18 августа 2017 г.
ÇАК КУНСЕНЧЕ Шупашкарта Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Унта, ытти çивĕч ыйтусемпе пĕрлех медицина учрежденийĕсене тата социаллă центрсене пĕрлештересси (оптимизаци) пирки те сỹтсе явнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев бюрократи чăрмавĕсене май пур таран чакарма сĕннĕ.
«Çын, калăпăр, Шăмăршăран - 180 çухрăмран - сирĕн пата ĕçпе килет, - тенĕ Михаил Васильевич. - Эсир вара ăна пĕр-пĕр справка çук тесе каялла ăсататăр - уншăн питĕ пысăк тăкак. Çакнашкалли ан пултăр».
Вырăс совет поэчĕ Василий Иванович Лебедев - Кумач хăй вăхăтĕнче çапла çырнă:
«Без бумажки ты - букашка,
А с бумажкой - человек».
Мĕн тери тĕрĕс сăмахсем! Хамăрăн пурнăç тăрăшшĕнче пиртен мĕнле кăна справка ыйтман-ши, вăл е ку хут çук тесе миçе хутчен каялла яман-ши?
Калăпăр, эсĕ хăвăн пахчунта çитĕнтернĕ çĕрулмине е суханпа ыхрана хула пасарĕнче сутасшăн. Çук, суттармаççĕ сана: ял тăрăхĕн администрацийĕ панă справка кирлĕ. Çакнах чăх çăмарти е сурăх çăмĕ пирки те каламалла - справкăсăр пасара ни-ни-ни!
Сĕт сутма та санăн килти хуçалăхра ĕне е качака пуррине çирĕплетекен справка ыйтаççĕ. Аш-какай сутас тесен вара икĕ-виçĕ справка кăтартмалла: ветеринари станцийĕнчен, ял тăрăхĕн администрацийĕнчен, полици уйрăмĕнчен... Тен, эсĕ сыснана е пăрăва вăрласа вăрттăн пуснă? Справкуна кăтартатăн та, вара тин эсĕ чăнласах та вăрă маррине, выльăх-чĕрлĕхе килти хуçалăхра нуша- ланса ỹстернине ĕненĕç.
Ачана садике е шкула ямалла - справка ыйтаççĕ. Хулана кайса малалла вĕренес тесен те пичет çапнă хутсăр сана ниçта та йышăнмĕç.
Ăс-тăн арпашманнине ĕнентерекен справка та, каçхине вырăн çинче «пулă тытманнине» çирĕплетекен справка та, эсĕ мăшăрпа е пĕччен пурăннине пĕлтерекен справка та тупса памалла. Иртнинче, мăнука пуçласа хулари ача садне яма документсем хатĕрленĕ чух, килте йытă е кушак усранипе усраманнине çирĕплетекен хут та ыйтрĕç. Çак справкăна шыраса пĕр кун иртсе кайрĕ.
Халĕ хулара паспортсăр урама ан та тух - эс камне тĕпчесе пĕлме туххăмрах полици уйрăмне илсе çитерĕç.
Тĕрлĕрен кирлĕ-кирлĕ мар хут çырассине чакарас тесе нумай функциллĕ центрсем туса хучĕç. Ку, чăнах та, вăхăта нумай перекетлеме пулăшать. Çапах та хут çырас йăларан çав-çавах хăтăлса çитме çук-ха. Нумай çын халĕ те пенсие тухма хатĕрленнĕ чух тĕрлĕ справка шыраса халтан каять. Вăл тахçан ĕçленĕ колхоз е савхоз, предприяти халĕ çĕр çинче çуккине пула кирлĕ хутсене тупма та йывăр. Темиçе кун çапла нушаланнă хыççăн, чун ыратнипе тата тарăхса çитнипе аллуна çеç сулатăн: тỹлеччĕрех ĕнтĕ чи сахал пенси, хăçан-тăр эсĕ пысăк ĕç укçи ĕçлесе илнине çирĕплетекен справка шыраса тупма вăй-хал юлмарĕ...
СТАТЬЯНА çырса пĕтерес умĕн телевидени çакăн пек хыпар пĕлтерчĕ: малашне сунарçăсене кăна мар, пулă тытма юратакансене те больницăра психика чирĕпе учетра тăманнине ĕнентерекен справка кирлĕ пулĕ. Врач пичет çапсах эсĕ ăс-тăнран катăк маррине ĕнентермесен аллуна вăлта тытма ан васка! Шыв хĕрринчен хăваласа янипе çеç çырлахмĕç, штраф та тỹлеттерĕç.
Енчен те справку пулмасан килтен ан та тух. Тем курасси пур. Хутсăр эсĕ йĕркеллĕ çын пулнине ĕнентерме ай-вай йывăр хальхи пурнăçра...
Ив.САЛАНДАЕВ.