă çынччĕ. Çынпа хирĕçсе-çапăçса курман. Шел, 25 çул хушши çеç пĕрле савăнса пурăнма Турă хушнă пулĕ упăшкапа. Мăнуксемпе савăнса кăна пурăнмалла чухне вăхăтсăр çĕре кĕчĕ», - аса илет юратнă мăшăрне Елена Васильевна. Анчах та чунра темле йывăр пулсан та малаллах ăнтăлмалла, пурăнмалла... Халĕ Елена Васильевна Жанна хĕрĕпе тата Петя ывăлĕпе чăннипех те мухтанма-савăнма пултарать. Вĕсем пурнăç çулĕпе çирĕп малалла утса пыраççĕ. Петя мăшăрĕпе Гальăпа амăшне 2 мăнук парнелесе телейлĕ турĕç. 2 хĕр пĕрчи çурта илем кỹрсе тăраççĕ. 

Паянхи кун Елена Васильевнăна районта пĕлмен çын сахал. Районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта тĕп бухгалтерта ĕçлеме пуçлани 25 çул пулать. Çак туслă коллективра ăна çав тери хисеплеççĕ.

«Елена Васильевна пек хăйĕн ĕçне чунтан юратса тăвакан çынсем пуррипе эпир чăннипех те малалла аталанса, çирĕп утăмсем туса пыратпăр. Пирĕн учреждени ĕçĕ-хĕлĕ республикăра та малти пилĕк вырăнтан пĕрне йышăнса тăрать. Ку пирĕн патра хăйсен ĕçне лайăх пĕлсе туса пыракан специалистсем ĕçленипе те çыхăннă. Елена Васильевна çавсенчен пĕри. Бухгалтер ĕçне лайăх пĕлет. Коллективăн обществăлла пурнăçĕнче те активлăхпа палăрса хăйĕн хыççăн ыттисене ертсе пырать. Малашне те эпир ăна хавхалану, ĕçре татах пысăк çитĕнỹсем тума сывлăх сунатпăр», - терĕ халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр ертỹçи С.Кузьмин юбиляра ăшă сăмахсемпе саламланă май. Елена Васильевна хăй те ĕçтешĕсене çакăн пек пултаруллă çынсемпе ĕçлеме тỹр килнишĕн, коллектива маттур та хастар ертỹçĕ ертсе пынишĕн вĕсене чĕререн тав тăвать. «Туслă коллективра ĕçлеме пултарни - çав тери пысăк телей!» - тет йăл кулса сăпайлă хĕрарăм. 

Ĕçри тăрăшулăхпа обществăлла ĕçе хастар хутшăннăшăн сахал мар Хисеп грамотисемпе Тав çырăвĕсене тивĕçнĕ Елена Васильевна: район Хисеп грамотинчен пуçласа Мускаври таранах пур унăн стени çинче.

 Çак кунсенче те Шăмăршă район администрацийĕ ăна ĕçĕнче нумай çул тăрăшса вăй хунăшăн тата çуралнăранпа 55 çул çитнĕ ятпа Хисеп грамоти парса чыс турĕ. Тус-тантăшĕ те, юлташĕсем те, тăванĕсем те, çывăх çыннисем те ырă та ăшă саламсем илсе çитерсе чунне хускатса савăнтарчĕç. 

Çакăн пек тĕлĕнмелле ырă кăмăллă хĕрарăм вăл Елена Васильевна, никама та ỹпкелемест, никама та хурламасть. Пурнăçа та, çынсене те мĕнле пур - çапла йышăнать, юратать. Кашни куна савăнса кĕтсе илет, ĕçе уява кайнă пек хитре каять. Хăйĕн кăмăлĕпе те, хавхаланăвĕпе те ыттисене ырă витĕм кỹрет. Пурне те чуна ăшăтакан ырă кулă парнелет.

Н. МОРОЗОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика