Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕтỹç пушши шарт! тăвать…

08 августа 2017 г.

ÇАПЛА, хамăн профессие пĕр кунлăха урăх ĕçпе улăштарма шутларăм. Маншăн чи çăмăл пек туйăнаканнине - кĕтỹç профессине суйласа илтĕм. 

Çирĕм пĕр килĕллĕ Канаш паççулккинче манăн аппапа йысна пурăнаççĕ, ытти тăвансем те пур. Чĕнчĕç те, черетпе кĕтĕве кайма хаваспах килĕшрĕм. 

Ирхине 5 сехет. Хĕвел тухнă-тухманах хĕртме пуçларĕ, паян шăрăх кун пуласси халех паллă. Çавăнпа та кĕпе вĕççĕнех урама тухрăм. Алăра - вăрăм пушă. Ача чухнехине астуса шартлаттарса та илтĕм. Темех мар, иккĕ-виççĕ шартлаттарсан ханăхса çитĕп-ха. Çын кĕтỹç пулса çуралмасть, ĕç вăрттăнлăхĕсене ĕçлесе хăнăхать. 

Кĕтỹ хăвалакан ял çыннисем мана сывлăх сунаççĕ, ĕнесем те ĕнĕрлесе саламланăн туйăнать.

Çирĕм çичĕ ĕне усраççĕ канашсем. Районти хăш-пĕр пысăк ялта та выльăх-чĕрлĕх кун чухлĕ тытмаççĕ пулĕ. Макаровсен хăйсен кăна ултă ĕне. Чербуновсен - тăваттă. Григорьевсем виçĕ ĕне усраççĕ иккен. Егоровсен, Емельяновсен, Богатовсен - икшер... 

Сăвакан ĕнесемсĕр пуçне пăрушĕсем те пур. Ял урамĕпе пĕрин хыççăн тепри мĕкĕрсе утаççĕ те, темле хăватлă оркестр пек туйăнать. 

Ĕнесемпе пĕрле улăхалла утнă чухне çак ялта пурăнакан Алексей Богатовран пĕчĕк интервью та илтĕм.

- Ĕне усрани питĕ тупăшлă, - каласа парать Алексей Петрович. - Макаровсем, акă, куллен 120-130 литр сĕт сутаççĕ. Çын укçине шутлама хушман та-ха ваттисем, çавах та аванах ĕçлесе илеççĕ. Хамăр та 35-40 литр паратпăр. Литрне 17-шер тенкĕпе туянаççĕ. Кĕркунне енне сĕт хакĕ ỹсессе кĕтетпĕр. 

Ялта пĕр лаша та, пĕр сурăх та тытмаççĕ. Лашана тахçанах мотоблок улăштарнă. Унпах утă хатĕрлеççĕ, пахча сухалаççĕ, тĕрлĕрен груз турттараççĕ.

- Сурăх усрани вара тупăшлă мар, - терĕ Алексей Богатов. - Калаçса татăл-тăмăр та, ялĕпех ĕне усрама пуçларăмăр. Пĕр ĕнешĕн пĕр кун кĕтĕве каймалла. Пирĕн улăх-çаран аякра мар, ял çумĕнчех. Акă, çитрĕмĕр те! 

Кĕтỹ çỹретмелли вырăнсемпе пуян çав Канаш паççулкки. Ĕлĕкрех, колхоз пур чухне, йĕри-таврари çĕрсене йăлтах акнă пулнă. Халĕ канашсем хăйсен çĕр пайĕсене кỹршĕллĕ Тутарстанри Кивĕ Чăнлă кооперативне арендăна панă. Тутарсем унта темиçе çул хушши тырă çитĕнтернĕ, пĕлтĕр люцерна акса хăварнă. 

- Утă нумай кăçал, - пĕлтерчĕ юлташăм. - Тыррине вара кỹршĕсенчен туянатпăр. 

... ĔНЕСЕМ улăх тăрăх саланчĕç. Тырă çине кĕрсе каясран хăрамалли çук, яла тарса çеç ан анччăр. Пăван вăхăчĕ вĕт-ха, выльăха çеç мар, хамăра та тапăнаççĕ.

Акă, хура-ула ăратлă пĕр ĕне хỹрине тăратрĕ те ялалла вĕçтерчĕ. Тарайăн-и вара пиртен? Пушă мĕншĕн тыттарнă-ха кĕтỹçе? Туххăмрах каялла хăваласа килтĕмĕр.

Кăнтăрла вăхăтĕнче кĕтĕве тапăра хупрăмăр. Шывĕ юнашарах та, ĕнесем васка-васка ĕçеççĕ. Шăрăх!

Хамăр та апатлантăмăр. Çăл шывĕ ĕçсе ăша кантартăмăр.

Ĕнтĕ кун каç енне те сулăнма пуçларĕ. Ултă сехет иртсен кĕтĕве яла хăваласа антартăмăр. Халĕ ман алăри пушă та хыттăнрах шартлатать. Анчах çан-çурăм ывăнни палăрать-палăратех.

Пуçăма Çеçпĕл Мишши çырнă йĕркесем пырса кĕчĕç: «Çĕн поэт ака та тутăр, утă çултăр, вутă çуртăр. Ĕçлесе çĕн юрă хывтăр...»

Ив. САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика