08 августа 2017 г.
- ЭПĔ 1927 çулхи августăн 8-мĕшĕнче Тутар республикинчи Кивĕ Упи ялĕнче çуралнă. Аттепе аннен виçĕ хĕрпе пĕр ывăлччĕ. Ун чух тăватă ачалли вăтам çемье шутланнă, çичĕ-сакăр е вунă ачаллисем те йышлăччĕ ялта. Алла кашăк тытма вĕренсенех килти ĕçсене хутшăннă эпир. Çу кунĕсенче колхоз ĕçне явăçнă. Эх, мĕн калаçмалли, выçлăхне те курнă, мăянпа крахмал та çинĕ. Ачалăхăм та, çамрăклăхăм та вăрçă çулĕсенче иртрĕ, савăнăçĕнчен ытла хуйхи-суйхине нумай курнă...
Пуянкассинче пурăнакан Нина Федоровна Тимофеева каласа панине итлетĕп те, куç умне хамăн анне тухса тăрать. Вăл та 1927 çулта çуралнă, вăрçă çулĕсенче - çап-çамрăк пулнине пăхмасăр - фермăра ĕçленĕ. Мĕн чухлĕ нуша тỹснине куççуль витĕр аса илетчĕ анне. Ĕмĕрĕпех колхозра ĕçлесен те чи пĕчĕк пенси тỹлерĕç ăна. Ĕç кунĕшĕн, ведомость çине патак ларттарассишĕн нушаланнă. Ĕмĕрĕ те вăрăм пулмарĕ, ватлăхра савăнса пурăнăп тесе ĕмĕтленни пурнăçланаймарĕ...
ХАЛĔ Нина Федоровнан сăмахне малалла итлер-ха:
- 1951 çулта Упи пасарĕнче Пуянкасси йĕкĕчĕпе Илья Тимофеевпа паллашрăмăр,- аса илет ĕç ветеранĕ. - Пĕрре курсанах килĕшрĕ вăл мана: сăнĕпе те, кăмăлĕпе те, куллипе те.
Илья ун чух лавккара ĕçленĕ, Упи пасарне тавар сутма килетчĕ. Эпир, хĕрсем, пасара ятне хура мăйăхлă хитре сутуçăна курма тухаттăмăр. Çапла юратса та пăрахрăмăр пĕр-пĕрне, туй туса пĕрлешрĕмĕр.
Нина Федоровнăпа Илья Алексеевич килĕштерсе те пĕр-пĕрне юратса 53 çул пурăннă. Илья Алексеевич 2004 çулта çĕре кĕнĕ.
Тăватă ывăлпа икĕ хĕр çуратса ỹстернĕ Тимофеевсем. Виççĕшĕ - ялта, виççĕшĕ - Мускавра хăйсен çемйисемпе пурăнаççĕ. Шел пулин те, пĕр ывăлĕ çап-çамрăклах вилет. Нина Федоровна 70 çула çитичченех колхозра ĕçленĕ, чун-чĕререн тăрăшнă. Ял-йыш сăпайлă та ĕçчен хĕрарăма ял тата район депутатне суйласа пысăк чыс тунă. Халăх шанăçне вăл хастар ĕçĕпе тỹрре кăларнă. Нина Федоров- нана "Чăваш АССР ялхуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ят та панă.
Халĕ унăн вунă мăнукпа тăватă кĕçĕн мăнук. Чуна хурлантараканни - икĕ мăнукĕ çамрăклах çут тĕнчерен уйрăлса кайнă.
Нумаях пулмасть кăна-ха Нина Федоровнăн Саша ятлă мăнукĕ авланчĕ, хăйсен ялĕнчи чипер хĕре мăшăр турĕ. Сентябрĕн 22-мĕшĕнче тепĕр мăнукĕ те - Демьян - çемьеллĕ пулма хатĕрленет. Савăнăç мар-и-ха ку ватă çыншăн? Паллах, çав тери пысăк савăнăç!
Нина аппа халĕ те çамрăк чухнехи пекех ĕçлеме, кил хушшинче тирпей- илем тума юратать. Çăкăр пĕçерет те, пĕтĕм çемьене савăнăç кỹрет. Çав тери техĕмлĕ те тутлă вĕт-ха вăл пĕçернĕ çимĕçсем!
90 çула çитнĕ ятпа Нина Федоровнăна пĕтĕм ял-йыш саламлать, 100 çултан та иртме ырлăх-сывлăх сунать. Çак салам çумне эпир те хутшăнатпăр.
Эс çуралнă Кивĕ Упире
- Çавăнпах юратнă уй-хире.
Телей тупрăн Пуянкассинче,
Тимофеев Илья килĕнче.
Ватлăх пирки ан шутла,
Пурăнсам 100 çул ытла!
Ив.Саландаев.