04 августа 2017 г.
ТРАКТОРСЕНЕ, хăй тĕллĕн çỹрекен строительство машинисен тата кăкарса çỹремелли прицепсен хăрушсăрлăхне тĕрĕслес тĕллевпе августăн 1-31- мĕшĕсенче Чăваш Республикинче «Трактор» профилактика операцине ирттерме палăртнă.
Операци тĕллевĕ - хăрушсăрлăха вăхăтра сирсе ярасси, тăван тавралăха сыхласси, çул-йĕр правилисене пăхăннине тĕрĕслесси, инкек-синкекрен асăханасси. Операци вăхăтĕнче техникăна регистраци тунине, техника тĕрĕслевĕ витĕр тухнине шута илеççĕ.
Техника тĕрĕслевĕн патшалăх инспекцийĕн тата ГИБДД ĕçченĕсем усă куракан техникăн юсавлăхĕ мĕнле шайра пулнине палăртаççĕ, çынсен техника хатĕрĕсемпе çỹреме ирĕк пуррине те тĕрĕслеççĕ. Регистраципе эксплуатаци докуменчĕсем те йĕркеллĕ пулмалла.
Хăй тĕллĕн çỹрекен техникăна çеç мар, прицепсене те тĕплĕн тĕрĕслеме палăртнă. Пĕлтĕр, сăмахран, транспорт прицепĕсен çутă сигнализацийĕ, хăрушсăрлăх сăнчăрĕсем пулманни палăрнăччĕ. Кăçал çакнаш- кал çитменлĕхсем пулмасса шанас килет.
В. МАТВЕЕВ, Гостехнадзорăн районти инспекцийĕн начальникĕ.