11 августа 2017 г.
Кивĕ Чукал ялĕ питĕ илемлĕ вырăнта, вăрман хĕрринче вырнаçнă. Çак ялта пурăнакан çынсем нумайăшĕ вăрман касса хатĕрлессипе ĕçлеççĕ, çĕрпе ĕçлекенсем те чылай.
Вĕсенчен пĕри - Ильдяковсен ĕçчен çемйи. Кил хуçи - Петр Ильдяков, мăшăрĕ - Наталья Сергеевна. Вĕсем хĕрпе ывăл пăхса çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине тăратнă, халĕ Настя мăнукĕпе киленеççĕ.
Çак çемье 2016 çулта Чăваш Республикин грантне тивĕçлĕ пулнă. Укçапа вĕсем тĕллевлĕ усă курнă: çĕнĕ вите тунă, выльăх-чĕрлĕх туяннă. Халĕ вĕсем сăвăнакан 6 ĕне, 3 пушмак пăру, 8 вăкăр тата 40 ытла сурăх тытаççĕ. Выльăх-чĕрлĕхпе ĕçлеме, вĕсене пăхса тăма 2 çынна ĕçе илнĕ. Выльăхсене электрокĕтỹç кĕтет.
- Электрокĕтỹç пире çав тери пулăшать, выльăхсене саланса кайма памасть, - теççĕ çĕр ĕçченĕсем.
Çак çемье ялти клуб сцени çине тухса юрлама-ташлама та вăхăт тупать. Ĕç кунĕ вĕсен ирхипе 4 сехетре тытăнать те каçхине 10 сехетре вĕçленет.
Ильдяковсем 45 гектар çĕрпе усă кураççĕ, çак çĕре ĕçе кĕртме вĕсен хăйсен техника, ĕç хатĕрĕсем пур.
Çавăн пек хастар та маттур çемье пирĕн ялта пурришĕн эпир питĕ савăнатпăр. Пирĕншĕн, çамрăксемшĕн, вĕсем пысăк тĕслĕх вырăнĕнче. Манăн вĕсене сывлăх, телей, ĕçре ăнăçу сунас килет.
Е. МАЛЕЕВА, студент-практикант.