Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Фермер ĕçĕ çăмăл мар

04 августа 2017 г.

УГАРИНСЕМ ĕçсĕр ларнине эпĕ пĕрре те курман. Утă çулаççĕ, хиртен турттарса килсе сарай маччине хăпартаççĕ, çум çумлаççĕ... Халĕ, акă, хĕрсех вырмана хатĕрленеççĕ. 

Фермер хуçалăхĕн хуçи - Надежда Михайловна - çав тери ĕçчен те харсăр хĕрарăм. Ахальтен мар ĕнтĕ фермер 2015 çулта 1 миллион та 100 пин тенкĕлĕх патшалăх грантне çĕнсе илнĕ, 3 çынна ĕçе йышăннă. 

Угаринсем 170 гектар çĕрпе усă кураççĕ, урпа, тулă, çĕрулми çитĕнтереççĕ. Грант укçипе МТЗ трактор, ăратлă икĕ ĕне туяннă.

Вĕсен ДТ-75 тракторпа КамАЗ автомашина, кăкарса ĕçлемелли ялхуçалăх техники те пур.

Вырма ĕçĕсем валли çунтармалли-сĕрмелли материалсем кирлĕ чухлĕ хатĕрленĕ. Техника юсавлă. Тырпул ĕлкĕрсе çитессе çеç кĕтеççĕ. 

Çын мĕнле пурăнни пỹрт умĕнченех паллă çав. Угаринсен чечек ăшĕнчи çурчĕ аякранах куçа илĕртет. Картишне кĕрсен те тап-таса та тирпейлĕ. 

- Хут ĕçĕ питĕ нумай, - каласа парать Надежда Михайловна. - Тĕрлĕрен отчет памалла, ĕçшĕн тăкакланă кашни тенкĕ укçана шута илсе пымалла. Çавăнпах çамрăксем фермер пуласшăнах мар. 

Надежда Михайловнапа Сергей Михайлович Угаринсем виçĕ ача çуратса ỹстернĕ. Вĕсене икĕ мăнукĕ савăнăç кỹрет. Сергейĕн ватă амăшĕ те кил-йыш ăшшипе савăнать. Çакăн пек хастар çынсем вĕсем, Пуянкасси ялĕнчи Угаринсем!

В. ЮМАНОВ, хаçатăн обществăлла корреспонденчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика