11 августа 2017 г.
ТАХÇАН-ТАХÇАН, пĕр вăтăр çул ытла каялла, Виçпỹрт Шăмăршăра пурăннă Сăрнай Мишши сăвăç мана тĕне кĕмен чăвашсен йăли-йĕрки çинчен хавхаланса каласа панăччĕ.
- Авалхи тĕне пăхăнса пурăнакан чăвашсен çав тери ăслă каларăшĕсем нумай,- тенĕччĕ Михаил Васильевич. - Вĕсем тин çуралнă ача тутине çу сĕрсе пыл хыптарни, «Чĕлхỹ пыл пек пылак, çу пек çăвак пул- тăр»,- тени кăна мĕне тăрать!
Сăрнай Мишши каланине ун чух хут çине çырсах хунăччĕ.
Ним пытармалли те çук, хальхи саманара çынсен кăмăлĕ нумай улшăнчĕ. Лайăх енне пулсан юрĕччĕ - шел, чунсем сивĕнни хытах сисĕнме тытăнчĕ. Усал сăмах каласа çынна кỹрентересси йăлана кĕчĕ. Шухăшлатăп та, хăш вăхăтра çапла пăсăлса кайрĕ-ши этем тени? Ваттисен сăмахне итлеме пăрахрăмăр, хамăр ăспа пурăнатпăр тесе тем тепĕр хăтланатпăр. Хамăрăн ăс вара виçĕ пуслăх кăна. Пуклак чĕлхемĕре пулах тăвансемпе, кỹршĕ-аршăпа, ял-йышпа хирĕçсе пĕтетпĕр, хамăр валли хамăрах тăшмансем тупатпăр.
Мĕн чарать-ха пире çын умĕнче çын пек пулма? Усал сăмахсăр пуçне пире атте-анне ырăрах сăмах калама вĕрентмен-и?
Чăнах та, хăшпĕр çемьере ашшĕ-амăшĕ ачисене намăс сăмахпа калаçма хăнăхтарнине те пĕлетĕп. Улми йывăççинчен аякка ỹкместех: аслисене кура ачасем те усал сăмах калама вĕренеççĕ. Çапла вара «тĕрме жаргонне» малалла тăсакан çĕнĕ ăру çитĕнет.
Халăхăмăр чĕлхи çав тери пуян, çак пуянлăхăн 20-30 процентне кăна ăса илсен те общества ку таранччен пăсăлмĕччĕ. Ахаль çынсем çеç мар, хăшпĕр пуçлăхсем те намăс сăмах калаççĕ те, ăçтан йĕрке пултăр ĕнтĕ?
Районти пĕр пĕчĕкрех пуçлăх кула-кула çапла каласа пачĕ: - Çынна намăс сăмахпа ятлама та, мухтама та пулать. Манăн рабочисем çакна хăнăхрĕç ĕнтĕ: кунне пĕрре те намăс сăмах илтмесен вăй хурса ĕçлессишĕн те тăрăшмаççĕ.
Ку «хăнăху» мĕн патне илсе çитерĕ-ши пире? Малашне ача садне çỹрекенсем те пĕр-пĕрне намăс сăмахпа сывлăх сунма тытăнмĕç-и? Шкул пирки каламастăп та: район центрĕнче пурăннă май ачасем усал сăмахпа калаçнине тăтăшах илтетĕп. Аслисенчен те вăтанма пĕлмеççĕ, пĕр хăнăхсан кирлĕ мар сăмахпа калаçнине хăйсем те ăнланмаççĕ пулĕ.
Килте те, урамра та, ĕçре те, хăнара та тирпейлĕ калаçма хăнăхмалла. Намăс сăмахсене нумай пĕлнипе ухмах çын çеç мухтанма пултарать. Ăслă-тăнлă çыннăн ватă асаттесен чĕлхи мĕн тери илемлĕ те çепĕç пулнине манмалла мар. Хамăра хамăр хисеплеме пĕлмелле, усал сăмахсăрах çынпа йĕркеллĕ калаçма май пуррине ăнланмалла.
Раççей Федерацийĕн административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан Кодексĕнче (КоАП) обществăлла вырăнсенче намăс сăмахпа перкелешнĕшĕн айăпламалли 20.1 статья пур. Унпа килĕшỹллĕн намăс сăмах калакана 500 тенкĕрен пуçласа 1000 тенкĕ таран штраф тỹлеттерме е 15 талăка хупма та пултараççĕ.
Енчен те çынна намăс сăмахпа кỹрентерсе пĕтерсен айăплав тата та пысăкрах: 40 пин тенкĕ таран штраф тỹлеттерме е 1 çулталăк таран арестлеме пултараççĕ.
Пурнăçра йывăрлăхсем нумай пулсан та, эпир цивилизаци патшалăхĕнче, культурăллă обществăра пурăннине манар мар. «Чĕлхỹ пыл пек пылак пултăр»,- тесе пехилленĕ тин çуралнă ачана пирĕн мăн-мăн асаттесем. Çак пехиле яланах асра тытар.
Ив.САЛАНДАЕВ.