11 августа 2017 г.
ПАЯНХИ çамрăксем хăçан-тăр Шăмăршăра кирпĕч завочĕ пулнине пĕлсех те каймаççĕ ĕнтĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн утмăлмĕш-сакăрвуннăмĕш çулĕсенче вара çу кунĕсенче заводра шкул ачисем те тăрăшнă, пурнăçри пĕрремĕш ĕç укçине те илнĕ.
Районти пур объекта та тенĕ пекех Шăмăршă кирпĕччипе усă курса купаланă, халăха та нумай сутнă.
Шăмăршă районĕ 90 çул тултарас умĕн эпир редакцие кирпĕч заводĕнче нумай çул хушши ĕçленĕ Лидия Федотовна Изамбаевана (Митрофанована) хăнана чĕнтĕмĕр.
- Лидия Федотовна! Кĕскен те пулин хăвăрпа паллаштарăр-ха?
- Эпĕ 1947 çулхи августăн 13-мĕшĕнче Кивĕ Шăмăршă ялĕнче çуралнă. Васан шкулĕнче 8 класс пĕтернĕ хыççăн малалла вĕренме май пулмарĕ. 1962 çулта Шăмăршăри кирпĕч заводне ĕçе вырнаçрăм. Эпĕ ун чух вунпиллĕкре кăна пулнă-ха.
- Çăмăлтарах ĕç пачĕç-и çап-çамрăк хĕре?
- Çăмăлли-мĕнĕ... Эпĕ çăмăл ĕç ыйтман та, тумланма укçа питех те кирлĕччĕ. Кирпĕче кăмакана лартаканни пултăм, эпир вырнаçтарнă чĕрĕ кирпĕче хĕртсе хатĕр продукци кăларатчĕç. 1965 çулта мана Шупашкара вĕренме ячĕç. Вĕренсе килсен сдатчицăсен бригадирĕ пулма шанчĕç. Коллектив питĕ туслăччĕ, килĕштерсе ĕçлеттĕмĕр.
- Завод дирекцийĕ рабочисене мĕнле хавхалантарнă?
- Кашни çулах кану çуртĕнче сывлăха тĕреклететтĕмĕр, путевкине профсоюз тỹлевсĕрех панă. Шупашкарти театра спектакль курма та илсе каятчĕç.
Ĕç укçине те сахал темелле мар. Продукци мĕн чухлĕ туса кăларнă тăрăх тỹленĕ. Михаил Кириллович Кузнецов директорта ĕçленĕ чух çулталăкра 4 миллион штук кирпĕч хĕртсе кăларнине лайăх астăватăп-ха. Завода «Чăвашстройтрестăн» Куçса çỹрекен Хĕрлĕ ялавĕпе наградăларĕç. Манăн сăнỹкерчĕке, «Чи лайăх бригадир» ята тивĕçнĕ май, «Чăвашстройтрестри» Хисеп хăми çине вырнаçтарнăччĕ.
- Наградăсем тата та пур пулĕ?
- «Тăххăрмĕш пилĕкçуллăх ударникĕ», икĕ хутчен «Коммунизмла ĕç ударникĕ» знаксемпе чысларĕç. Манăн «Ĕç ветеранĕ» медаль та пур. Хисеп грамотисем те чылай.
- Лидия Федотовна! Кирпĕч завочĕ хĕлле ĕçлеймен ĕнтĕ, рабочисене салатса янă-и вара?
- Малтанхи çулсенче пирĕн завод райпромкомбинатпа пĕр тытăмраччĕ. Ноябрь уйăхĕнче, кирпĕч кăларма чарăнсанах комбината ĕçлеме куçаттăмăр. Хăма çурнă, сменăри нормăна яланах ирттерсе пурнăçланă.
Кирпĕч завочĕ хăй предприяти пулсан та коллектива упраса хăварнă. Хĕлле икĕ уйăх кансан каллех ĕçе пуçăннă.
- Сирĕн çемйĕр çинчен те пĕлес килет...
- Мăшăр пур, икĕ ача. Ывăл Улмаллăра фермер хуçалăхĕ йĕркелерĕ, Володя Митрофанов çинчен район хаçатĕнче тăтăшах çыратăр.
Хĕр - Люда - Шупашкарта суту-илỹре вăй хурать.
Виçĕ мăнук пирĕн, вĕсене çав тери юрататпăр.
- Эсир августăн 13-мĕшĕнче çуралнă тетĕр. «13» цифра сирĕншĕн телейсĕр пек туйăнмасть-и?
- Çук, 13-мĕш числора çуралнишĕн нихăçан та хурланман эпĕ. Мана ĕçре хисеплетчĕç, ачасем ăслă-тăнлă çитĕнчĕç, мăнуксем чечек пек илемлĕ.
Сисмесĕрех 70 çул та çитсе тăчĕ. Хама ватă теесшĕн мар-ха эпĕ, çулăмсем сахал мар пулин те чунпа çамрăк пек туятăп.
- Эпир те Сире юбилей ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр, çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунатпăр.
- Тавтапуçах ăшă сăмахăршăн. «Çепĕç сăмах сар çу пекех», - теççĕ вĕт халăхра.
Ив.САЛАНДАЕВ.