28 июля 2017 г.
ЫРАШ вырнă вăхăтра - 1957 çулхи июлĕн 28-мĕшĕнче - çут тĕнчене килнĕ вăл.
- Салтака юрăхлă пултăр, - çапла каласа пилленĕ ывăл ачана ашшĕпе амăшĕ тата çывăх тăванĕсем.
- Ĕçчен пултăр, яла юраттăр, ваттисене хисеплетĕр! - тенĕ кĕр мăнтăрĕпе «ача яшки» çинĕ чух таври ялтан килнĕ хăнасем.
Вырма вăхăтĕнче хăна пухма та, туй тума та юраман, кашни сехете хаклама пĕлнĕ. Тырпула пуçтарса кĕртсен тин ялта купăс сасси илтĕнме пуçланă, ĕçчен халăх кăмăл туличчен савăннă.
Захаровсем хăйсен ывăлне Петя ят панă, ял Советĕнче «Петр Васильевич» тесе çыртарнă.
Выляса-кулса, çу кунĕсенче «йытă хăваласа» иртсе кайман унăн ачалăхĕ: мĕн пĕчĕкрен ашшĕпе амăшне пулăшнă, ỹсе-киле колхоз ĕçне хутшăннă. Лаша кỹлме вĕренсен лавпа утă-улăм турттарнă, хирте çум çумланă.
Шутлатăп та, хальхи ачасем тăххăрта-вуннăра чухне йĕмесĕр-йăлăнтармасăр пĕремĕк те çиесшĕн мар, канихветне те тиркеççĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн утмăлмĕш-çитмĕлмĕш çулĕсенче ача пулнисем вара хресчен ĕçне юратса, çăкăр тарпа пиçнине пĕлсе-курса ỹснĕ.
1972 çулта Пуянкасси шкулĕн 8 класĕнчен вĕренсе тухсан Петя Захаров таçта аякри Казахстана тракториста вĕренме каймашкăн та хăраса тăман. Техникăна юратаканскер, училищĕре чи лайăх вĕренекенсенчен пĕри пулнă.
1973 çулта алла тракторист-машинист свидетельствине илсе Петя тăван ялне таврăнать. Пĕр кун та канмасăр, колхоз правленине пырса хăйне трактор шанса пама ыйтать.
- Ытла та çамрăк вĕт-ха, хăватлă техникăпа ĕçлейĕн-и? - иккĕленнĕ малтан правленире.
- Ĕçлетĕп! - çирĕппĕн каланă каччă. Унтан çапла хушса хунă:
- Эпĕ çамрăк та мар ĕнтĕ, тепĕр икĕ çултан салтака каятăп.
Чăнах та, сăмахне çирĕп тытнă Петя Захаров. Тракторпа суха тунă, сỹреленĕ, колхоз тата халăх валли вăрман кăларма та хутшăннă. Пĕр сăмахпа каласан, йывăр «экзамена» ăнăçлă тытнă, колхозра «тулли пра- валлă» механизатор пулса тăнă.
1975 çулхи хура кĕркунне - уй-хир ĕçĕсене вĕçленĕ хыççăн тракторне юсав мастерскойне кĕртсе лартсанах - Петр Захарова çар комиссариатĕнчен повестка килсе параççĕ. Çапла вара чăваш каччи икĕ çул хушши Венгрире совет салтакĕн тивĕçне пурнăçлать.
Çартан таврăнсан хăйсен ялĕнчи чипер те ĕçчен хĕре - Елена Григорьевана - чĕререн юратса качча илет. Çамрăк çемье тăван ялта тăрăшса ĕçлет: Петр Васильевич - трактористра, Елена Андреевна - ача садĕнче.
Захаровсем ывăлпа хĕр çуратса ỹстереççĕ, çунат парса пурнăç çулĕ çине кăлараççĕ. Ывăлĕ - Андрей - Шупашкарта пурăнать, полици уйрăмĕнче тăрăшать. Хĕрĕ - Вера - Шăмăршăра ĕçлет.
Андрей та, Вера та - çемьеллĕ. Петр Васильевичпа Елена Андреевнана тăватă мăнукĕ куç тулли савăнăç кỹреççĕ.
44 çул трактористра ĕçлесе, Петр Захаров миçе пин гектар çĕр сухаламан-ши? Хăй шỹтлесе каланă тăрăх, суха кассине километр çине хурса виçсен тĕнче йĕри-тавра та çаврăннă пуль.
2013 тата 2014 çулсенче Петр Васильевич «Районти чи лайăх механизатор» ята тивĕçрĕ. Кашни Акатуйра тенĕ пекех ăна Хисеп грамотипе чыслаççĕ. Кăçал, акă, Чăваш Республикин Ялхуçалăх мини- стерствин Хисеп грамотипе наградăларĕç.
Хăйне шанса панă МТЗ – 1221 трактора яланах юсавлă тытать вăл. Тирпейлĕ, ĕçне пăхсан çын савăнса тăмалла вăй хурать. Ахальтен мар ĕнтĕ Петр Васильевича тăван ял-йыш хисеплет, ĕçри юлташсемшĕн вăл пысăк авторитет.
Паян - июлĕн 28-мĕшĕнче - «Колос» ОООри чи маттур трактористсенчен пĕри Петр Васильевич Захаров 60 çул тултарать. Юбилей ячĕпе чĕререн саламланă май, хамран хушса ăна çапла калас килет:
Санра Турă пани пурах-тăр?
Ĕçлетĕн эсĕ вăй хурса.
Кĕрлетĕрех хăватлă трактор,
Нумай çул пурăн, савăнса!
Ив.САЛАНДАЕВ.
«Колос» ООО.