04 августа 2017 г.
«ÇЕРЕМ касса вир акрăм, вир акрăм», - юрлаттăмăр ача чухне карталанса.
«Вăрман касса кỹль турăм, кỹль турăм», - çакăн пек такмакланине илтрĕм иртнинче Палтиелĕнче. Ял çыннисем вун-вун гектар хыр вăрманне касса шыв управĕ тунине хăçан та пулин хăйсен ачисене каласа парасшăн.
«Шăмăршă тинĕсĕ», - тепĕр вăрман варринче хумханса выртакан шыв управне. Унăн историйĕ питĕ интереслĕ. Çĕршыври «Таса шыв» программăпа килĕшỹллĕн, Палтиел çывăхĕнчи управ Шăмăршă, Патăрьел районĕсемпе Комсомольски районĕн кăнтăр пайĕнчи 84 яла ĕçмели паха шывпа тивĕçтермеллеччĕ. Çак объекта хута яма 2,2 миллиард тенкĕ укçа тăкакланă. Строительствăна вĕçлеме, специалистсем каланă тăрăх, тата 250 миллион тенкĕ çитмест. Федераци пĕлтерĕшлĕ программăна «шăнтса хунипе» (вырăсла «заморозка программы») Мускав укçа уйăрма чарăннă.
«Таса шыв» программăпа килĕшỹллĕн объекта 2014 çултах вĕçлемеллеччĕ. Халĕ 2017 çулăн çичĕ уйăхĕ те иртсе кайрĕ - шыв управĕнче нимĕнле улшăну та çук-ха.
- Шăмăршă тинĕсĕ таçта аякра мар, аслă çул çывăхĕнче хумханса выртнă пулсан ыйту тахçанах татăлатчĕ, - теççĕ район çыннисем. - Çỹлте ларакан пуçлăхсем хăйсен куçĕпе курман пĕве валли укçа уйăрмаççех.
Объекта хута яни 84 ялти 56,6 пин ытла çынна ĕçмелли таса шывпа тивĕçтерме пулăшĕччĕ. 2008-2010 çулсенче иккĕмĕш пусковой комплекса туса хута янă. Тĕп объекта - шыв станцине тума - 2011 çулта пуçăннă, 2014 çулхи тăваттăмĕш кварталта ĕçе вĕçленĕ. Генеральнăй подрядчик 781 миллион тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă. Анчах та, техника тата проект йăнăшĕсене пула, тĕп техника заданине шăнăçаймасăр тата 80 миллион тенкĕлĕх ĕç тума тивнĕ.
Укçа-тенкĕ тивĕçменнипех пĕрремĕш тата виççĕмĕш пусковăй комплекссене туса пĕтереймен.
2015 çулхи январь уйăхĕнченпе çак объектра ĕç шавĕ чарăннă, ăна вĕçленмен стройка шутне кĕртсе «çăра» çакнă.
Малтанах каларăм ĕнтĕ, объекта хута яма тата 250 пин тенкĕ кирлĕ пулать. Шел те, Чăваш Республикин 2017 çулхи бюджетĕнче çак ĕçе вĕçлеме укçа уйăрман.
Тен, çивĕч ыйтăва татса пама Мускав пулăшĕ? «Таса шыв» - федераци программи вĕт-ха. Çук çав, Мускав пулăшасси иккĕленỹллĕ: «Таса шыв» программăна финанссемпе тивĕçтерессине 2014 çултах чарса лартнă.
2018 çулта мĕнле те пулин улшăну пуласса кĕтесси çеç юлать. Унсăрăн, çул хыççăн çул иртнĕ май, хаклă оборудованипе пăрăхсем юрăхсăра тухма пултараççĕ. Шыв управĕ те симĕсленĕ, пыра-киле йỹçлĕхе çаврăнас хăрушлăх та пур.
Çак кунсенче шыв управĕнче Чăваш Республикин çутçанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕ Александр Коршунов пулчĕ, пĕве мĕнле шайра тăнипе интересленчĕ. Министр объекта вĕçлессишĕн хăйĕнчен мĕн килнине пурне те тума шантарчĕ...
ХАЛЬЛĔХЕ вара шыв управĕнче çынсем пулă тытаççĕ, шыва кĕреççĕ. Хур-кăвакал ишсе савăнать. Управа кану зони туса хума сĕнекенсем те пур. Тен, таса шыв ыйтăвне татса параймасан «Шăмăршă тинĕсĕ» кану вырăнĕ çеç пулса юлма та пултарĕ. Ытла та хака ларĕ çĕршывшăн çак кану вырăнĕ - Крымри е Сочири курортсенчен те хаклăрах пулĕ.
Çапах та ĕçмелли таса шыв халăха курортра хĕртĕнсе выртассинчен нумай кирлĕрех. Виçĕ районти 84 ялта пурăнакан 57 пине яхăн çын сывлăха сиен кỹмен шыв ĕçесшĕн.
«Вăрман касса кỹль турăм, кỹль турăм, кỹлли пулчĕ хур валли, хур валли...» - çапла каласа такмакланине илтрĕм те Палтиелĕнче, чун хурланчĕ. Таçта-таçта темле кирлĕ-кирлĕ мар объект та çĕклетпĕр, çуллен тĕрлĕ фестивальсемпе ăмăртусем ирттерсе миллионшар тенкĕ тăкаклатпăр, халăха таса шыв ĕçтерсе çынсен ĕмĕрне тăсма, сывлăхлă ăру çитĕнтерме вара кĕмĕл шеллетпĕр.
- Тинĕс, тинĕс, мĕншĕн эс салхуллă? Эс пуян вĕт, мĕн чухлĕ пулă!
- Эп салхуллă çав, пит салхуллă, усă параймастăп çынна - хурсемшĕн кулă...
Ив. САЛАНДАЕВ.