Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уяв ячĕпе, хаклă вулаканăмăрсем!

01 августа 2017 г.

ЫРАН МАР теп Ĕр кун - августăн 3-мĕшĕнче - район хаçачĕн пĕрремĕш номерĕ пичетленсе тухнăранпа 85 çул çитет. 

Тĕрлĕ ятпа çутă курнă вăл çак вăрăм тапхăрта: «Колхозник сасси», «Сталин ялавĕпе», «Коммунизм çулĕ». 1991 çултанпа «районка» «Шăмăршă хыпарĕ» ятпа эрнере икĕ хутчен вулакансем патне çитет. 

Хаçата тĕрлĕ çулсенче М.Дмитриев, Н.Косойкин, Д.Обофоров, И.Григорьев, Н.Падиаров, А.Кузнецов, Ф.Ларионов, Н.Фомин, К.Смирнов, С.Павлов, П.Фомин, Б.Мишкин, И.Саландаев, Т.Федотова редакторсем алă пусса кăларнă. 2015 çултанпа тĕп редактор тивĕçне А.Ларшникова пурнăçлать.

 Район хаçачĕ тумхаклă та йывăр, кăткăс çула утса тухнă. Унăн кашни номерĕ çĕршыв, республика тата район пурнăçĕпе тачă çыхăннă, журналистсем хăйсен тивĕçне тỹрĕ кăмăлтан пурнăçлама тăрăшнă. Çĕршыв умне тухса тăнă хуть те хăш вăхăтри йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма халăха мобилизацилеме пултарнинче унăн тỹпи уйрăмах пысăк. 

Район хаçачĕн çак вăрăм ĕмĕрĕнче редакципе типографире тĕрлĕ çынсемпе коллективсем ĕçленĕ. Вĕсем умри тĕллевсене çирĕп пурнăçласа пынă. Паянхи коллектив та ырă йăла-йĕркене асра тытать, пурнăçпа тан пыма тăрăшать. 

Журналистсен аллинчи перо яланах çивĕч, вĕсен шурă хут çине ỹкернĕ кашни сăмахĕ витĕмлĕ. Çакна пирĕн вулакансем те палăртаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ район хаçачĕн тиражĕ, кашни 1000 çын пуçне çырăнтарнине шутласан, республикăри район хаçачĕсен йышĕнче чи пысăккисенчен пĕри. 

"Хаçат - истори докуменчĕ, 

Кам хирĕçлĕ ку чăнлăха?

Ун шухăшĕ, ун аргуменчĕ Хавхалантартăр халăха",

- тесе çырнăччĕ пĕр сăвăç. Çак сăмахсемпе эпĕ те килĕшетĕп. Ахальтен мар ĕнтĕ: "Шăмăршă хыпарĕ" - пурăнма вăй парĕ», - тетпĕр пĕр-пĕрне ырă сунса. Уяв ячĕпе сире, редакци тата типографи ветеранĕсем, паян хаçатра ĕçлекенсемпе пирĕн нумай йышлă вулакансем, хисеплĕ обществăлла корреспондентсем, почта çыхăнăвĕнче вăй хуракансем! Ырлăх-сывлăх, телей, вăрăм ĕмĕр сунатпăр. Тăван район хаçачĕ 90, 95, 100, тата ытларах çул тултарнине те хавхаланса кĕтсе илер, халăхăмăра, çĕршывăма усă кỹрер. 

Ив.САЛАНДАЕВ, Раççей Журналистсен союзĕн редакцири пуçламăш организацийĕн секретарĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика