Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район уява хатĕрленет

04 августа 2017 г.

ЫТЛАРИКУН район администрацийĕнче Шăмăршă районне туса хунăранпа 90 çул çитнине кĕтсе илсе уявлас тĕлĕшпе йĕркеленĕ оргкомитет ларăвĕ иртрĕ. 

Ларăва комитет председателĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Владимир Петьков ертсе пычĕ. 

Паллă ĕнтĕ, пысăк мероприятие тĕплĕн хатĕрленмесĕр ирттерейместĕн. Владимир Петьков кунта пысăк ĕçсемпе пĕрлех вак-тĕвеке те манса хăварма юраманнине палăртрĕ. 

- Уява, паллах, илемлĕ пултарулăх коллективĕсем хаваслăх кỹрĕç, - терĕ Владимир Александрович. - Кашни ял тăрăхĕнченех чи маттур юрăçсемпе ташăçăсене, купăсçăсене илсе килмелле. Çамрăксем çеç мар, ваттисем те хутшăнччăр уяв концертне. Район 90 çул тултарни кашни çын асĕнче ĕмĕрлĕхех юлтăр. 

Çанталăк лайăх тăрсан юбилее Шăмăршăри ипподромра ирттерме шутлаççĕ. Кунта кашни ял тăрăхĕнех хăна çурчĕсем пур. Владимир Петьrов район юбилейĕ Акатуйран урăхларах иртмелли çинчен аса илтерчĕ: программăна çĕнĕлĕхсем кĕртмелле, чăваш, тутар, вырăс, ирçе фольклорĕпе анлăн усă курмалла. 

Район кунçулĕпе тата унăн çыннисемпе паллаштаракан баннерсем йĕркелеме те халех пуçăнмалла. Кивĕ сăнỹкерчĕксемпе документсем район 90 çул хушшинче утса тухнă пархатарлă самантсемпе паллаш- тарĕç, вун-вун çынна хăйсем патне туртĕç. 

Уявра спорт ăмăртăвĕсем те иртĕç. Яланхи пек мини-футбол, волейбол вăййисем ирттернипе çеç çырлахас марччĕ, ĕлĕкхи вăйăсене те аса илесчĕ. Сăмахран, городки, кăлай, лапта, кăвакарчăн вăййисене аслă ăру çыннисем манман-ха. Мĕншĕн вĕсене çĕнĕрен чĕртсе тăратас мар-и? Тен, ĕлĕкхи вăйăсене аса илме ваттисенчен пулăшу ыйтар? 

Ман шутпа, ялсенче сĕрме купăс, балалайка калама пĕлекенсем те пур-ха. Вĕсем уява çырса кăтартма çук ытарайми илем кỹрĕччĕç. Фонограммăпа çеç йĕркеленĕ концерт, темшĕн, чуна пырсах каймасть, чĕрĕ сасă, чĕрĕ кĕвĕ илтес килет!

Ĕлĕкхи вăхăта - колхозсем тунă тапхăра - аса илсе йĕркеленĕ номерсем те питĕ кирлĕ. Çавăнпа та кашни ялтах тырă кĕлтисем типĕтсе хатĕрлесен, ылтăн тĕслĕ кĕлтесемпе ташă картине тăрсан Шăмăршă районĕн юбилейĕ тата та чаплăрах иртĕччĕ. 

Калас сăмахăм татах та пур. Район центрне тата ялсене тирпейлесе-илемлетсе тухасчĕ. Хăна пухакан мĕн авалтан тирпейлĕ пулма тăрăшнă. Шел те, хальлĕхе эпир тасамарлăхпа çỹп-çапран хăтăлаймарăмăр-ха, ку вара район чысне пĕрре те çĕклемест.

Ив.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика