Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Çĕвĕ çĕлеттĕмĕр, юрă юрлаттăмăр…"

28 июля 2017 г.

ШĂМĂРШĂ районĕ 90 çул тултарнă май, пирĕн хаçатăн кашни номерĕнче тенĕ пекех ялхуçалăхĕпе промышленноçра чунтан тăрăшса ĕçленĕ çынсем çинчен тĕрленчĕксемпе очерксем пичетленсе пычĕç. Паян эпир халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен отрасль ветеранне хăнана чĕнтĕмĕр. Галина Ильинична Кузьмина (Карсакова) Шăмăршăри КБОра нумай çул ĕçлесе ырă ята тивĕçнĕ. 

- Галина Ильинична! Эсир пурăнакан вырăна чăнласах та «чечек ăшĕнчи çурт» теме пулать. Миçе тĕрлĕ кăна чечек ĕрчетместĕр-ши эсир? 

- Илеме юрататăп. Пирĕн пахчари чечексем мĕн çуркуннерен пуçласа кĕркуннечченех куçа илĕртеççĕ. Çынсем тĕлĕнеççĕ вара: «Ăçтан кăна ĕлкĕретĕр?»- теççĕ. Ман шутпа, чечеке юратакан çын чунĕпе те илемлĕ. 

- Эпĕ те çаплах шутлатăп. Тен, илеме юратнипех Эсир çĕвĕç специальноçне суйласа илнĕ? 

- Тĕрĕсех калатăр пулĕ. Эпĕ ача чухнех тĕрлеме-çыхма юрататтăм, пуканесене пусма татăкĕсенчен хитре кĕпе çĕлесе тăхăнтартаттăм. Ун чух ялти пурнăç пуян пулман, çип те, пусма-тавар та тупма кансĕрччĕ. 

Малтан тăван ялта Хайпăлара, унтан Палтиелĕнче шкулта вĕрентĕм. 9 класс пĕтерсен Шупашкара - çĕвĕçсем хатĕрлекен училищĕне - вĕренме кайрăм. Питĕ тăрăшаттăм, каçхи шкула çỹресе мастер специальноçне те илтĕм. «Рассвет» фабрикăра контролер пулса ĕçлерĕм. Тата та вĕренесшĕнччĕ - килте анне йывăр чирленипе яла таврăнма тиврĕ. 

- Галина Ильинична! Эсир Шăмăршăри йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комбинатра - КБОра - 1972 çулта ĕçлеме пуçланине лайăх пĕлетĕп. Пĕрле вăй хунă çынсене аса илейместĕр-ши? 

- Мана КБО директорĕ В.Морозов контролер-технолог должноçĕпе ĕçе йышăнчĕ. 1984-1996 çулсенче çĕвĕ цехĕнче аслă мастер пулса вăй хăтăм. 

Пирĕн коллективра 85 çын ĕçлетчĕ, пурте хĕрарăмсем. Çав вăхăтрах районти пысăк ялсенче - Васанта, Пуянкассинче, Палтиелĕнче, Анат Чаткасра, Пăчăрлă Пашьелĕнче, Кивĕ Чукалта комплекслă йышăну пункчĕсем пурччĕ. Ял çыннисен йăла ыйтăвĕсене район центрне кайса çỹремесĕрех  вырăнтах тивĕçтерме май пулнă. 

Пĕр коллективри çынсенчен çĕвĕçсен бригадирне К.Захарована, А.Леонтьева, А.Барышева, К.Можаева, Е.Архипова, О.Мулендеева мастер-закройщицăсене, Н.Кузнецова, Р.Петрова, В.Антонова, Н.Михайлова, К.Васильева, А.Ратникова çĕвĕçсене, ытти ĕçченсене ырă сăмахпа кăна аса илетĕп.

Çав тери килĕштерсе ĕçлеттĕмĕр, çĕвĕ çĕленĕ хушăрах юрласа та яраттăмăр. 

А.Куропаткинпа В.Рубцов шоферсем куллен рейса тухнă, машинăпа кĕме май çук ял урамĕсене И.Муляков лашапа тавар леçсе панă.

Çак тапхăрта ял халăхне 11 тĕрлĕ йăла пулăшăвĕ кỹнĕ.

1993 çулхи май уйăхĕнче КБОран тулли мар яваплă «Березка» юлташлăх туса хучĕç. 1996 çулта вара, темле сăлтавпа, юлташлăха салатса ячĕç. 

- Эсир çĕвĕ цехне ертсе пынă çулсенче обществăлла ĕçсене те хастар хутшăннине астăватăп. 

- Çапла, тепĕр «лав» та туртнă - комсомолецсемпе парти членĕсене социализма обязательствăсене пурнăçлама хавхалантарнă. Парторганизаци секретарĕ пулнă чух районти тата республикăри партконференцисен делегачĕ те пулнă. 

КБО пĕтсен те ĕçсĕр лармарăм - райпора çĕвĕ цехне ертсе пытăм. Унтанах тивĕçлĕ канăва кайрăм. 

- Сире хастар ĕçшĕн Хисеп грамотисемпе, Дипломсемпе, ăмăрту çĕнтерỹçин паллисемпе чысланă. Эппин, Сире телейлĕ теме пулать.Çемьери пурнăçăр та ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулнине пĕлетĕп...

- Мăшăрпа - Виталий Дмитриевичпа - 43 çул килĕштерсе те пĕр-пĕрне юратса пурăнатпăр. Пирĕн пĕр ывăл, вăл Кăнтăр электросетьĕнче вăй хурать. 

Килти хуçалăхра сысна, икĕ качака, хур-кăвакал, чăх-чĕп усратпăр. Пахчара улма-çырла, тĕрлĕрен çимĕç çитĕнтеретпĕр. 

Манăн тепĕр чун туртăмĕ - эпĕ вăрманта эмел курăкĕсем, кăмпа-çырла пуçтарма юрататăп. Аптекăри имçамран çутçанталăк эмелĕ сиплĕрех тесе шутлатпăр. 

- Галина Ильинична! Ĕнер - июлĕн 27-мĕшĕнче - Эсир 65 çул тултартăр. Çак ятпа Сире мăшăрăрпа ывăлăр, Хайпăлари Карсаковсен, Палтиелĕнчи тата Шăмăршăри Кузьминсен çемйисем, унччен пĕрле ĕçленисем чун-чĕререн саламлаççĕ. Çак салам çумне эпир те хутшăнатпăр, Сире çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, иксĕлми телей сунатпăр. 

- Ырă сăмахсемшĕн - пысăк тав! Вăрмана васкатăп-ха хăмла çырли татма! 

Ив.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика