01 августа 2017 г.
РАЙОНТИ аслă ăру çыннисем нумай çул хушши Шăмăршă больницин тĕп тухтăрĕнче ĕçленĕ Николай Сергеевич Сергеева лайăх астăваççĕ.
Николай Сергеевич 1896 çулхи январĕн 22-мĕшĕнче хамăр республикăри Красноармейски районне кĕрекен Çĕньял Чуракасси ялĕнче çуралнă. Хусанти патшалăх университечĕн медицина факультетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Комсомольски районĕнчи Шурут больницинче вăй хунă. 1936 çулта Николай Сергеевича Шăмăршă районĕн тĕп тухтăрĕ пулма çирĕплетнĕ.
Николай Сергеев 1939-1940 çулсенче Совет Союзĕпе Финлянди хушшинче пынă вăрçа, 1941-1945 çулсенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, çар тухтăрĕ пулнă. Совет салтакĕсемпе офицерĕсен пурнăçне çăлса хăварас, халăх сывлăхне сыхлас тĕлĕшпе паттăрлăх кăтартнăшăн ăна "Хĕрлĕ çăлтăр" орденпа тата медальсемпе наградăланă.
Фронтран таврăнсан Николай Сергеев каллех Шăмăршă больницинче тăрăшнă, тĕп тухтăрăн йывăр "лавне"1958 çулчченех туртса пынă.
Ырă чĕреллĕ, ăшă кăмăллă, хăйĕн ĕçне чунтан парăннă çын пулнă Николай Сергеевич. Район больницин çурт-йĕрне çĕнетессишĕн, медицина оборудованийĕпе пуянлатассишĕн, ялсенчи фельдшерпа акушер пункчĕсене аталантарассишĕн тăрăшнă.
Вăрçă умĕнхи тата ун хыççăнхи çулсенче районта трахома чирĕ анлă сарăлнă пулнă. Халăх сук- кăрланас хăрушлăх тухса тăнă. Çав çулсенче Шăмăршă больницинче ĕçленĕ, халĕ район центрĕнчи К.Маркс урамĕнче пурăнакан Т.И.Гурова пенсионерка аса илнĕ тăрăх, Николай Сергеевич хăйĕн ĕç укçипе ял çыннисене темиçе хутчен те супăнь тата алшăлли валли пусма туянса панă, халăха таса та тирпейлĕ пурăнма вĕрентессишĕн тăрăшнă. Ялсенче трахомăпа кĕрешекен пунктсем уçнă, вĕсене куç чирне сиплеме ятарласа вĕрентнĕ кадрсемпе çирĕплетнĕ.
Пĕрлехи вăйпа трахома чирне çĕнтерме май килнĕ, тухтăрсем пин-пин çынна телейлĕ тунă.
Николай Сергеевич тăрăшнипех вăрçăра вилнĕ фронтовиксен ачисене больница кухни урлă сĕт-турăхпа тивĕçтерессине йĕркеленĕ.
"Çĕтĕк-çурăк тумланнă, ырханкка ачасем кружка тытса ирпе ирех больница кухни умне пуçтарăнатчĕç,- каласа парать Таисия Ильинична. - Вĕсене сĕт е турăх мĕн чухлĕ ярса панине Николай Сергеевич çирĕп контроллесе тăратчĕ".
Хăй те фронтра пулнăскер, Николай Сергеевич вăрçăра вилнисен ачисемшĕн тăрăшассине офицер тивĕçĕ тесе шутланă, вĕсемшĕн тăван ашшĕ пек çывăх пулнă.
Йывăр чирлесе, Николай Сергеевич Сергеев 1978 çулта çĕре кĕнĕ. Унăн ырă ятне район çыннисем асра тытаççĕ.
Ив.САЛАНДАЕВ.