15 августа 2017 г.
- АВЛАНМАРĂН-и-ха? - ыйтрăм Кивĕ Чукалта пурăнакан пĕр пĕлĕшрен. Вăл тахçанах вăтăр урлă каçнă ĕнтĕ, хăйсен ялĕнчи «хусахсен партийĕнче» тăрать. Çак «партин» председателĕ те пур иккен: хĕрĕхрен те иртнĕскер.
Ман пĕлĕшĕм халĕ те авланманни, ялта хĕр тупма йывăрри çинчен пăшăрханса каласа пачĕ:
- Аттепе анне те ватăлчĕç ĕнтĕ, шавах мана авлантарасшăн калаçаççĕ. Халĕ, ĕлĕкхи пек, çурт хапхине уçнипех хĕр килсе кĕмĕ. Тепĕр чух хăшне те пулин вăрласа кĕмелле мар-ши тесе те шутлатăп. Анчах полицие евитлесен? Хĕр вăрласа тĕрмене кайса ларас килмест-ха.
Авланман каччăсем Кивĕ Чукалта çеç мар, районти ытти ялсенче те нумай. Хăшне-пĕрне «каччă» темелле те мар пулĕ ĕнтĕ: хĕр тутине перĕнсе кураймасăрах аллă çула та çитнĕ.
Çывăхартса кăна шутласан та, районти 31 ялта икçĕре яхăн хусах пурăнать. Чи «çамрăкки» те - çирĕм çиччĕре. Çак вăйпитти яшсем çемье çавăрнă пулсан районта демографи ыйтăвĕ те хальхи пек çивĕч тăмĕччĕ.
Чăнах та, каччăсем валли хĕрсем кирлĕ, вĕсем вара юлашки 15-20 çул хушшинче пысăк дефицит. Хĕрсем хулана вĕренме каяççĕ те, каялла таврăнмаççĕ. Шăмăршă тăрăхĕнче çуралса ỹснĕ чечек пек илемлĕ чиперккесем урăх района качча тухнă тĕслĕхсем тем чухлех. Пирĕн района вара сайра хутра çеç ютран качча килеççĕ. Мĕн, пирĕн район йĕкĕчĕсем çав териех вăтанчăк-ши е хĕр чĕрине ирĕлтермелĕх хĕрỹлĕх çитмест-и?
- Çамрăксем ĕçкĕпе иртĕхеççĕ, - ассăн сывласа калаçрĕ манпа пĕр ялти ватă учительница. - Йĕркеллĕ хĕр ун йышшисене качча тухмастех.
Статистика çирĕплетнĕ тăрăх, ялта пурăнакан 10 каччăна 2 хĕр çеç тивет. Иккĕн çемьеллĕ пулайсан та саккăрăшĕн ăçта кайса хĕр тупмалла?
Кунта пĕртен-пĕр çăлăнăç, ман шутпа, хĕрсем валли ĕç вырăнĕсем туса хуни. Вĕсем суту-илỹре, предприниматель ĕçĕнче е ытти çĕрте вăй хума пултарччăр. Районта педагогсем, медицина ĕçченĕсем çитмеççĕ.
Самана пăтрашăннă тапхăрта районти хăшпĕр ертỹçĕсем пĕр шутламасăр лайăх ĕçлесе пыракан предприятисенех аркатса тăкрĕç. Çапла вара вун-вун çын ĕçсĕр тăрса юлчĕ. Каччăсем Мускаври е ытти çĕрти стройкăсене ĕçлеме çỹреççĕ-ха. Хĕрсене вара ку тĕлĕшпе йывăртарах: сăпайлă чăваш хĕрĕ ют çĕре ĕçлеме кайма тăхтаса тăрать. Ашшĕ-амăшĕ те хăйсен тĕпренчĕкне курман-пĕлмен вырăна кăларса ярас- шăнах мар. Шупашкар, унта ĕç укçи сахал тỹлесен те, тăван киле çывăхрах. Телейĕ тупăнсан, качча тухса çемьеллĕ пулĕ, теççĕ. Çемьеллĕ пулаймасан та хулари пурнăç ялтинчен аванрах тесе шутлаççĕ. Анчах ваттисем кил-çурт вучахне сỹнтерме хушманнине мĕншĕн манатпăр-ха?
Çамрăк çемьесем пулмасан, ача-пăча çуралмасан пыра-киле çуртсем те пĕрин хыççăн тепри пушанса юласси, садиксемпе шкулсем те хупăнасси хăратмасть-и сире?
Районта социаллă пурнăçпа культура объекчĕсем туса лартни те, асфальт çулсем сарни те харама каясси шухăшлаттармасть-и тата? Хăй вăхăтĕнче çĕкленĕ икĕ е виçĕ хутлă шкулта паян пуçламăш шкултинчен те сахалрах ача вĕренни, 50-60 вырăнлă ача садне халĕ çиччĕн-саккăрăн çеç çỹренипе шкулпа пĕрлештерни чуна ыраттармасть-и?
- Ялта ватăлса вилекенсем нумай, тин çуралнă ача сасси вара çулталăкра виççĕ-тăваттăран ытла илтĕнмест, - çапла пăшăрханса калаçрĕ манпа районти пĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕ.
- Авнланман каччăсем нумай-и? - ыйтрăм унран интересленсе.
- Ан та калăр: хĕрĕхĕн ытла! - пулчĕ хурав. - Уявсенче çырма хĕррине анса шашлăк пĕçереççĕ те, çур çĕр çитичченех ахăрашаççĕ. Тепĕр кун кăнтăрлаччен çывăраççĕ. Ватă ашшĕпе амăшĕн пенси укçине ĕçсе ярсан Мускава ĕçлеме кайса килеççĕ. Вăт çакăн пек тăсăлать ялти пурнăç...
Ив.САЛАНДАЕВ.