25 июля 2017 г.
ПĔРРЕХИНЧЕ нумай çул хушши района ертсе пынă Иван Журавлевпа чылайччен тавçăртса калаçса ларнăччĕ. Иван Антонович, пенсионерăн пушă вăхăчĕ нумай пулнипе, пирĕн пата редакцие те пыркаласа каятчĕ.
- Хальхи çамрăксем пиртен урăхларах: вĕсем тỹрех пуçлăха ларасшăн, - терĕ Иван Антонович. - Ман шутпа, пуçлăха ăс-тăнсăр пуçне тата пурнăç опычĕ те кирлĕ. Çулсем хушшинче пухăннă опытсăр пĕрлешỹллĕ хуçалăха, предприятие е организацие малалла яраймастăн. Çавăнпа та карьера картлашки тăрăх пĕчĕккĕн ỹссе пырсан хăвна та çăмăл, сан тавра ĕçлекен çынсене те йывăр мар. Хуть те хăш пуçлăхăн та хăйне ăна пăхăнса тăракансен вырăнне лартса пăхмалла. Çав çын вырăнĕнче пулсан мĕн шутлатăн, хăвна мĕнле туятăн?
Унтанпа сахал мар вăхăт иртрĕ ĕнтĕ, анчах Иван Антонович ăс парса каланă сăмахсем халĕ те асăмрах тăраççĕ. Тен, аслă çулсенчи çын «кивĕлле» те шутлатчĕ пуль. Дипломлă çамрăксем тỹрех руководитель пуканне йышăнасшăн çуннине, тен, хурласа тăкма та кирлĕ мар? Çапах та Иван Антоновичпа килĕшес килет: «карьера картлашки тăрăх пĕчĕккĕн ỹссе пырсан хăвна та çăмăл, сан тавра ĕçлекен çынсене те йывăр мар».
Мĕн чухлĕ ертỹçĕ улшăнчĕ юлашки 15-20 çул хушшинче - хăшне-пĕрне асра та тытаймастăн. Вĕсене йĕркеллĕ ĕçлесе пыракан предприятие е колхоза шанса паратчĕç те, темиçе уйăхранах панкрута кăларатчĕç. Çапла майпа район унччен бюджета тупăш кỹнĕ предприятисене умлă-хыçлăн çухатса пычĕ. Вун-вун çын ĕçсĕр тăрса юлчĕ.
«Пурнăçăн çĕр тĕрлĕ пăрăнăç», - тенĕ ваттисем. Йывăрлăхсем те тем чухлех тĕл пулаççĕ. Чăн-чăн ертỹçĕ вĕсене çĕнтермелли майсем шырать, пуçлăх пуканне ăнсăртран йышăнни вара хăвăртрах пăрахса тарма васкать.
Ăнсăртран пуçлăх пулнă çын коллективпа та пĕр чĕлхе тупаймасть, мĕншĕн тесен вăл кунта ĕçе лайăхлатма мар, карьера тума çеç килсе ернĕ. Ун пек ертỹçĕсем хăвăртрах кайни паха.
Кадрсен резервĕ кирли çинчен вун-вун çул калаçаççĕ, анчах лавĕ халĕ те вырăнтах. Пĕр-пĕр специалист тивĕçлĕ канăва кайсан ун вырăнне никама та тупаймасăр нушаланатпăр. Юлашкинчен урамра çỹрекен çынна куратпăр та: «Тархасшăн, ĕçле, сана пысăк шалу тỹлетпĕр», - тесе мĕскĕнленетпĕр. Ун пек çынран çирĕп ыйтма та, ĕçне кирлĕ пек туса пыманшăн ăна ятлама та çук: пăрахса кайсан урăх кама илсе килĕпĕр?
Кадрсем çителĕксĕрри пур отрасле те ура хурать, уйрăмах ертсе пыракан вырăнсенче ĕçлеме вĕрентсе хатĕрлемелле. Вĕсене темиçе çул хушши сăнаса тăмалла, ĕç опытне пуянлатма пулăшмалла.
Шăпах çапла ĕçленĕ те ĕлĕкрех. Колхоз председателĕ ĕçрен кайсан ун вырăнне тĕп агроном е инженер, партком секретарĕ йышăннă. Предприяти руководителĕ вырăна пушатсан унăн заместителĕ пуçлăх пуканĕ çине ларнă. Вĕсем умра тăракан тĕллевсене лайăх ăнланнă, çынсемпе килĕштерме пĕлнĕ. Çапла вара колхоз е предприяти малалла аталаннă, унччен пуçлăхра ĕçленисем те çамрăксене пулăшассинчен пăрăнман.
ПАЯНХИ кунпа çеç пурăнмалла мар пирĕн, ыранхи, темиçе çул малаллахи пирки те шутламалла. Камсем улăштарĕç пире, вĕсем халăха тĕрĕс çулпа илсе пыма пултарĕç-и?
Иван Мучи сатирик каланă пек: «Куçлăх тăхăннипех пуçлăх пулаймăн. Малтан пĕр пăт тăвар, пĕр кăмака çăкăр çи-ха - унтан курăнĕ!»
Ив.САЛАНДАЕВ.