18 августа 2017 г.
Анат Чаткас шкулĕнчи тирпейлĕхе юратакан ачасемпе вĕрентекенсем çулсеренех территорие тасатсах-илемлетсех тăраççĕ.
Çуллахи каникул вăхăтĕнче дежурство графикĕпе килĕшỹллĕн ачасем учительсем ертсе пынипе шкул участокне çум курăксенчен тасатса тăраççĕ, пахчаçимĕçпе чечексене шăвараççĕ. Шкул столовăйĕ валли çĕрулми, пахчаçимĕç ỹстереççĕ. Ара, хамăр алăпа ỹстернĕ, экологи тĕлĕшĕнчен таса та техĕмлĕ пахчаçимĕçрен, улма-çырларан усăллăраххи, пахараххи тата мĕн пулĕ? Çакна шута илсе шкулĕпех тăрăшса ĕçлеççĕ, ачаран çĕр ĕçне хăнăхтарса пыма вĕрентеççĕ кунти вĕрентекенсем.
Шкул йĕри-таврашне илем кỹрекенни - чечексем. Мĕн тĕрли кăна çук кунта!!! Хĕрлисем, шуррисем, саррисем... Нумай çул ỹсекеннисем те, пĕр çул ỹсекеннисем те шкул территорине илемлетеççĕ. Мĕн тери кăмăла çĕклеççĕ вĕсем, чуна савăнăç кỹреççĕ. Вĕсене пăхса лартса ỹстерекенĕ, Анат Чаткас шкулĕнче химипе биологи предметне вĕрентекен (пĕтĕмĕшле вĕрентỹ тытăмĕнчи ĕç стажĕ вара унăн 40 çула çывхарса пырать) Галина Владимировна Паймина. Шкулти участокшăн та вăлах яваплă. Куншăн пĕрре те пăшăрханмасть илем тĕнчипе туслă вĕрентекен, хаваспах чечексемпе пахчаçимĕçе пăхса, вĕсем кунсерен ешерсе-ỹссе пынипе савăнса тăрать. Галина Владимировна отпускра пулсан та Палтиелĕнчен кашни эрнере шкула килсе тăрать. Килĕнче те унăн çурт, сад тулли чечек ешерет.
Хăш-пĕр чечекĕ тата хăйне хăй шăтса ỹсмест-çке-ха. Ăна акса, пăхса тăмалла. Апла тата вăрлăхĕ кирлĕ. Ăна вăхăтра хатĕрлемелле. Шкулти класс пỹлĕмĕсенчи вуншар ещĕкре çуркуннех акса хăварать Галина Владимировна вĕсене, çапла вара шăтса тухнăскерсем çанталăк ăшăтсан вуншар йăранра ешереççĕ, паянхи кун вара çак чечексем сăмахпа каласа пĕтерейми илем кỹнисĕр пуçне вĕсем пире - çĕр çинче пурăнакансене - ăшă туйăмпа хавхалану кỹреççĕ. Çавăн пекех çутçанталăка юратма, ăна упраса пурăнма хистеççĕ.
Шкулти вĕрентỹ мастерскойĕнче те урокран пушă вăхăтра ачасем кăсăклансах тăрмашаççĕ, выставкăсем валли сахал мар япала хатĕрлеççĕ. Вĕсене вĕрентсе ертсе пыраканĕ - Леонид Николаевич Нянин. Мĕн чул ачана ĕç хатĕрĕсемпе тĕрĕс усă курса ĕçе юратма вĕрентмен-ши çак пултаруллă вĕрентекен? Паянхи кун та ăна вĕренекенĕ сем ырă сăмахпа çеç аса илеççĕ.
Шкултан Шăмăрша таврăнма тухнă чух эпĕ педагогика ĕçĕн ветеранне Геннадий Филиппович Афанасьева тĕл пултăм.
- Тăван ял шкулĕн ĕçĕ-хĕлĕ чуна савăнтарать, - терĕ ватă учитель. - Шкула курма çеç килетĕп пулин те кăмăл-туйăм çав тери çĕкленет. Маттур çынсем ĕçлеççĕ кунта, ачасем те çав тери маттур!
Н.ИЛЬИНА.