08 августа 2017 г.
ЧĂВАШ эстадин юрăçи Виталий Адюков купăс каласа çак такмака шăрантарнине илтнĕччĕ:
Кала, кала, гармонист,
Каланишĕн - виçĕ пус.
Тата лайăх каласан Хушса парăп тепĕр пус...
Темшĕн, култармарĕç мана çак сăмахсем, пачах урăхла - шухăша ячĕç.
Купăс калама пĕлекенсем ĕлĕк те йышлăнах пулман, халĕ вара ялĕпе те иккĕ-виççĕрен ытла мар. Чун-чĕрене хумхантаракан, кăмăла çĕклекен кĕвĕ шăрантарма чăн-чăн талант кирлĕ. Талантсем вара, пĕр сăвăç калашле, çĕрте йăваланса выртмаççĕ, "вĕсене йăтса илсе кĕрекене лартмалла".
Районти ялсенче баян калама пĕлекенсем те нумайăн мар. Шăмăршăра ача-пăча исскуствин шкулĕ уçăлнăранпа кăçал 50 çул çитрĕ, анчах çур ĕмĕр хушшинче илемлĕ пултарулăх коллективĕсене тем чул пулăшаймарĕ. Баянистсем çитменни уйрăмах смотр-отчета е Акатуя хатĕрленнĕ чух хытă палăрать. Культура çурчĕн хуçи ял тăрăх чупса тухсан та никама тупаймасть, вара кỹршĕ яла е района тархаслама каять.
- Утмăл улттă тултартăм, тахçантанпах тивĕçлĕ канура ĕнтĕ эпĕ, - каласа парать Чукалти Захар Савельев баянист. - Çук, кантарасшăн мар мана, ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ тархасласах тата пилĕк-ултă çул ĕçлеме ыйтрĕ.
Сывлăх пулсан ĕçлĕн-ха, ватлăх çулĕсенче çамрăк чухнехи вăй-хал çукрах çав. Пултаруллă çамрăксем тем пек кирлĕ ялти культура учрежденийĕсене. Шел те, паянхи каччăсемпе хĕрсене купăс е баян илĕртмест, фонограммăпа юрласташлас мода пирĕн пурнăçа тарăн кĕрсе вырнаçрĕ.
Темиçе çул каялла эпĕ хаçатра пĕр тăхтамасăр баянистсем вĕрентсе хатĕрлеме сĕнсе статья çырнăччĕ. Анчах та çырни кăлăхах пулчĕ: пĕр пуçлăх çын умĕнче мана ятласа та тăкрĕ. Имĕш, халĕ баянистсем мар, трактористсем кирлĕ иккен, купăс каланипе хырăм тăранмасть.
Механизаторсем, чăнах та, питех те кирлĕ ĕнтĕ, çапах та купăс кĕввисĕр, хĕл кунĕсенче хутса ăшăтакан Культура çурчĕсĕр ялта çамрăксене çирĕплетсе хăварайăпăр-ши?
Тепĕр пысăк ыйту - культурăра вăй хуракансен шалăвĕ пĕчĕк пулни. Талантсен тумланмалла та, ачи-пăчине те ỹстермелле, кил-çурта та çĕнетмелле. Сахал укçапа мĕнех тăвайăн-ха? Çавăнпах баянистсем те тытăнса тăмаççĕ.
Чаплă вăйçăсем - Анат Чаткасри Юрий Бакинпа Васанти Михаил Старый - укçа сахал тỹленипех урăх ĕçе куçрĕç. Çакăн пек тĕслĕхсем тата та нумай илсе кăтартма пулать. Тĕрĕс юрлать Виталий Адюков: "Каланишĕн - виçĕ пус. Тата лайăх каласан хушса парăп тепĕр пус".
Ял культурине çĕклес тетпĕр пулсан, пысăк мероприятисене Шупашкартан артистсем чĕнсе илнипе çеç ирттернипе нумай мала каймăпăр. Шăмăршă çĕрĕ çинче талантсем нумай, вĕсене хавхалантарса - пулăшса пыни çеç кирлĕ. Виçĕ пус çумне тепĕр пус хушса панипе кăна культурăна аталантарма йывăр.
Ив.САЛАНДАЕВ.