Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçшĕн çунатчĕ чĕри

25 июля 2017 г.

ИРТНĔ ĕмĕрĕн çитмĕлмĕш-сакăрвуннăмĕш çулĕсенче Шăмăршăри «Сельхозтехника» пĕрлешĕвĕ хулари автобазăна е пĕр-пĕр пĕчĕкрех завода аса илтеретчĕ. Территорире - яланах тирпей-илем, гаражсенче - вĕр-çĕнĕ техника... Тĕрлĕрен цехсем ĕçлетчĕç. Шăмăршăсем туса кăларакан йывăç кузовсене туянма хамăр республикăран çеç мар, Тутарпа Мордва республикисенчен те, Ульяновск тата Чулхула облаçĕсенчен те килнĕ. Комбайнсемпе тракторсене, двигательсене, ытти техникăна кунта пысăк пахалăхпа юсатчĕç. 

Хастар коллектива Анатолий Архипов - районĕпех хисеплĕ çын, депутат - ертсе пыратчĕ. Хаçат ĕçĕпе эпĕ Анатолий Михайловичпа темиçе хутчен те тĕл пулса калаçнă. Унăн пурнăç çулĕпе те интересленнĕ, паллах. Анатолий Архипов 1934 çулта Виçпỹрт Шăмăршă ялĕнче çуралнă. Ялти шкул хыççăн Шăмăршăра вĕреннĕ. Тăван ялĕнчи «Правда» колхозра плугарь пулса ĕçленĕ. 1954-1958 çулсенче Совет çарĕнче службăра тăнă, салтакра чухне авиамеханиксен шкулне пĕтернĕ. 

Çартан таврăнсан Анатолий «Правда» колхозра комбайнера пулăшаканĕ тата комбайнер пулса тăрăшнă. Вĕсен экипажĕ районти çамрăк комбайнерсен ăмăртăвĕнче мала тухсан, Анатолие ВЛКСМ Шăмăршă райкомĕн аппаратне ĕçлеме илеççĕ. Пултаруллă та хастар çамрăка колхозсемпе совхозсен руководителĕсене хатĕрлекен курса вĕренме яраççĕ. 

Çак вăхăтра Шăмăршă районне Патăрьел районĕпе пĕрлештереççĕ. Анатолий Михайлович Патăрьел производство управленийĕн инспектор-организаторĕнче тăрăшать. 

Ĕçшĕн чунтан çунакан, ăслă та мал ĕмĕтлĕ çамрăк специалист хăйне лайăх енчен çеç кăтартнине шута илсе, Анатолий Архипова «Сельхозтехникăн» Шăмăршăри уйрăмĕн участокри механикĕ пулма шанаççĕ. Ĕçленĕ хушăрах вăл Ульяновскри ялхуçалăх институтĕнче вĕренсе инженер-механик специальноçне илет. 

Çĕнĕрен Шăмăршă районне туса хурсан, Анатолий Архипова «Сельхозтехника» пĕрлешĕвĕн тĕп инженерĕ, каярахпа управляющийĕ пулма çирĕплетеççĕ. Йывăр та пысăк яваплă ĕçре Анатолий Михай- лович 13 çул вăй хурать, хăй ертсе пыракан предприятие республикипех мала кăларать.

 «Сельхозтехника» пĕрлешĕвĕнче рационализаторла çĕнĕ сĕнỹсене пурнăçа кĕртеççĕ, производство объекчĕсем те кашни çулах çĕкленеççĕ. Çĕнĕ те хаватлă техникăпа пуянланаççĕ. 

Анатолий Михайлович рабочисемшĕн нумай тăрăшни пирки те калаççĕ паянхи ĕç ветеранĕсем. Пурне те пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтернине, столовăйра йỹнĕ хакпа апат çитернине тав туса аса илеççĕ. Килти хуçалăха аталантарма кирлĕ чухлĕ тырăпа тивĕçтернине те манса кайман. Чăн-чăн руководителĕн çапла пулмалла та ĕнтĕ: çыншăн тăрăшни тухăçлă ĕçпе каялла таврăнатах. 

Анатолий Михайлович районти колхозсене механизатор кадрĕсемпе çирĕплетессишĕн, юсав мастерскойĕсем йĕркелесе вĕсене кирлĕ оборудованипе пуянлатассишĕн те вăй-халĕпе ăсталăхне шеллемен. 

1980 çулхи апрелĕн 28-мĕшĕнче, РСФСР Ялхуçалăх министрĕн приказĕпе килĕшỹллĕн, Анатолий Михайловича Чăваш АСС Р ялхуçалăх министрĕн заместителĕ пулма çирĕплетнĕ. 1986 çулта вăл республикăри ялхуçалăх производствине механизацилес тата электрификацилес енĕпе ĕçлекен управление ертсе пыма пуçлать. Çак пысăк должноçсенче ĕçленĕ çулсенче Анатолий Михайлович колхозсемпе савхозсене, ытти ялхуçалăх предприятийĕсене хальхи ыйтусене тивĕçтерекен техникăпа пуянлатассишĕн, юсавпа техника никĕсне çирĕплетессишĕн, пултаруллă кадрсем хатĕрлессишĕн питĕ нумай тăрăшнă. Çав тапхăрта выльăх-чĕрлĕх комплексĕсенчи йывăр ĕçсене пĕтĕмпех механизациленĕ, çак ырă улшăнусем продукци туса илессине чылай ỹстерме пулăшнă. 

Ĕçри çитĕнĕвĕсене хакласа, Анатолий Архипова 1994 çулта «Чăваш Республикин ялхуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă, ăна çавăн пекех темиçе хутчен те РСФСР тата Чăваш АСС Р Хисеп гра- мотисемпе наградăланă. Анатолий Михайловича В.И.Ленин 100 çул тултарнă ятпа кăларнă юбилей медалĕпе тата «Пушарти хăюллăхшăн» медальпе те чысланă. 

Ялхуçалăх производствин пултаруллă организаторĕ, тăван районшăн нумай тăрăшнă Анатолий Михайлович Архипов йывăр чирлесе выртнă хыççăн 2003 çулхи августăн 3-мĕшĕнче пиртен уйрăлса кайрĕ. Ăна Шупашкар хулин масарĕнче пытарнă.

Ив.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика