Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăкăр хакне пĕлесчĕ

08 августа 2017 г.

Çăкăр хакне пĕлесчĕ

Чыс та мухтав ĕмĕр-ĕмĕре

Тарпа тăварланнă ыраш çăкăрне.

Митта Ваçлейĕ. 

 ÇĂКĂР вăл, чăнах та, тар тăкмасăр пулмасть. Сĕтел çине килсе выртиччен вăл питĕ нумай çул тăвать. Питĕ нумай тар тăктарать, тар тăкмасăр çăкăр пулмасть ĕнтĕ. Тар тăкнипе тенинчен мана юмах аса килчĕ, юмах та мар пулĕ вăл, тĕрĕсех пулĕ. 

Пĕр хĕр çитĕнсе çитсен качча каять. Хунямăшĕ ăна çăкăр пĕçерме хушать. Кин васкаса кăна кăвас çăрать, кăмакана çăкăр хывать. Анчах темшĕн унăн çăкăрĕ кăпăшка та мар, çăкăр варринчен çăнăх тухкалать. «Мĕншĕн çапла пулчĕ-ши ку ман?» - тесе шухăшлать, хунямăшĕ вара çапла калать: 

- Кинĕм, çăкăр пĕçерме чуста çăрнă чухне хул хушши тарличчен çăрмалла, - тет. 

Тепринче вара кинĕ хул хушши тарличчен чуста çăрма пикенет, çăрать, çăрать те хул хушшинче тытса пăхать. 

- Хул хушши тарларĕ-ши? - тет. 

Аппăшĕ килсен пăхать те, йăмăкĕн хул хушшинче чуста та пур, тар тухни те курăнать. Чăнах та, кинĕн çăкăрĕ вара лайăх пулнă, тет. Эпĕ хам ача чухнехи вăхăтсенче анне çăкăр пĕçернине лайăх астăватăп-ха. Чăн малтан çăкăр пĕçермелли хатĕрсем çинчен аса илем-ха. 

Кăвас чĕресĕ, çăкăр кĕреçи, кăмака милки. Милки мĕн тума кирлĕ пулнă-ши тата? Иртнĕ саманара çăкăр пĕçермелли формăсем те, патнус та пулман. Хутнă кăмака пĕтсессĕн, кăварне турчăкапа туртса, кăмака тĕпне çав милĕкпе кĕлрен тата кăвар пĕрчисенчен тасатнă та, хатĕр чустана çăкăр кĕреçипе кирпĕч çине хывнă. Унта вара кăпăшка çаврака çăкăр пиçнĕ, питĕ тутлă та техĕмлĕ пулнă вăл. Анне вара çак çăкăра нумай пĕçеретчĕ, пилĕк-ултă пысăк çавра çăкăр. Эпир çемçе çăкăра питĕ час çисе яраттăмăрччĕ. Анчах виçĕ-тăватă кунран вăл типетчĕ, хытатчĕ. Апат çинĕ чухне атте çак çăкăра касса паратчĕ. Эпир ăна вăр-вар çисе ярайман ĕнтĕ, вăл типĕ те хытăччĕ:

Атте калатчĕ:

- Типнĕ çăкăр тутă тытать тата перекетлĕ вăл. Эпир вара нумайрах тутă тăрас тесе тăрăшсах чăмлаттăмăр, чăнах та вăл перекетлĕччĕ ĕнтĕ. 

Типнĕ çăкăр тенĕрен мана çакăн пек шухăш та канăç памасть. Çỹп-çап контейнерĕ ăшĕнче тепĕр чухне çăкăр та асăрхама пулать. Ялта мар ĕнтĕ вăл - хулара. 10-12 хутлă, 7-8 подъездлă çуртра пирĕн ялти чухлĕ çын пурăнать. Çак контейнерсем хушшинче илемлĕ кăна çăкăр контейнерĕ лартсан аван мар-ши? Ун çине «Çăкăра хисепле» тесе çырасчĕ, тен çакна вуласан çăкăра кăларса пăрахнă çын та, ăна каялла хваттерне илсе кĕрĕ. 

Тырă ỹстерекенсен ĕçне манăн шахтерсен ĕçĕпе танлаштарас килет. Ватăсем ĕлĕкех тĕрĕс хак панă çăкăр тăвакансен ĕçне. 

«Сухапуç тăрантарать, турахуп тăхăнтартать», - тенĕ. Е тата хресчен каланă тепĕр ваттисен сăмахне аса илер: «Акапуçпа мул пулать, йĕп вĕçĕпе тум пулать». 

Тырпул туса илес ĕçре кахалланни вырăнсăр ĕнтĕ. Кун пирки тепĕр каларăш та пур:

- Амăшĕпе хĕрĕ тырă акса ỹстернĕ, вырма вăхăт çитсен нихăшĕ те вырас темен. 

Амăшĕ:

- Эпĕ вилетĕп, - тет. 

Хĕрĕ:

- Эпĕ качча каятăп, - тет. 

Вилекен вилеймен, качча каякан каяйман. Ирĕксĕрех юр çусан кĕреçепе шăпăр илсе тырă вырма кайнă. Пĕр ырă çын вĕсене хĕрхенсе: 

- Халĕ мĕн тырри пур, айтăр хам парса ярап, - тет. 

Хĕрĕ ыйтать:

- Урпине тỹнĕ-ши? 

Ватă çын вĕсене:

- Тỹнине шыратăр пулсан, урăх çĕре кайса шырăр, - тенĕ. 

«Тỹнĕ-ши?» - тенĕрен, мана ача чухнехи çак ĕçсем аса килеççĕ. Урпапа сĕлĕрен кĕрпе тăвас тесен, чăнах та, ăна тỹмелле. Çак тырра тĕвиччен малтан анне пĕçеретчĕ те кăмакана лартса типĕтетчĕ. Кун хыççăн ăна килле ярса хуппинчен тỹсе тасатнă. Анне çакна пире тутаратчĕ. Чăн та, тарличчен тĕветтĕмĕр, кун хыççăн аларманĕпе авăртса кĕрпе тунă. Вăт çапла вăл çăкăр тăвасси. Çăкăр вăл - чи чыслă çимĕç. Ахальтен каламан ват çынсем çывăх çынисене: 

- Иртсе кайнă чухне кĕрсе тух, нимĕн пулмасан та çăкăр пур, - тенĕ. 

Пире пурнăç параканĕ - çĕр-анне. Хисеплесчĕ ăна, пĕчĕк ачана пăхнă пек пăхасчĕ, вăл çăкăр ỹстерет. 

Çĕр-анне,этем сăпки,

Унтан çуккă та хакли.

Хăй çуратнă ачине.

Парнелет вăл пурлăхне.

М. ВАНЮШИН, педагогика ĕçĕн ветеранĕ. Асанкасси ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика